smirnovПысăк Енккассинчи территори пайĕ тăватă яла пĕрлештерсе тăрать: Пысăк Енккасси, Карăкçырми, Урнар, Саруй. Пĕтĕмпе 858 хуçалăх, çак шутра 610 хуçалăхра тĕпленсе пурăнакансем, 248-шĕ — дачниксем. Тĕплĕнрех илсен, Пысăк Енккассинче 226 хуçалăх, çав шутра 182 килте яланлăхах пурăнакансем, Карăкçырмара 184 хуçалăх, çав шутра 124 килте яланлăхах пурăнакансем, Урнарта 197 хуçалăх, вĕсенчен 139 килте яланлăхах пурăнакансем, Саруйĕнче 251 кил, çав шутра 165 килте яланлăхах пурăнакансем. Пĕтĕмĕшле 4 ялта 1330 çынна яхăн пурăнать: Пысăк Енккассинче 360 çын, Карăкçырмара — 284, Урнарта — 227, Саруйĕнче — 459 çын пурăнать. Пысăк Енккассинчи территори пайне кăçалхи февралĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа çак ялтах çуралса ÿснĕ Анатолий Николаевич Смирнов ертсе пырать.

kolПатшалăх программисемпе усă курса паянхи кун тĕрлĕ ĕç тума май пур. Вăхăтра кирлĕ документсем хатĕрлесен, вырăнти халăхпа пĕр чĕлхе тупсан, тăрăшулăх кăтартсан çимĕçĕ пулатех. Ял çыннисене пуринчен ытла таса шыв, яка автоçул, медицина пулăшă­вĕ, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем ка­нăç­сăрлантараççĕ. Вырăнти хăй­тытмăлăх органĕсем шăпах та ял çыннисен пурнăç условийĕсене тивĕçлĕ шайра туса парассишĕн тăрăшаканĕсем. Пĕлтĕр, кăçал Пысăк Енккасси территори пайĕнче чылай ĕç пурнăçланă. 2022 çулта «Хăрушсăрлăхлă тата пахалăхлă çулсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Карăкçырми ялĕнчи Калинин урамĕнче 598 пин тенкĕлĕх çула юсанă пулнă. Карăкçырми, Урнар, Саруй ялĕсенчи урамсенчи çулсене 1228 пин тенкĕлĕх юсанă пулнă. Урнар ялĕнче пуçарулăх бюджечĕпе туса лартнă çĕнĕ купель уçăлчĕ кăçал. Çак ĕçре Александр Карлович Купринпа Николай Герасимович Степанов пысăк пуçарулăх кăтарт­нă. Çавăн пекех кăçал апрель уйă­хĕнче Саруй, Карăкçырми, Урнар ялĕсенчи автоçулсене юсама 1599478 тенкĕлĕх муниципаллă контракт алă пуснă. Контрактпа килĕшÿллĕн юсава кăçалах çывăх вăхăтра Канаш округĕнчи «Макаров А.Н.» ХФХ пурнăçламалла. Вак чулне тиесе килсе хунă. Килĕшÿре палăртнă тăрăх Саруйĕнчи Советская урамри 15 номерлĕ çуртран пуçласа 22 номерлĕ çурт таран 220 метр тăршшĕ çула юсамалла. Çавăн пекех Карăкçырми ялĕнчи Комаров урамĕнчи 46-50 номерлĕ çурт­сем хушшинчи çула, Советская урамри 7-10 номерлĕ çуртсем хушшинчи 210 метр тăршшĕ участоксене юсамалла. Çак контрактпах килĕшÿллĕн Урнарти Заречная урамри 4-9 номерлĕ çуртсем хушшинчи 220 метр тăршшĕ çула та юсав кĕтет.

dorПысăк Енккассинчи территори пайĕнче кăçал пуçарулăх бюджечĕн программипе 4 объект тума палăртнă. Хальхи вăхăт тĕлне 2 проектне пурнăçласа ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Пĕрремĕш ĕçĕ Урнар ялĕнчи Заречная урамри 450 метр тăрш­шĕ çула вак чул сарасси пулнă. Пĕтĕмĕшле проект хакĕ 559 пин тенкĕлĕх пулнă. Урнар ялĕн­че çуралса ÿснĕ паллă çын, çав вăхăтрах Урнарпа Саруй территорийĕсем хушшинчи обществăлла вырăнти хăйтытăмлăхăн председателĕ Владислав Тихонович Анишин халăхран пуçтармалли укçа-тенкĕ пайне — 111 пин те 803 тенкине хăй кĕсйинчен тÿленĕ. Тăван ял шăпишĕн чун-чĕререн тăрăшакан Владислав Тихонович пуçарулăх бюджечĕпе çыхăннă тепĕр икĕ проектне те хăйĕн укçи-тенкине хывнă. Урнар ялĕнчи Мир урамĕн­чен пуçласа малтан сĕт-çу ферми пулнă территорие çити каякан çула юсамалли пĕтĕмĕш­ле проект хакĕ 674 пин те 866 тенкĕпе танлашнă. Çак суммăран 134 пин те 973 тенкине те Владислав Тихонович хăй тÿленĕ. Проектпа килĕшÿллĕн 350 метр тăршшĕ вак чул сарнă.

Çавăн пекех Урнар ялĕнче кĕпер урлă каçмалли çула юсама палăртнă. Проект хакĕ 369 пин те 273 тенкĕпе танлашнă. Ку ĕçре те Владислав Тихонович Анишин пуçарулăх кăтарт­нă, укçа-тенкĕне халăхран пухас вырăнне 73 пин те 855 тенкине хăйĕнне хушнă. Укçи-тенки хатĕр, ĕçне пурнăçласа ĕлкĕреймен-ха.

Пуçарулăх бюджечĕпе çы­хăннă тăваттăмĕш объекчĕ Урнарпа Саруй ялĕсенче обществăлла çĕнĕ тарасасем туса хурасси. Саруй ялĕнчи Молодежная урамра çĕнĕ тараса тунă ĕнтĕ, çĕр айне 11 бетон ункă вырнаçтарнă. Урнарта Мир урамĕнче тумалли юлать. Пĕтĕмĕшле проект хакĕ икĕ ялпа 110 пин тенкĕлĕх. Ял халăхĕ 22 пин тенкĕ пухса панă.

remКăçал Пысăк Енккассинчи тата Энтриялĕнчи территори пайĕсем пуçарулăх бюджечĕн программипе темиçе яла пĕрлештерсе тăракан масар çине каякан çула юсамалли пĕрлехи проекта пурнăçланă. Пĕтĕмĕшле проект хакĕ 4 миллион та 055 пин тенкĕлĕх пулнă. Халăхран вара 811 пин тенкĕ яхăн пухмалла пулнă, Пысăк Енккасси территори пайне кĕрекен Пысăк Енккасси, Карăк­çырми ялĕсенче пурăнакансем кашни хуçалăхран 2100-шер тенкĕ панă çак çула тума. Халăх тăрăшнипе Уйкас ялĕнчен масар çине каякан 1400 метр тăршшĕ çула вак чул сарнă.

Çавăн пекех кăçал Саруй ялĕнче «Сывлăх сыхлавĕ» на­ци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ ФАП тумалли ĕçсене пуçăннă. Яла пырса кĕнĕ çĕрте малтанхи фельдшерпа акушер пункчĕпе юнашарах вырнаçĕ вăл. Çывăх вăхăтра пулас ФАП­ăн никĕсне ямалла пулĕ. «Малашне те Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем пуçарулăх программисене активлă хутшăнасса шанатăп», — тет Анатолий Николаевич Смирнов ял халăхне тав туса.

Пысăк Енккассинчи территори пайĕнче çĕр ĕçĕпе «Сергеев В.М.», «Тимофеев Н.В.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Свебрата» тулли мар яваплă обществăсем, çавăн пекех уйрăм хушма хуçалăхсем, харпăр хăйĕн çине ĕçлекенсем трактор, ĕнесем туянма тăрăшаççĕ.

 

efimovВладимир Петрович ЕФИМОВ, Саруй ял старости:

«Пысăк Енккассинчи территори пайне кĕрекен Саруй ялĕ район центрĕнчен чи аякра вырнаçнăскер. Юлашки вăхăтра питех те нумай улшăну пулчĕ пирĕн ялта. Ку пулăмсем, паллах, хальхи темĕн тĕрлĕ патшалăх программисен тивлечĕпе пурнăçланса пыраççĕ ĕнтĕ. Малтанхи вăхăтрипе илсен, ялти урамсенче питех те япăх çулсемччĕ, йĕпе-сапа вăхăтĕнче вара урамсене мĕнле кĕрсе тухмалли шутламаллипех шутлаттаратчĕ. Халĕ ĕнтĕ чылай урамра çулсене вак чул сарса йĕркене кĕртнĕ. Паллах, пур урамра та пулса иртмен ку ĕç, апла пулин те çитес вăхăтра ытти çул-йĕре те йĕркене кĕртессе шансах тăратпăр. Кăштах тăхтамалла. Ял пурнăçĕнче çулсем кăна мар вĕт-ха. Акă сăмахран, ял çумĕнче ача-пăча валли выляма тата çан-çурăма хускатмалли площадка выр­наçтарни питĕ аван. Ăна типтерлĕ кăна тытса упрамалла хамăрăн. Ялти хастар çынсем те сахалах мар пирĕн. Вĕсенчен пĕри 81 çула çитнĕ Петр Ефимович Ефимов, хăйĕн çулне пăхмасăр ял хĕррипе юхса выртакан Энĕш юханшывĕ урлă хунă тимĕр кĕпере, юрăхсăра тухнăскере, тĕпрен çĕнетсе каçса çÿремелле туса хучĕ.

Тепĕр паллă япала пулса иртрĕ пирĕн çак кунсенче, Молодежная урамра çĕнĕ тараса туса хутăмăр, тăррине кăна туса пĕтермелле. Халиччен эпир ялти шыв башнинчен шыв илсе пурăннă. Юлашки вăхăтра темшĕн шыв тăми пулчĕ пулас, тен, насусĕ кивелнипе, час-часах шывсăр ларни те пулнă. Хамăр урамра тараса туни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку ĕçре Молодежная урамра пурăнакансем питĕ çине тăрса тăрăшрĕç. Çак хастарсене ятранах палăртса хăварас килет: Виталий Трофимов, Владимир Ефимов, Дима Ивахненко, Лариса Евдокимова, Владимир Константинов, Светлана Антонова. Ĕçлесен-­ĕçлесен вара, хырăмĕ те выçать. Тутлă апат-çимĕçпе, вĕри кукăль-пÿремечпе сăйлаканĕсем Ирина Ефимовăпа унăн хĕрĕ Екатерина пулчĕç.

Ку ĕçе эпир паллах, пуçарулăх бюджечĕн прог­раммипе усă курса пурнăçлама пултартăмăр, Молодежная урамра пурăнакансенчен укçа пуçтарса ку ĕçе тума сĕнÿ параканĕ, паллах, Пысăк Енккасси территори пайĕн начальникĕ Анатолий Николаевич Смирнов. Эпир пурте пĕрле ăна тав сăмахĕ калатпăр. Çакăн пек тăрăшуллă та пултаруллă çынсем ытларах пулсан, патшалăх пулăшу кÿрсен ял пурнăçĕ лайăх еннелле татах та улшăнасса шанас килет. Ĕмĕтсем, шухăшсем татах та нумай тупăнсах тăччăр пурин те».

#нацпроекты #регпроекты

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика