IMG 1943Мĕнрен пуçланать патриотизм туйăмĕ? Хăв çуралса ÿснĕ тăван киле, тăван яла, тăван тăрăха юратнинчен тата хакланинчен, тăван тăрăхшăн тăрăшас туйăмран, вăл аталантăр, чечеклентĕр тесе ăнтăлнинчен пулĕ... Мăнçырмари территори пайĕн ĕçченĕсем те, çавăн пекех кунта пурăнакан халăх та хăйсен ялĕн тăнăçлăхĕшĕн, çирĕплĕхĕшĕн пĕр шухăшлăн вăй хураççĕ.

xmel2023 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа Мăнçырмари территори пайĕн начальникĕнче Николай Михайлович Николаев ĕçлет, ун умĕн Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тилхепине Николай Николаевич Романов тытса пынă. Тĕп специалист-эксперт должноçĕнче Татьяна Олеговна Егорова, ертсе пыракан специалист-экспертра Людмила Витальевна Романова ĕçлеççĕ.

Мăнçырмари территори пайне пĕр ял кăна кĕрет, анчах вăл округри чи пысăк ялсенчен пĕри. Кунта 571 кил хуçалăхĕ шутланса тăрать, 1200 çын пурăнать. Кăçал çак вăхăт тĕлне çут тĕнчене 8 ача килнĕ, 21 çын пурнăçран уйрăлса кайнă.

iЯл тăрăхĕн администрацийĕ ялти культура çуртĕнче вырнаçнă. Çак çурт­рах — библиотека, ветеринари пункчĕ. Çавăн пекех ялта Тихвински Турамăш турăшĕн чиркĕвĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, вăтам шкул, ун çумĕнче ача сачĕ ĕçлеççĕ. Халăха таварпа тивĕçтерме Вăрмар райповĕн 2 лавкки, уйрăм çынсен 2 лавкки пур.

Мăнçырмари территори пайĕн çĕрĕсем çинче «Дмитриев А.Н.», «Цыркунов Э.А.», «Михайлов В.П.», «Архипов А.Ю.», «Илларионов С.Р.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Семена Люкс», «Сарабай» тулли мар яваплă обществăсем хăйсен ĕçне пурнăçлаççĕ. Вĕсем ял хуçалăх культурисене çитĕнтерессипе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех уйрăм çынсем те çĕре тара илсе ял хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсем те /самозанятые\ пур. Унсăр пуçне Мăнçырма çĕрĕсем çинче «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество хăмла туса илессипе ĕçлет.

i 3Патшалăх программисемпе усă курса Мăнçырмари территори пайĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ.

«Демографи» наци проекчĕ шайĕнче 2021 çулта Матросов урамĕнче ача-пăча валли спорт площадки тунă.

Тĕрлĕ йышши спорт инвентарĕ, тренажерсем вырнаçтарнă. Ĕçсене тума 1431360 тенкĕ тăкакланă.

Пуçарулăх программи шайĕнче 216 835 тенкĕлĕх çĕнĕ масар çурчĕ туса лартнă. Çав программăпах усă курса урамсенчи çутă хунарĕсене автоматика мелĕпе çутатмалла тунă. Ĕçсене пурнăçлама 594 927,36 тенкĕ уйăрнă.

imageГагарин урамĕнчи çула вак чул сарса пурĕ 491 739,94 тенкĕлĕх юсанă. Ленин тата Колхозная урамсенче те 99 306,20 тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă.

Тарасасене юсассине тимлĕхсĕр хăварман. Щорс, Николаев, Первомайская урамсенчи тарасасене 25 000 тенкĕлĕх юсаса çĕнетнĕ. Ялти культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçланă хыççăн 150 вырăнлă çемçе пукансем туяннă.

2022 çулта пуçарулăх программи шайĕнче тата тепĕр пысăк ĕç пурнăçланă: ял варринчи кĕпере 5 733 464 тенкĕлĕх тĕпрен юсанă. Çак ĕçе туса ирттерме укçа-тенкĕн 60 процентне — республика бюджетĕнчен, 20 процентне — вырăнти бюджетран уйăрнă, 20 процентне ял халăхĕпе уйрăм çын предпринимательсем пуçтарса панă.

2022 çулта Мăнçырма ял тăрăхĕ социаллă-экономикăллă ăмăртура 3 степеньлĕ диплома тата 100 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Çав укçапа усă курса Н.Капитонова тата К.Иванов урамĕсене çыхăнтаракан çула вак чул сарса юсанă. Унсăр пуçне Николаев урамĕнчи çула та вак чул сарнă, кунта 849 962 тенкĕ тăкакланă. Шыв ыйтăвĕ пирки калас пулсан, 15 000 тенкĕлĕх бетон ункăсем туянса Матросов урамĕнче тараса чавнă.

2023 çулта 796 218,21 тенкĕ уйăрса Лесная урамра 381 метр çула вак чул сарса юсанă. Энгельс урамĕнче шыв тарасине юсаса çĕнетнĕ. Çавăн пекех Чапаев урамĕпе Школьная тăкăрлăкĕ хушшинчи тарасана та юсанă, бетон ункăсем вырнаçтарнă. Ключевая урамĕнчи пĕвене тасатнă. Палăртса хăвармалла, ялта тăтăшах субботниксем ирттереççĕ, çырмасене çÿп-çапран тасатсах тăраççĕ.

Пĕлтĕр ялти библиотека республика шайĕнче ирттернĕ «Ялти чи лайăх биб­лиотека» конкурса хутшăнса 175000 тенкĕне тивĕçнĕ. Çав укçапа усă курса кăçал библиотека валли çĕнĕ сĕтел-пукан, телевизор, компьютер тата кĕнекесем туяннă.

Пуласлăх тĕллевĕсем те пысăк. Маларах палăртнă тăрăх, пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче çитес çул Новая урамĕнчи çула юсасшăн, масар патне каякан çул юсавне те куçран вĕçертесшĕн мар. Унсăр пуçне çитес тапхăрта ялти чиркÿ патне каякан Октябрьски урамĕнчи çула асфальт сарасси, автомашинăсем лартмалли вырăн тăвасси, купельпе ун çумĕнчи лаптăка, çăлкуçа тирпейлесси тата малашлăха пăхса ялта 2 çĕнĕ шыв башни хăпартса хута ярасси те планра.

Василий Семенов, Мăнçырма ял старости:

«Пирĕн ялта активлă та хастар çынсем пурăнаççĕ. Пурте пĕрле кар тăрса тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама яланах хатĕр. Урамсене тирпей-илем кĕртмелле-и, обществăлла вырăнсене тасатмалла-и, урăх ĕç-и — айккинче юлмаççĕ. Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ. Ялта тăтăшах интереслĕ мероприятисем, концертсем иртеççĕ. Яланах пĕр чăмăрта пулни çынсем хушшинчи хутшăнусене, пĕрлĕх туйăмне çирĕплетет, тăван тăрăх аталанăвĕшĕн тата тăрăшуллăрах вăй хума хавхалантарать».

Кăларăма Ирина Данилова хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика