poliРайонти шалти ĕçсен пайĕнче 2018 çулхи пĕрремĕш кварталти ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе оперативлă канашлу иртнĕ. Канашлăва ЧР ШĔМĕн полици начальникĕн заместителĕ А.Макаров, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, Вăрмар район прокурорĕ Е.Краснов, Тăвай район прокурорĕ О.Ястребова тата ыттисем те хутшăннă.

Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрмар тата Тăвай районĕсене пĕрлештерсе тăракан "Урмарский" уйрăмра штатра 88 çын. Пĕтĕмĕшле пĕрремĕш кварталта преступленисен шучĕ 49-тан 54 таранччен ÿснĕ. Регистрациленĕ 54 преступленирен 42-не тупса палăртнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан кăтартусем самай лайăхланнă, çавна май районти шалти ĕçсен пайĕ преступленисене уçса палăртассипе республикăра 4-мĕш вырăнта. Кăçалхи виçĕ уйăхра дежурнăй чаçсенче икĕ районпа преступленисемпе право йĕркине пăсни çинчен калакан 1068 пĕлтерÿ регистрациленĕ. Вĕсенчен 54-шĕпе уголовлă ĕçсем пуçарнă. Пĕлтĕр çак вăхăтра 1177 пĕлтерĕве шута илнĕ пулнă.

Оперативлă лару-тăрăва хаклас пулсассăн çынсен сывлăхĕшĕн вăтам йывăрăш сиен кÿнĕ преступленисен шучĕ 1-рен 4 таранччен ÿснĕ, çынна мăшкăллани пĕлтĕр пулман пулсан, кăçал вара 1 тĕслĕх регистрациленĕ, улталанисен шучĕ 5-рен 6 таранччен хăпарнă. Çак вăхăтрах вĕлернисем, хваттерсенчен вăрланисем, суя укçа туса кăларса вĕсемпе усă курнă тĕслĕхсем, терроризмпа экстремистла преступленисем, автомашинăсем вăрласси, вăрă-хурахла ĕçсем, çаратасси пулман.

Уйрăмах йывăр преступленисем пĕрре те пулман. Экономика енĕпе çыхăннă 4, коррупци сĕмĕллĕ 2 преступление шута илнĕ. Çул-йĕр çинче пулса иртекен инкексен шучĕ 8-тан 6 таранччен чакнă, аварисенче пĕр çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

Пĕтĕмĕшле регистрациленĕ преступленисен 85,7 проценчĕ обществăлла вырăнсенче тунă преступленисем. Саккун йĕркине пăсса хĕç-пăшалпа, наркотикпе усă курнине тупса палăртман.

Преступленисен ытларах пайне яланхиллех эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ, ниçта та ĕçлемен çынсемех пурнăçлаççĕ. Эрех ĕçнĕ çынсем пĕлтĕрхи çак вăхăтра 17 преступлени тунă пулсан, кăçал - 32. Ĕç вырăнĕсĕр граждансем кăçал 23 преступлени тунă, пĕлтĕр - 15.

Пĕтĕмĕшле "Урмарский" уйрăмăн 2018 çулхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсем лайăх, республикăри ытти уйрăмсем хушшинче 8-мĕш вырăнта.

Раççей шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмра ĕçлекен участковăйсем çителĕксĕр. ЧР Шалти ĕçсен министерствин полици начальникĕн заместителĕ А.Макаров республикăра та çак ыйту çивĕч пулнине, пĕтĕмĕшле 200 яхăн участковăй çитменнине палăртрĕ, кадрсен ыйтăвне тивĕçтермеллине каларĕ.

Çавăн пекех Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев шалти ĕçсен пайĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлени çинчен каларĕ, пур шайри мероприятисене йĕркепе тивĕçтернĕшĕн тав турĕ.

И.Константинов, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмăн начальникĕ.

Обсуждение закрыто

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика