Тăван тăрăх аталантăр, халăх тивĕçлĕ условисенче пурăнтăр, кăмăллă пултăр — çак сăмахсене тĕпе хурса ĕçлет Кĕлкешри территори пайĕн начальникĕ Олег Степанович Кузьмин. Вăл çак яваплă должноçре ĕçлеме тытăннăранпа 8 çул çитрĕ. Унпа пĕрле ĕçлекен Анна Александровна Козерова та, ертсе пыракан специалист-эксперт, 8 çул ытла хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Иккĕшĕ те пысăк опытлă ĕçченсем.
Кĕлкешри территори пайĕ Кĕлкеш, Çитмĕш, Тупах, Чĕкету ялĕсене пĕрлештерсе тăрать. Хальхи вăхăт тĕлне кунта 534 кил хуçалăхĕ шутланса тăрать, 564 çын пурăнать. Сăвакан ĕне 82 пуç тытаççĕ. Кăçал, паянхи кунпа илес пулсан, 2 ача çут тĕнчене килнĕ, 6 çын пурнăçран уйрăлса кайнă.
Кĕлкеш тăрăхĕн çĕрĕсем çинче вырăнти 2 фермер ĕçлет: Г.Н.Ямуков тата В.Н.Ванюков. Уйрăм çынсем те çĕре тара илсе ял хуçалăх ĕçĕнче тăрăшаççĕ: Э.В.Филиппов, С.Ю.Николаев, С.М.Иванов, А.И.Павлов. 2 çын харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен пек /самозанятые\ регистрациленсе вăй хурать: пĕри выльăх-чĕрлĕх йышлă тытать, тепри çĕрпе ĕçлет. Унсăр пуçне Кĕлкешри территори пайĕнчи çĕрсем çинче «ЭнежЪ» тата «Арманов В.К.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем хăйсен ĕçне пурнăçлаççĕ.
Кĕлкешри территори пайĕнче патшалăх программисемпе анлă усă курма тăрăшаççĕ. Акă, пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче 2020 çулта Кĕлкешри 2 масар çинче 298 000 тенкĕлĕх масар çурчĕсем туса лартнă. Çитмĕш ялĕнче вăрçă паттăрĕсене халалланă палăка 91530 тенкĕлĕх юсанă. Тупахра 179 700 тенкĕлĕх тараса чавнă.
«Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çул çитмен 5 е ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çумпрограмми шайĕнче Тупах ялĕнчи нумай ачаллă çемьене пурăнмалли çĕнĕ хăтлă çурт хăпартса панă.
2018 çулта Кĕлкешре Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене халалласа астăвăм комплексĕ уçăлнă пулнă. 2020 çулта ун çумне тыл ĕçченĕсене тата вăрçă ачисене халалланă палăк хушăннă. Ку ĕçе Г.Н.Ямуков фермер пуçарса йĕркеленĕ.
«Демографи» наци проекчĕн «Спорт – пурнăç норми» регионти проекчĕ шайĕнче 2020 çулта Тупах тата Çитмĕш ялĕсенче пĕтĕмĕшле 934 790 тенкĕлĕх спорт площадкисем тунă. 2021 çулта Кĕлкеш тата Чĕкету ялĕсенче те пурĕ 1 237 469 тенкĕлĕх спорт площадкисем йĕркеленĕ.
2021 çулта пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче Çитмĕшре модульлĕ çĕнĕ клуб уçăлнă. Ĕçсен хакĕ 1 234 560 тенкĕпе танлашнă. Вăл районĕпе те çакăн йышши пĕрремĕш объект пулнă.
Кĕлкеш ялĕнчи Орлов тата Николаев урамĕсене вак чул сарса 100-шер метр таран юсанă, пĕр урамне юсама 179 000 тенкĕ уйăрнă. Тупах ялĕнче те К.Маркс урамне 269 000 тенкĕлĕх 200 метр вак чул сарнă.
Тупах ялĕнче шыв башнине тĕпрен юсанă: 120 метр тарăнăш скважина чавнă, çĕнĕ башня лартнă. Ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 2 миллиона яхăн тенкĕпе танлашнă. Скважинăна кăçал татах тарăнлатнă, 300 000 тенкĕ уйăрса тата 30 метр чавнă.
2022 çулта республика тата район бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ уйăрнипе Çитмĕшри Гагарин, Тупахри Николаев, Кĕлкешри Орлов урамĕсене тата Орловпа Николаев урамĕсене çыхăнтаракан вырăна вак чул сарса юсанă.
Пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса Тупахра 2 250 270 тенкĕлĕх çĕнĕ модульлĕ клуб хăпартса лартнă. Г.Н.Ямуков пулăшнипе Кĕлкешри масар тавра çĕнĕ карта тытнă.
2023 çулта 2 шыв башнине тĕпрен юсанă: Çитмĕшре — 1 936 280 тенкĕлĕх, Чĕкетура — 1 583 790 тенкĕлĕх. Вак чул сарса Çитмĕш ялĕнчи Школьная урама 400 метр, Тупах ялĕнчи К.Маркс урамне 200 метр юсанă. «Вăрмар-Кĕлкеш-Тупах» автоçула юсанă май Тупах ялне илсе çитерекен çула асфальт сарнă. Кашни ялĕнчех урамсене электричество çутипе тивĕçтернĕ, лампочкăсене вăхăтра улăштарса тăраççĕ.
Паянхи кун тĕлне пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче Çитмĕшре çăл юсас ĕçсем пыраççĕ. Кунта йывăç тараса, шыв ăсмалли пăрăхсем вырнаçтарĕç, карта тытĕç. Ĕçсен хакĕ 264 000 тенкĕпе танлашать.
Çавăн пекех хальхи вăхăтра Тупах ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тăвассипе ĕçлеççĕ. ФАП çуртне хăпартса лартнă ĕнтĕ, шалти ĕçсене пурнăçланă, газпа шыв кĕртмелле. хутса ăшăтмалли тытăмпа канализаци тумалла.
Малашлăх планĕсене те палăртнă. Çитес çул пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче Кĕлкешри Школьная тата Çитмĕшри Школьная урамсенче шыв тарасисем чавасшăн. Çитмĕшри Гагаринпа Школьная урамсене çыхăнтаракан вырăна вак чул сарма планланă тата ытти те.
Пушартан сыхланса Кĕлкешри территори пайĕнче ятарлă команда йĕркеленĕ. Çав командăра Г.Н.Ямуков, Э.В.Филиппов, С.Ю.Николаев, С.М.Иванов шутланса тăраççĕ. Шыв сирпĕтмелли 2 мотопомпа, кашни ялтах 3,5 тонна шыв кĕмелĕх савăтсем пур.
Пĕтĕмлетсе каласан, активлă та хастар халăх пурăнать Кĕлкешри территори пайĕнче. Ĕçлеççĕ, тăрăшаççĕ, малтан мала ăнтăлаççĕ, субботниксене туслăн тухаççĕ. Хăйсем пурăнакан вырăн таса та тирпейлĕ пултăр, аталантăр теççĕ.
Татьяна Валерьевна Архипова, Кĕлкешри библиотека заведующийĕ:
«Халăх библиотекăна активлă çÿрет, вĕсем хушшинче ытларах аслă ÿсĕмри çынсем. Чăвашла кĕнекесем вулама юратаççĕ. Республика пире чăвашла кĕнекесемпе тивĕçтерсех тăрать. Эпир, культура ĕçченĕсем, администраципе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Шел, Кĕлкешри клуб çурчĕ кивелчĕ, 1952-мĕш çулхиех вăл. Вăрмар округĕн администрацийĕ çак ыйтăва татса пама пулăшасса шанатпăр».
Кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ