IMG9052

Иртнĕ кунсенче райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, "Раççей ялхуçалăх центрĕ" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ Н.Шанина тата кунти тĕп агроном Л.Иванова хуçалăхсенче çуракине хатĕрленесси мĕнле пынипе кăсăкланса "Иванов В.А." тата "Краснов Н.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене çитсе курчĕç.

Малтанах вĕсем Владимир Анатольевич Иванов хуçалăхне /ÿкерчĕк çинче/ çитрĕç. Картиш тулли ĕне-выльăх. Вĕсене çанталăк çил-тăманлă пулнине пăхмасăрах уçă сывлăша кăларнă. Тутă выльăхсем мăшлатса кăна тăраççĕ. Унтан халь тин хута кайнă витесене кĕрсе куртăмăр. Пĕринче пĕчĕк пăрусем сăпкари ачасем пекех çывăраççĕ. Айсарăмĕ типĕ, умĕнчи ятарласа лартнă савăт çинче апачĕ туллиех, тепринче пушмак пăрусемпе вăкăрсем вырăн тупнă, виççĕмĕшне хальлĕхе выльăхсене яман-ха. Витесен алăкĕсене уçсанах ăшă, çутă, таса. "Фермер пулма çăмăл мар. Унта вăй хурас тесен анлă тавракурăмлă, çаврăнăçуллă, нимĕнле ĕçрен те хăраман çын кирлĕ. Чылай чухне вĕсен хăйсенех агроном, зоотехник, комбайнер, механик, хуралçă тата ытти ĕçсене те пурнăçлама тивет", - тет райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев хресчен /фермер/ хуçалăх витисене курса çÿренĕ май. В.Иванов хуçалăхĕнче ялхуçалăх техникисене хĕрсех çуракине хатĕрлеççĕ, юсав ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех. Вăрлăхлăх пĕрчĕллĕ культурăсене те алласа кондицие çитернĕ. Вĕсем паян тесен паян çур акине тухма хатĕр. Малалла çул Кĕтеснер ялĕнчи "Краснов Н.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхне пулчĕ. Ку хуçалăхра та хĕрсех çуракине хатĕрленеççĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ Н.Краснов тин çеç минераллă удобренисем турттарса килни, элита çĕрулми вăрлăхне илсе килме калаçса татăлни пирки каларĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене кондицие çитерессишĕн тăрăшни çинчен те пулчĕ калаçу. Умра яваплă тапхăр - çураки пулнăран та пулĕ рейд бригадинчисене тĕрлĕрен ыйтусем пачĕç, канашсем ыйтрĕç.

А.НИКОЛАЕВА.

Обсуждение закрыто

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика