d

b«Ялта халăх тачă çыхăнура пурăнать, хулари пек мар. Мĕн ĕçлемеллине те пĕрле ĕçлет, çивĕч ыйтусене те пĕр­шухăшлăн татса парассишĕн тăрăшать, тăван яла аталантарассине мала хурать, пĕр-пĕр­не пулăшма яланах хатĕр, — тет Аслă Чакри территори па­йĕн начальникĕ Сергей Вениаминович Мельников. — Çивĕч ыйтусем тенĕрен, яллă вырăнсенче вĕсен хушшинче чи малтанах шыв, çул, çутă ыйтăвĕсем пулнине палăртмалла. Патшалăх программисемпе усă курса, халăхпа пĕрле кар тăрса эпир вĕсене татса парассишĕн, хамăр пурăнакан вырăна хăтлăрах тăвассишĕн тăрăшатпăр».

rodnikСергей Вениаминовичăн руководитель опычĕ пысăк. 2015-2020 çулсенче вăл Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче вăй хунă, кăçалхи март уйăхĕнчен пуçласа Аслă Чакри территори пайĕн начальникĕ пулса ĕçлет. Хăйне шанса панă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

rАслă Чакри территори пайне пилĕк ял кĕрет: Аслă Чак, Кĕçĕн Чак, Атнаш, Пĕчĕк Енккасси, Çĕнĕ Мăнтăр. Вĕсенче 771 çын пурăнать, 503 хуçалăх шутланса тăрать. Кашни ялĕнчех çынсене пурăнма хăтлă условисемпе тивĕçтерес тесен нимĕнле саманта та куçран вĕçертмелле мар.

Сăмахран, Аслă Чак ялĕн­че çак кунсенче Радуга, Односторонка урамĕсенче пурăнакансене, çавăн пекех Ленин урамĕнчи 2 хутлă, 18 хваттерлĕ çуртра пурăнакансене тата ялти фельдшерпа акушер пунктне шывпа тивĕçтерес тĕл­­лев­пе 1970-мĕш çулсенчи юрăхсăра тухнă кивĕ башня вырăнне çĕннине лартнă. Унсăр пуçне хальхи йышши çĕнĕ шыв пăрăхĕсем хывса хăварнă. Чылайранпа шывсăр тертленнĕ çынсем çакăншăн питĕ кăмăллă пулнине палăртаççĕ. Ку ĕçре пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курнă, çавăн пекех Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕ пулăшнă. Çак ялти Ленин урамĕнче те пĕлтĕр çĕнĕ шыв башни лартнă.

Кĕçĕн Чак ялĕнче те шыв ыйтăвне татса парассишĕн ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса кăçал çĕнĕ тараса чавнă. Çавăн пекех Кĕçĕн Чак тата Çĕнĕ Мăнтăр ялĕсенче çитес çул çĕнĕ шыв башнисем лартасшăн. Пĕчĕк Енккассинче пурăнакансене те артезиан шывĕпе усă курма майсемпе тивĕçтернĕ, унсăр пуçне килсерен тенĕ пек кашнин хă­йĕн тараса пур. Атнашсем те тараса шывĕпе усă кураççĕ. Патшалăх пулăшăвне тĕпе хурса çитес çулсенче Атнашра шыв башни лартса, шыв пăрăхĕсем хывса кашни киле таса шыв­па тивĕçтерессишĕн ĕçлеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вара, Аслă Чак­ри территори пайĕнчи кашни ялтах урамсенче шыв колонкисем пур.

Çутăпа тивĕçтересси пирки калас пулсан, çак кунсенче Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнчи Николаев, Пушкин урамĕсенче çутă хунарĕсене улăштарнă. Кĕçĕн Чак ялĕнчи Знамя урамĕнче те нумай пулмасть кăна-ха çутă ыйтăвне татса панă — халĕ кунта каçсерен çутă хунарĕсем çутатаççĕ.

«Ял территорийĕсен комп­лекслă аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче çулсене юсас ĕç пурнăçланать. Кăçал Çĕнĕ Мăнтăрти Пушкин, Мичурин урамĕсенче вак чул сарнă. Çак ялтах, пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса, Новая ятлă урамра вак чул сарма тытăнасшăн.

«Çĕнĕ Мăнтăр ялĕ çултан-çул капăрланса пырать, çулсерен икĕ хутлă çĕнĕ çуртсем хăпараççĕ. 2022 çулта пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче хальхи йышши модульлĕ клуб уçăлчĕ. Ялта çамрăк çемьесем пурăнаççĕ, ачасем çуралаççĕ. Ку вăл ял малалла аталанса пынине çирĕплетет. Планра — çитес вăхăтсенче Çĕнĕ Мăнтăрта ача-пăча тата спорт площадкисем тăвасси. Çак ялта пурăнакан Людмилăпа Николай Раймовсене палăртса хăварас килет. Вĕсем тăван ял аталанăвĕшĕн питĕ тăрăшаççĕ. Урамсене, масара çÿп-çапран тасатмалла-и, урăх ĕç тумалла-и — Раймовсем ялан активлă, спонсор пулса пулăшу та кÿреççĕ. Константиновсен çемйи питĕ ĕçчен. Çак кунсенче çак çемьери ашшĕ, ывăлĕ тата мăнукĕ — Владимир, Андрей тата Артем Константиновсем — ял варринчи кивĕ çăла юсассипе ĕçлеççĕ, бетон ункăсем, валаксем хураççĕ, — тет Сергей Вениаминович. — Атнашра та тăрăшуллă çынсем пурăнаççĕ. Сăмахран, Зоя Селиванова хăйсен килĕ умĕнче тем тĕрлĕ илемлĕ чечексем лартса «Чечекленекен Вăрмар» конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Вăл обществăлла ĕçсенчен те айк­кинче юлмасть, кашнинчех Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕ салтаксене халалланă палăка сăрлама, территорине тасатма хутшăнать».

Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама ялсенчи старостăсем питĕ пулăшаççĕ. Владимир Иванов, Людмила Димитриева, Василий Павлов, Инга Чермакова, Светлана Алексеева, Юрий Исаев хăйсем те питĕ активлă, халăха та тĕрлĕ ĕçсене /урамсене, масарсене çÿп-çап­ран тасатма, çумкурăка çулма тата ытти те\ явăçтараççĕ.

Аслă Чакри территори па­йĕнчи çĕрсем çинче ĕçлекен фермерсем Владимир Иванов, Анатолий Михайлов, Вячеслав тата Олег Александровсем кунти ĕçсене хутшăнмасăр юлмаççĕ, кирлĕ чухне укçан та, техникăпа та пулăшу кÿреççĕ.

Зоя Григорьевăн, Леонид, Александр, Алексей Николаев­сен, Алексей Ивановăн, Алексей Владимировăн, Юрий Ивановăн, Николай Ивановăн, Алексей Сергеевăн, Мария Михайловăн, Наталья Владимировăн, Иван Артемье­вăн, Олег Крыловăн, Олег Александ­ровăн, Эльвира Ухинăн ячĕсене тата ыттисене те ырăпа палăртать Сергей Ве­ниа­минович.

prodavЭльвира Николаева, Аслă Чакри райпо лавккин заведующийĕ, ялти активист:

— Эпĕ Аслă Чакра 34 çула яхăн пурăнатăп, райпо лавк­кинче те çавăн чухлех ĕçлетĕп. Ĕç тивĕçне пурнăçласа хамăр ял тăрăхĕнчи Пĕчĕк Енккассипе Атнаш ялĕсене, районти ытти пĕчĕк ялсене те тавар сутма çÿретĕп. Халăхпа хутшăнма тÿр килнĕ май пирĕн тăрăхра ял атанăвĕшĕн тăрăшакан çынсем пурăннине çирĕплетсех калама пултаратăп. Акă, кăçал активлă çынсемпе пĕр тĕллевлĕ пулса лавкка çумĕнчи çăла тата территорине тасатса тухрăмăр.

Наталия Владимирова, Аслă Чакра пурăнакан:

— Эпĕ 40 çул ялти ФАПра фельдшерта ĕçленĕ. Аслă Чак ял тăрăхне ертсе пыракансен тăрăшулăхне палăртас килет. Шыв башни, шыв пăрăхĕсем кивелнине пула эпĕ пурăнакан нумай хваттерлĕ çуртра чылайранпа шыв пулман. Ĕçмелли шыв илме, япала чÿхеме çăла çÿреме тиветчĕ. Халĕ вара çĕнĕ шыв башни лартса пачĕç, шыв пăрăхĕсене улăштарчĕç. Чăннипех те хăтлăхра пурăнатпăр. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçланă мĕнпур çынна пирĕн çуртра пурăнакансен ячĕпе тав тăватăп.

Кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

#нацпроекты #регпроекты

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика