IMG 9877Эх, Акатуй, Акатуй! Савăн, Вăрмар халăхĕ, юрла, ташла! Хĕрÿ çуракинче тар тăкса ĕçленĕ хыççăн канма та аван. Çанталăкĕ те мĕнлерех лайăх, çынсен кăмăл-туйăмĕ те çĕкленÿллĕ!

Вăрмарсем паян ĕçлĕ халăха пĕр чăмăра пухакан Акатуй уявне паллă тăваççĕ. Ир-ирех хаваслă шав кĕрлет, илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрать Вăрмар поселокĕ çийĕн. Тĕп стадионта суту-илÿ ярмăрккине, «Ăстасен хули» ÿнер тата ал ĕç ăстисен куравне йĕркеленĕ, вăйăсен аттракционĕ ĕçлет. Спорт вăййисем илĕртеççĕ, çынсем шашкăлла, шахматла, волейболла выляççĕ, хăйсен пултарулăхне тĕрĕслесе тупăшаççĕ. Тĕп площадьре «Уçă сасăллă» ачалăх ача-пăча коллективĕсен концерчĕ иртрĕ.

Мероприятин тĕп пайĕ ЧР та РФ патшалăх наградисене тивĕçнĕ тава тивĕçлĕ ĕçченсем, Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕсем, хула тата ял тăрăхĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем утнинчен пуçланчĕ. Унтан «Вăйă карти» хореографи композицийĕ, ачасен флеш-мобĕ пулчĕ.

Акă сцена çине яваплă çынсем хăпарчĕç: ЧР культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев, ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин тата ыттисем те. Хăйсен саламлă сăмахĕнче вĕсем Вăрмарсене мĕнпур ырлăха сунчĕç. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев çĕр ĕçченĕсене çуракине ăнăçлă вĕçленĕшĕн тав турĕ, тухăçĕ пысăк пуласса шаннине палăртрĕ.

ЧР культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев ырă хыпар çитерчĕ: «Вăрмар районĕнчи ача-пăча искусство шкулне юсав ĕçĕсем тума, музыка инструменчĕсем туянма кăçал 12 миллион тенкĕ уйăрнă, библиотекăсене, архивсене 20 çĕнĕ компьютер параççĕ, çавăн пекех сирĕн районта 5 миллион тенкĕлĕх кинозал пулĕ», — савăнтарчĕ вăл халăха.

ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов пухăннисене сывлăхлă пулма, паянхи уяв кунĕнче кăна мар, яланах савăнăçлă кăмăл-туйăмпа пурăнма сунчĕ.

Кăçал РФ тата ЧР патшалăх ялавĕсене «Агроресурсы» тулли мар яваплă обществăн хăмлаçи К.Александрова тата «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕ Н.Матвеев çĕклерĕç, çавăн пекех Николай Геннадьевич «Ака чемпионĕ» ята та тивĕçрĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе ял хуçалăх, культура, физкультурăпа спорт тата ытти сферăсенче палăрнă ĕçченсене ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсемпе, ЧР Культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин, ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе тата ытти хисеплĕ наградăсемпе чысларĕç, тĕрлĕ сертификатсем пачĕç.

Унтан савăнăçлă уяв концерчĕ пуçланчĕ. Спорт мероприятийĕсем малалла тăсăлчĕç.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии