informdАпрелĕн 19-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта çураки ĕçĕсем епле пынипе, экологи субботникĕсем ирттерессипе, халăх пурăнакан вырăнсене, çул-йĕр хĕрринчи, ял хушшинчи çулсен, масарсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе, Аслă Отечественнăй вăрçăн Çĕнтерĕвне 73 çул çитнине халалланă мероприятисене хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.

Информаци кунне ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ А.Юсупова, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин "Фармация" патшалăхăн унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ О.Казарина, Федераллă службăн патшалăх статистикин Чăваш Республикинчи территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, райадминистрацин пай начальникĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтан яваплă çынсем торжествăлла лару-тăрура амăшĕн капиталне илмелли сертификатсене пачĕç. Хальхинче çак документсене С.Павловская /Пысăк Енккасси/ тата К.Кузьмина /Пинер/ илчĕç.

Унтан информушкăн членĕсем тĕн юррисен "Мăнкун савăнăçĕ" фестивальне хутшăнчĕç. Вĕсемпе пĕрле пухăннисем умĕнче саламлă сăмахпа "Тихвински" Турамăш Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Л.Ермолаев протоиерей та тухса калаçрĕ. Ачасен пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе паллаштарчĕç. Вĕсене дипломсемпе чысларĕç, пылак парнесемпе савăнтарчĕç.

Малалла ĕç ял тăрăхĕсенче тăсăлчĕ. ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ А.Юсупова тата райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев Кĕтеснер ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Тĕп ыйтусене пăхса тухнă май Андрей Васильевич çурхи ака-сухана хатĕрленес ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, кăçал районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем 24,2 пин гектар çинче акса-туса илес тĕллевлĕ. Вăрлăхлăх çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çителĕклĕ хатĕрленĕ. Çынсем пурăнакан вырăнсене, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене халалланă палăксене, масарсене тасатса тирпейлессине те пысăк тимлĕх уйăрнă.

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов Аслă Чак ял тăрăхне çитсе курчĕ. Ял тăрăхĕн шутне Аслă Чак, Атнаш, Кĕçĕн Чак, Пĕчĕк Енккасси, Çĕнĕ Мăнтăр ялĕсем кĕреççĕ. Кунта Администраци кунне ирттерме палăртнă май ятарлă ĕçлĕ ушкăн та хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçларĕ. Унăн членĕсем ял тăрăхĕн администрацийĕн, культура çурчĕпе библиотекăн ĕçĕ-хĕлĕпе, Аслă Чакри хăш-пĕр çемьесен пурнăçĕпе паллашрĕç. Николай Анатольевич ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективĕпе тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе яврĕ. Районти çураки умĕнхи ĕçсем пирки каласа пачĕ, ял тăрăхĕнче тирпей-илем кĕртмеллине, Аслă Çĕнтерÿ уявне тивĕçлĕ шайра ирттерсе ямаллине асăрхаттарчĕ.

Пухăннисене ял тăрăхĕнче çул юсассипе çыхăннă ыйтусем пăшăрхантарчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Мельников Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнчи Школьная урамне кăçал юсаса пĕтерме, вак чул сарма планланине пĕлтерчĕ, ун хыççăн Пĕчĕк Енккассинчи Ракета урамĕнчи çул проблемине татса пама шантарчĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, Пĕрлехи информаци кунĕ ăнăçлă иртрĕ.

Н.ШИШКИНА, И.ДАНИЛОВА.

Обсуждение закрыто

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика