cbВăрмар район больницин поликлиникине «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе усă курса тĕп­рен юсаса çĕнетнĕ. Çак калăпăшлă ĕçсене пурнăçлама наци проекчĕпе 81,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Поликлиникăра тĕп юсав кăна мар, «Бережливая поликлиника» çĕнĕ стандартпа чăн-чăн модернизаци туса ирттернĕ. Çак çĕнĕ стандартпа килĕшÿллĕн медицина логистикине лайăхлатни пациентсен больницăра ирттермелли вăхăтне оптимизацилеме, кĕскетме май парать.

Тĕп юсав ĕçĕсене «Нептун» тулли мар яваплă общество пурнăçланă. Юсав ĕçĕсе­не паянхи пурнăç условийĕсенчи çĕнĕлĕхсемпе усă кур­са пурнăçланă. Тĕп юсав вă­хăтĕн­че хутса ăшăтмалли, си­вĕ тата ăшă шывпа тивĕçтермелли, вентиляци, канализаци тытăмĕсене, электричествăна çĕнетнĕ, пысăк хăвăртлăхлă интернет кĕртнĕ. Чÿрече тата алăк блокĕсене, помещенисене çĕнĕрен планласа улăштарнă, урай тата мачча тăррисене çĕнетнĕ.

Паянхи кун Вăрмар муниципаллă округĕнче пурăнакансем медицина пулăшăвĕ илме çĕнетнĕ поликлиникăна килеççĕ. Модернизаци хыççăн вăл чылай улшăнса çĕнелчĕ.

Сăмахран, иртнĕ çулхи ап­рель уйăхĕнчен хĕрарăмсен кăкăрне тĕрĕслемелли мам­мог­рафи кабинетĕнче çĕнĕ маммограф ĕçлет. Çĕнĕ йышши цифра шайĕнче ĕçлекен оборудовани хакĕ 14 223, 3 пин тенкĕпе танлашать. 2023 çулта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Вăрмар район больницине 815 653,28 тенкĕлĕх 4 дефибрилляторпа, 239 402,49 тенкĕлĕх 3 электрокардиографпа, 6 300 000 тенкĕлĕх 1 комплект ви­део­­эндоскопи тытăмĕпе, ме­ди­цина службине пурнăçлама 1 885 000 тенкĕлĕх 2 единица автомашинăпа тивĕçтернĕ. Автомашинăсемпе медицина бригадисем васкавлă йыхравсене кăна мар, профилактика тĕрĕслевĕсене те тухса çÿреççĕ.

volkovВăрмар район больницин тĕп тухтăрĕ Олег Александрович ВОЛКОВ:

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ поликлиникăна çĕнĕ йышши диагностика аппаратурипе тивĕçтерме май пачĕ. Эндоскопи комплексне çĕнет­рĕмĕр. Пациентсем медицина пулăшăвĕ илмелли мелсемпе хăтлă условисенче усă кураççĕ. Маммографи тĕрĕслевĕ тухмалли çĕнĕ аппаратпа ÿкерчĕксем пахалăхлăрах пулаççĕ. Малтан тухтăрсен фотографсем пек ÿкернине пленка çине кăлармалла пулнă. Халĕ пирĕн ÿкерчĕксене Шупашкарти хуть те хăш больницăра та курма пултараççĕ, унта кăна мар, кирлĕ пулсан Раççейри кирек хăш регионта та. Ятарлă программăпа усă курни май парать çакна тума. Вăрмар район пациенчĕ çĕршыври кирек хăш больницăра пулсан та унăн даннăйĕсем программа урлă курăнаççĕ. Паллах, район çыннисем ытларах Шупашкарти сыватмăшсен пулăшăвĕпе усă кураççĕ.

Пирĕн больницăра кадрсен ыйтăвĕ те, Чăваш Республикинчипе танлаштарсан, аван. Пĕлтĕр акă «Земство тухтăрĕ» программăпа пирĕн патне Мария Владимировна Ильяткова участковăй тухтăр-терапевт ĕçлеме килчĕ. Хăйĕн тивĕçĕсене вăл Кавалти тухтăр амбулаторийĕнче пурнăçлать. 2022 çултанпа çак программăпах поликлиникăра Александра Вячеславовна Филиппова участковăй тухтăр-терапевт вăй хурать. Унсăр пуçне вăтам медицина персоналĕ çамрăк кадрсемпе пуянланчĕ. Вăрмар район больницинчен тĕллевлĕ направленипе Шупашкарти медицина колледжĕнче вĕреннĕ 3 специалист ĕçе килчĕ: хирурги уйрăмне Наталия Николаевна Андреева медицина сестри, çынсене йышăнмалли уйрăма Сергей Алексеевич Серафимов, Шăхалĕнчи ФАП заведующийĕ пулма Алена Михайловна Терешина. Медицина колледжĕнче вĕреннĕ вăхăтра вĕсем Вăрмар район больницинчен ятарлă стипенди илсе тăчĕç.

Çавăн пекех пĕлтĕр малтан та медицина пĕлĕвĕ илнĕ пулнă Светлана Михайловна Семеновăна вĕренме ярса Пинерти ФАП заведущийĕ пулма çирĕплетрĕмĕр. Пĕр вăхăтрах вăл Çÿлти Кинчерти ФАП-ра та ĕçлет. 2023 çултан поликлиникăра Олег Васильевич Плахов пайăрка диагностикин уйрăмĕн заведующийĕ — рентгенолог-тухтăр ĕçлет. Ра­йон больницине çĕнĕ кадрсемпе тивĕçтерессипе малалла та тăрăшса ĕçлетпĕр».

«Юлашки виçĕ çулта Вăрмар район больницин тĕп тухтăрĕ Олег Александрович Волков нумай тăрăшрĕ пирĕн поликлиникăшăн. Вăл тăрăшнипе тĕп юсав иртрĕ, калăпăшлă ĕçсем пурнăçланчĕç. Поликлиника тĕпрен çĕнелсе улшăнчĕ. Ĕçе çÿрес килсе тăрать, ĕçлес килсе тăрать», - теççĕ район больницинче вăй хуракансем.

sakonovВăрмар район больницин хуçалăх заведующийĕ Иван Германович ЗАКОНОВ:

«2023 çулта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Сывлăх сыхлавĕн пирвайхи медицина пулăшăвне модернизацилесси» программăпа килĕшÿллĕн 2023 çулта Хĕрлĕçыр, Тупах, Саруй ялĕсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем, Арапуçĕнче тухтăр амбулаторийĕ, Энĕшпуçĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне туса лартнă. Хĕрлĕçырти ФАП иртнĕ çул уçăлчĕ, хальхи вăхăтра халăха медицина пулăшăвĕ кÿрет. Тупахри ФАП-ра хальхи вăхăтра строительствăпа монтаж ĕçĕсене туса пĕтернĕ, оборудовани лартаççĕ. Çĕнĕ объекта ĕçлеттерсе яма кирлĕ документсене илнĕ. Саруйĕнчи ФАП-ра строительствăпа монтаж ĕçĕсене вĕçлесе çитереймен-ха, газ ямалла, кунта хальхи вăхăтра сантехника лартаççĕ. Подрядчик ĕçсене çывăх вăхăтра вĕçлеме шантарать. Саруйпа Тупах ялĕсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене хăтлăлатассипе, инженери сечĕсемпе тивĕçтерессипе Вăрмар муниципаллă округĕн администратцийĕ, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе Строительство министерствисемпе виçĕ енлĕ килĕшÿ тунă пулнă. Килĕшÿ тăрăх ĕçсене вĕçленĕ.

Арапуçĕнчи объект та план­па палăртнă тăрăх иртнĕ çул август уйăхĕнче хута каймаллаччĕ, анчах та тÿрĕ кăмăллă мар подрядлă организаци лекнине пула ĕçсене урăх подрядчик тума тытăннă. Хальхи вăхăтра кунта ĕçлеççĕ, февраль уйăхĕнче объекта туса пĕтерме палăртнă. Энĕш­пуçĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн строителĕсен те февраль уйăхĕнче палăртнине туса пĕтермелле.

Малашнехи плансем те пысăк-ха. Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне тĕпрен юсамалла. Вăрмар район больницин территорийĕнче çĕнĕ сывату корпусне туса лартасшăн. Çак корпус ача-пăча, хирурги, терапи, гинекологи тата ытти уйрăмсене пĕрлештерсе тăрĕ.

Çак ĕçсем йăлтах «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ.

oleg«Пирĕн Вăрмар ра­йон больници калама çук çĕнелсе, улшăнса ларчĕ. Кунта кĕме кăмăллă, çутă, таса, йăлтах хальхи саманапа тан тунă. Йĕри-тавра çĕнĕ, илемлĕ. Чун савăнать. Çакăн пек условисенче медицина ĕçченĕсем те кăмăлпа йышăнаççĕ пире. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствине, Вăрмар муниципаллă округĕн, Вăрмар больницин руководствисене тав тăватпăр район больницине юсаса çĕнетнĕшĕн, хăтлă условисем туса панăшăн!» - теççĕ поликлиникăна медицина пулăшăвĕ илме килнĕ Саруйĕнче пурăнакан Наталья Петровна Егорова, Валентина Васильевна Максимова, Валентина Васильевна Гаврилова. Виççĕшĕ те пĕрле пуçтарăнса килнĕ иккен вĕсем Саруй ялĕнчен больницăна.

bol

Кăларăма Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика