Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри "Астăвăм вахти" акцин чăваш регион тапхăрĕ ĕçлеме пуçланă. Акцие пуçарса йĕркелекенсем - Чăваш наци музейĕ тата "Раççейри шырав юхăмĕ" общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ. Республикăра пурăнакансем Чăваш Енри шырав отрячĕсен ĕçĕ-хĕлне çутатакан куравпа паллашнă. Выставкăра Чăваш Енри шырав юхăмĕн 80-90-мĕш çулсенчен пуçласа паянхи кунчченхи аталанăвне халалланă материал пысăк вырăн йышăнать. Унтан акцие хутшăнакансем 1941 çулхи ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсем Шупашкар çине бомба пăрахнă вăхăтра вилнĕ хĕрачан вил тăприйĕ çине чечексем хунă. Çитес вăхăтра шырав отрячĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче çапăçусем пулнă вырăнсене кайма хатĕрленеççĕ.