9Райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕсем районти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенчи лару-тăрупа паллашсах тăраççĕ. Çак кунсенче райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев Тикаш ялĕнчи "Грачев С.Г." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче пулчĕ.

Аса илтеретпĕр, Сергей Геннадьевич 2013 çулта "Фермер ĕçне пуçăнакан" патшалăх программине хутшăнса романовски ăратĕнчи сурăхсем ĕрчетес ĕçе пуçарса ярассипе 758 пин тенкĕ ытла грант çĕнсе илнĕ пулнă. Ун чухне вăл çак укçа-тенкĕпе усă курса çĕнĕ вите хăпартнă, прицеплă МТЗ-82 трактор туяннă пулнă.

Унтанпа 5 çул иртрĕ ĕнтĕ. Вăхăт таппи çак тăрăшуллă çын хăйĕн ĕçне тытса пыма пултарнине çирĕплетсе пачĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхра пушмак пăру, романовски ăратĕнчи 105 пуç сурăх, çав шутра 33 пуç сурăх ами, 3 пуç качака ами. Выльăх апатне çителĕклех хатĕрленĕ. Хуçалăх харпăрлăхĕнче 5 гектар çĕр, вĕсенчен нумай çул ÿсекен курăксем 3 гектар йышăнаççĕ. Кăçал 2 гектарне урпа акса хăварасшăн. Хуçалăха аталантарса, пысăклатса пырас тĕллевпе кăçал Сергей Геннадьевич "Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье ферми" патшалăхăн тĕллевлĕ программине хутшăнасшăн, пысăкрах гранта тивĕçесшĕн. Çавна май хуçалăха пысăклатса мăйракаллă шултра выльăх та тытма пуçласшăн.

Сурхисене мăшăрĕпе Алсупа пĕрле пăхаççĕ. Иртен пуçласа каçченех çакăнта иртет вĕсен ĕç кунĕ. Выльăха чунтан юратса усраççĕ, унсăрăн ăнмасть. Сергей Геннадьевичăн ашшĕ те Геннадий Иванович Грачев пурнăç тăршшĕпех фермăра вăй хунă, нумай çул "Тегешевский" хуçалăхра ферма заведующийĕ пулнă. Амăшĕ Лидия Тимофеевна Грачева мĕн çамрăкранпах фермăра дояркăра ĕçленĕ. Сергей Геннадьевич та пĕчĕкренех выльăх-чĕрлĕх пăхса ÿснĕ.

Малашне те Грачевсене выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре ăнăçу сунатпăр.

Э.Михайлова.

Обсуждение закрыто

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика