yaЭнтриялĕнчи территори пайĕ пилĕк яла пĕрлештерсе тăрать: Энтрияль, Уйкас, Пăртас, Шутнерпуç, Шăплат. Пĕтĕмĕшле территори пайĕнче 597 хуçалăх шутланса тăрать, вĕсенчен 300-шĕнче ял çыннисем пурăнаççĕ, ыттисем дачниксем. Пĕтĕмпе пилĕк ялта 686 çын пурăнать. Хуçалăхсенче пĕтĕмĕшле 235 пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ, çак шутра чи нумаййи — Шăплатра /195 пуç\.

Энтриялĕнчи территори пай­не 2020 çулхи октябрь уйă­хĕнчен Игорь Александрович Яковлев ертсе пырать. Ку должноçре ăна малтанхи çулсенче пухнă ĕç опычĕ пулăшса пырать. 2010-2015 çулсенче те вăл Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса вăй хунă. Çавăн пекех Вăрмар район администрацийĕнче строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналă хуçалăх пайĕнче тĕп специалист-экспертра ĕçленĕ. Хăйне шанса панă ялсенче пурнăçланă кашни ĕçе хăш прог­раммăпа хăш вăхăтра тунине, миçе тенкĕлĕх миçе километр çул юсанине йăлтах асра тытать Игорь Александрович. Ку ахальтен мар ĕнтĕ, мĕншĕн тесен кирек епле объекта пурнăçланă чухне те кашни ĕçĕ чун-чĕри витĕрех тухать темелле.

BisСоциаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене илес пулсан Энтриялĕнчи территори пайĕнче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвне кÿрес тытăмĕн аталанăвĕн программи шайĕнче икĕ çĕнĕ йышши фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет: пĕри, 2019 çулта уçăлнăскер, Энтриялĕнче, тепри, 2021 çул вĕçĕнче хута кайнăскер, Шăплатра. Çавăн пекех икĕ клуб, икĕ библиотека /Энтрияльпе Шăплатра\, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулăн структурăллă подразделенийĕ.

Шел пулин те, Энтриялĕнчи территори пайĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕсем çук. Апла пулин те Куславкка округĕ çинче тăракан «Каспий—Агро» тулли мар яваплă общество кунти çĕрсене арендăна та илнĕ, туяннă та.

bulatЭнтрияльсен пурнăç пахалăхĕн условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе кашни çулах пĕл­терĕшлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. 2021 çулта Уйкасра, 2023 çулта Энтриялĕнче «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферин модернизацийĕпе аталанăвĕ» программăпа çĕнĕ шыв башнисем туса лартнă. Çавăн пекех Уйкасра пуçарулăх бюджечĕн программипе 1 миллион та 343 пин тенкĕлĕх 1 километр тăршшĕ шыв трассине юсанă.

utner«Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» наци проекчĕпе усă курса чылай ĕç пурнăçланă. 2021 çулта Шăплатра Константин Иванов ячĕпе хисепленекен урамра 350 метр тăршшĕ çула юсанă, çавăн пекех çак программăпах усă курса 2022 çулта Энтриялĕнче Шолохов тата Бауман урамĕсенчи 600 метр тăршшĕ çула, кăçал Шутнерпуçĕнче Энгельс урамĕнчи 410 метр тăршшĕ çула юсанă пулнă.

«Вырăнти бюджет укçипе усă курса пĕлтĕр Энтриялĕнчи 430 метр тăршшĕ масар картине юсаса çĕнетрĕмĕр. Масар – сăваплă вырăн. Кăçал Энтрияль ял халăхĕпе пĕр чĕлхеллĕ пулса масар çинче субботник ирттертĕмĕр. Çынсем питĕ активлă пулчĕç. Çавăн пекех кăçалах Энтрияль çыннисем — пиччĕшĕпе шăллĕ Александр Леонидовичпа Сергей Леонидович Николаевсем хăйсен укçи-тенкипе масар çинче пĕчĕк пÿрт лартса хучĕç, ырă ĕç турĕç», - каласа парать Игорь Александрович.subb

Пуçарулăх бюджечĕпе анлă усă кураççĕ Энтрияльсем. Кăçал Уйкас ялĕнчен масар çине каякан 1 километр та 400 метр тăршшĕ çула юсанă, Шăплатра 210 метр çула асфальт сарнă. Шăплатра пуçарулăх бюджечĕпе кĕпер юсамалла. Кăçал тата тепĕр 3 проект документацийĕсене ЧР Ял хуçалăх министерствине конкурса тăратнă. Пĕрремĕш проекчĕ Шутнерпуçĕнче шыв пăрăхĕсен сетьне юсассипе, иккĕмĕшĕ Уйкас ялĕнчи масар çине каякан çула асфальт тĕпренчĕкĕ сарассипе, виççĕмĕшĕ Шăплатра ача-пăча площадки туса хурассипе çыхăннă.

Виççĕмĕш проекчĕ конкурс витĕр тухнă, ача-пăча площадкине кăçалах тумалла пулĕ, тепĕр икĕ проекчĕ çитес çула куçĕç.

uЮлия Ефимовна ПАВЛОВА, 

Уйкас ялĕн активисчĕ:

— Уйкас ял пуçламăшĕнче, масар çине каякан çул патĕнчех пурăннăран чылайранпах çакăнти çула йĕркене кĕртесси пăшăрхантаратчĕ. Çанталăк япăх чухне чылай яла пĕрлештерсе тăракан масар çине каякан машинăсем малалла каяймасăр каплана-каплана ларатчĕç. Вĕсем пĕрре тертленеççĕ те манса каяççĕ, эпир вара çак картинăна тăтăшах куратпăр, чунсене час-часах ыраттаратпăр темелле. Энтриялĕнчи территори пайĕн пуçлăхĕпе Игорь Александровичпа, Пысăк Енккасси, Карăкçырми, Уйкас, Вăрманкас çыннисемпе калаçса пуçарулăх бюджечĕпе çула юсама май килчĕ. Мана атте-анне пĕчĕк чухне ачашласа Лиля тесе чĕннĕ, çавăнпа халăхра та çак ятпа ас туса юлнă. Халĕ çывăхри ялсенче пурăнакансем Уйкас ялĕн­чен масар çине каякан çула «Лиля çулĕ» теççĕ хăйсем хушшинче. Çула юсанă хыççăн савăнатпăр кăна. Ялта, паллах, ыйту нумай. Пуçарулăх ушкăнне йĕркелесе çак ыйтусене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн татса парассипе ĕçлетпĕр. Малтанах шыв башни тунă, шыв трассине юсанă. Сăмахран, Уйкасра 52 кил шутланать. Ялшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланă хыççăн хавхалану çуралать, татах та малалла талпăнас килет.

Галина Васильевна ЕФРЕМОВА,

Энтриялĕнчи библиотекарь, культура мероприятийĕсене ертсе пыраканĕ:

– Ялти библиотекăна пĕтĕмĕшле 525 çын çÿрет, çав шутра дачниксем, ачасем. Кашни эрнерех ачасемпе воспитани, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен усăллă мероприятисем ирттеретпĕр, ачасен пĕлĕвне, тавракурăмне ÿстерессишĕн тăрăшатпăр. Библиотекăна çĕнĕ кĕнекесем килсех тăраççĕ, вулакансене илĕртеççĕ. Ялти культура çурчĕпе тачă çыхăнура хутшăнса ĕçлетпĕр. Концерт, тĕрлĕ уяв йĕркелетпĕр. Туслă пурăнатпăр.

Кăларăма Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.

#нацпроекты #регпроекты

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика