Чулкас, Анаткас, Кивĕ Мăнтăр, Ямпай

r

Чулкас ял тăрăхĕнче 4 ял вырнаçнă: Чулкас, Анаткас, Кивĕ Мăнтăр, Ямпай. Вĕсенче пурĕ 724 хуçалăх шутланса тăрать, 1443 çын пурăнать.

yЯл тăрăхĕн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 3221 гектар пулсан, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем — 2171 гектар. Вĕсем çинче хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, предпринимательсем тата уйрăм çынсем — В.А.Иванов, Г.Н.Ямуков, А.И.Захаров, О.П.Порфирьев, С.Л.Павлов, Л.А.Павлов, А.Н.Ильина, А.А.Андреев, А.В.Михайлов тата ыттисем те — хăйсен ĕçне пурнăçлаççĕ. Уйрăм хушма хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 280 пуçпа танлашать, çав шутра 95 ĕне.

Чулкасри территори пайĕн начальникĕнче Георгий Васильевич Усков вăй хурать, вăл руководитель тилхепине чылай çул тытса пырать ĕнтĕ, опычĕ те, тăрăшулăхĕ те пысăк. Марина Витальевна Семенова тĕп специалист-экспертăн тата Людмила Ильинична Чернова ертсе пыракан специалист-экспертăн та ĕç опычĕ пĕчĕк мар. Пĕри 27 çула яхăн ĕçлет, тепри — 17 çула яхăн. Ял тăрăхне кĕрекен ялсен территорийĕсене хăтлăлатас, инфраструктурăна аталантарас, халăха пурăнма тивĕçлĕ условисем тăвас тĕлĕш­пе тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ Чулкасри территори пайĕн ĕçченĕсем, патшалăх програмисемпе анлă усă кураççĕ.

k2021 çулта пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче 2 986 884 тенкĕлĕх 9 проекта пурнăçа кĕртнĕ, палăрт­нă суммăран 353 927 тенкине халăх пуçтарса панă. Кивĕ Мăнтăрти Полевая урамĕнчи çула юсанă, Чулкасри масар çинче карта тытнă, Ямпай тата Чулкас ялĕсенче урамсене çутăпа тивĕçтерессипе юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Чулкасра пушарпа кĕрешес тĕллевпе чавнă пĕвене юсассипе ĕçсем пурнăçланă. Анаткасра çуран çынсем каçмалли кĕпер тунă. Чулкасра Ирĕке кăларакан салтак ячĕллĕ парка хăтлăлатнă. Çак ялтах Шоссейная урамĕнче вылямалли спорт площадки йĕркеленĕ, культура çурчĕн фасадне юсанă.

Çавăн пекех 2021 çулта ял тăрăхĕн­чи урамсене çутăпа тивĕçтерме светодиодлă лампăсем лартнă. Спонсорсем пулăшнипе Ямпай ялĕнчи обелиск çине Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене халалласа астăвăм хăми выр­наçтарнă. Чулкас ялĕнчи çуран çынсем каçмалли кĕпер çумне картлашка тунă. Чулкас ялĕнчи Николаев, Мичурин урамĕсенчи çулсене вак чул сарса 667 360 тенкĕлĕх юсанă. Ямпай ялĕнчи Зеленая урамĕнчи çул-йĕре шăтăк-путăк­ран юсанă, 211 600 тенкĕ тăкакланă.

2022 çулта Чулкас ял тăрăхĕнчи нумай ачаллă 2 çемье пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулмашкăн сертификатсене тивĕçнĕ: пĕр çемйи — хваттер туянма, тепĕр çемйи — пÿрт тума.

Пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса Кивĕ Мăнтăрти Ленин ура­мĕн­чи çул-йĕре юсанă, çак ялтах çăлкуç территорине хăтлăлатнă. Анаткас ялĕнче урамсене çутăпа тивĕçтерме юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Асăннă ĕçсене пурнăçлама 473 941 тенкĕ тăкакланă, çав шут­ра 45 038 тенкине халăх пуçтарса панă.

bЯл тăрăхĕн террито­рийĕнче 4 шыв башни выр­наçнă. Вĕсенчен 3-шне тĕпрен юсама «Пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх сферин модернизацийĕпе аталанăвĕ» программа шайĕнче «СК «Платинум» тулли мар яваплă обществăпа 3 256 281 тенкĕлĕх килĕшÿ тунă. Паянхи кун тĕлне подрядчик палăртнă ĕçсене вĕçленĕ. Унсăр пуçне 2022 çулта Ямпай тата Чулкас ялĕсенче тарăн çĕрте ĕçлекен насуссене 95 500 тенкĕлĕх улăштарнă.

tАнаткасри Горький урамĕнчи çул-­йĕре вак чул сарса 940 279 тенкĕлĕх юсанă. Кивĕ Мăнтăрти Гагарин урамĕн­чи çула юсассипе те ĕçленĕ, 283 426 тенкĕ тăкакланă. Чулкас ялĕнче чиркÿ енче çырма урлă каçмалли вырăна — дамбăна — 130 096 тенкĕлĕх юсанă.

2022 çулта «Вĕрентĕвĕн шкул тытăмĕсен модернизацийĕ» федераллă программăпа килĕшÿллĕн Чулкасри шкула 43 млн ытла тенкĕлĕх тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Çав çулах «Культура» наци проекчĕ шайĕнче Ямпай ялĕнче 49 вырăнлă модульлĕ çĕнĕ клуб çуртне тума тытăннă. 20 100 000 тенкĕлĕх строительство ĕçĕсене 2023 çулта вĕçленĕ, июнь уйăхĕнче клуб хăйĕн алăкĕсене халăх валли уçнă.

2023 çулта «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программа шайĕнче 2 çамрăк çемье пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулмашкăн сертификатсене тивĕçнĕ, 1 çемье çăмăллăхлă ипотека илнĕ.

Пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче 6 180 137, 46 тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă, çав шутра 1 268 171 тенкине халăх пуçтарса панă. Чулкас ялĕн­че К.Маркс тата Мичурин урамĕсене çыхăнтаракан тăкăрлăка шăтăк-путăкран юсанă. Кивĕ Мăнтăрта пĕвене тасатнă. Ямпай ялĕнчи культура çурчĕн картине тытнă. Анаткас ялĕнче ку­пель тунă. Чулкас ялĕнче К.Маркс урамĕнче тротуар тунă, çавăн пекех Шоссейная урамĕнчи 9-мĕш çурт патĕнчен пуçласа Чкалов урамĕнчи 4-мĕш çурт таран пыракан çула юсанă.

Унсăр пуçне Чулкасри Молодежная тата Новая урамĕсенчи, Кивĕ Мăнтăрти Гагарин тата Ленин урамĕсенчи çул-йĕре юсассипе те ĕçленĕ.

Çитес çул пурнăçлама планланă ĕçсем пирки калас пулсан, пуçарулăх бюджечĕн прог­раммипе усă курса Чулкасри Шоссейная урамĕнчен пуçласа Вăрмар поселокĕнчи Колхозная урамĕ таран пыракан çула юсасшăн. Чулкасри пушарпа кĕрешес тĕллевпе чавнă пĕвене юсассипе ĕçлесшĕн. Çак ялтах Шоссейная урамĕнчи 9-мĕш çурт патĕнчен пуçласа Чкалов урамĕнчи 4-мĕш çурт таран пыракан çул хĕррине юсаса хăтлăлатасшăн. Анаткасри купель территорине тирпей-илем кĕртесшĕн. Ямпай ялĕнче ача-пăча площадки тăвасшăн. Тума палăртнă ытти ĕçсем те сахал мар.

Кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

 

NНинель ДМИТРИЕВА, районти АПК ветеранĕ:

«Эпĕ Чулкас ялĕнче пурăнатăп. Пирĕн ял тăрăхĕнче çынсен пурнăçне çăмăллатас, çамрăксене яла илĕртес тĕллевпе чăннипех те тĕрлĕ енлĕ ĕçлеççĕ. Чулкасри клуба та, шкула та тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. Ямпай ялĕн­че мĕнлерех чаплă клуб уçăлчĕ. Çул-йĕре юсаса тăраççĕ. Территори пайĕн ĕçченĕсем те, халăхĕ те активлă. Эпĕ те ыттисемпе пĕрлех обществăлла ĕçсенчен юлас мар тетĕп, субботниксене, ытти ĕçсене хутшăнатăп. Çавăн пекех хампа пĕр шухăшлă çынсемпе спортпа туслă пулма тăрăшатпăр, çакăн валли ял тăрăхĕн­че пĕтĕм услови пур».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика