CXPKАпрель уйăхĕ - чăвашла "ака уйăхĕ" - вĕçленсе пырать. Унăн ячĕ хăйĕншĕн хăй калать, çĕр ĕçченне акана йыхравлать. Районти хуçалăхсем çĕр пиçсе çитессе, ака-суха ĕçĕсем пуçланасса кĕтеççĕ, пĕтĕм ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă туса ирттерме хатĕрленеççĕ.

Иртнĕ кунсенче райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев "Шигали" ялхуçалăх производство кооперативне çитсе унти ĕç-хĕлпе паллашрĕ, çуракине хатĕрленесси мĕнле пынипе кăсăкланчĕ.

Хуçалăх 942 га çĕр çинче ĕçлет, пĕрчĕллĕ культурăсемпе тымарçимĕç туса илет. Пĕлтĕр кĕрхи ыраш 150 га çинче акса хăварнă кунта, 553 га нумай ÿсекен курăк йышăнать, кăçал 239 га çĕр çинче пĕрчĕллĕ культурăсем акса хăварас тĕллевлĕ.

Николай Михайловича хуçалăх пуçлăхĕ В.Иваншкин тата складсен заведующийĕ Л.Степанова кĕтсе илчĕç. Чи малтан вĕсем техника вырнаçнă çĕре - автопарка çул тытрĕç. Хуçалăхра пурте хĕрÿ ĕççине хатĕрленеççĕ. Унта та кунта механизаторсем ялхуçалăх техники умĕнче кĕшĕлтетеççĕ. Икĕ МТЗ-82, пĕр ЮМЗ-6, виçĕ Т-150 тракторсем, икĕ ГАЗ-53, пĕр КамАЗ автомашинăсем, икĕ ДТ-75 гусеницăллă трактор кĕçех кĕрлесе уй-хирелле çул тытĕç. Вĕсене тĕплĕн юсаса, çуракине хатĕрлесе çитернĕ тесен те юрать. Механизаторсем, трактористсем, водительсем - вĕсем вуннăн - паян тесен паян ĕçе кÿлĕнме хатĕр. Кăçал çурхи ака ĕçĕсем çанталăк пăтăрмахĕсене пула каярах юлса пыни кăна чăрмав кÿрет. Унтан яваплă çынсем тырă складне кайса курчĕç. Хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Яковлевич каланă тăрăх, вăрлăхлăх пĕрчĕллĕ культурăсене акма кондицие çитернĕ, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем енчен те йывăрлăх пулас çук. Николай Михайлович хуçалăхра вăй хуракансене пушар тухас хăрушлăхран сыхланса, пĕтĕм нормăсене çирĕп пăхăнса ĕçлемелли çинчен аса илтерчĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, "Шигали" ЯХПК çурхи ака-суха ĕçĕсене тухма хатĕр. В.Иваншкин хуçалăх пуçлăхĕн çăмăл мар ĕçне пуçăннăранпа вăхăт нумаях иртмен пулин те вăл хăйĕн тивĕçĕсене пĕлсе тата пĕтĕм яваплăхпа пурнăçлать. Унăн тĕп тĕллевĕ - йывăр саманара саланнă хуçалăха çĕнĕрен пĕр чăмăра пухасси. Çавăнпа çанă тавăрсах тăрăшать мал ĕмĕтлĕ руководитель. Николай Михайлович та унăн хастарлăхĕ пирки ырласа кăна каларĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Обсуждение закрыто

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика