×

Предупреждение

JFolder: :files: Путь ведет не к каталогу: [ROOT]/images/albums/9may3.
×

Внимание

There was a problem rendering your image gallery. Please make sure that the folder you are using in the Simple Image Gallery Pro plugin tags exists and contains valid image files. The plugin could not locate the folder: images/albums/9may3

IMG 9609

Шăпах 10 сехетре Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнче Аслă Çĕнтерÿ 73 çул тултарнине халалласа митинг иртрĕ. Митинга Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Павлов уçрĕ, уяв ячĕпе саламларĕ. Ун хыççăн Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх гимнĕсем янăрарĕç. Диктор малалла Вăрмар район пуçлăхне М.Пуклакова сăмах пачĕ. Михаил Анатольевич митинга пухăннисене вăрçă историйĕпе çыхăннă цифрăсемпе пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăрçа Совет Союзĕн 27 миллиона яхăн çынни хутшăннă, çав шутра Вăрмар районĕнчен 6 пин ытла салтак фронта кайнă, вĕсенчен 4 пин ытла çын каялла таврăнайман. Нумайăшĕ вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă е хыпарсăр çухалнă. Паянхи куна Вăрмар районĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем 10 кăна юлнă, вĕсенчен иккĕшĕ - Спиридон Алексеевич Алексеев, Петр Степанович Степанов майăн 9-мĕшĕнче митинга хутшăнчĕç. Михаил Анатольевич мирлĕ пурнăç парнеленĕ вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕсене тав турĕ, пăшалтан пенине малашне тирсемпе вĕрентÿсенче кăна илтмелле пултăрччĕ терĕ.

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев кашни çулах майăн 9-мĕшĕнчи Çĕнтерÿ кунĕ чĕресене ырă туйăмсемпе тултарни çинчен, çамрăксене халăхăн вăрçăри паттăрлăхне яланах асра тытмалли пирки, çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунисем ĕмĕрех мухтавлă пулнине каларĕ. Андрей Васильевич ветерансене уйрăмах пысăк тав сăмахĕ каларĕ, Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ.

Çавăн пекех уяв ячĕпе ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин саламларĕç. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕн Ф.Ларионовăн кĕçĕн мăнукĕ Тимур Батраков та Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе сăвă каласа пачĕ.

Митинга пухăннисем вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса шăплăх минучĕ ирттерчĕç. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, район ертÿлĕхĕ, предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсем Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне чечексем, чечек кăшăлĕсем хучĕç. Митинга хутшăннă ветерансене те чечексем пачĕç. Митинг хыççăн пурте пĕрле Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне тăрса сăн ÿкерĕнчĕç.

{gallery}albums/9may3{/gallery}

Э.Михайлова.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика