1photo 2024 02 14 15 54 03«Вĕрентÿ» наци проекчĕ чи малтанах çĕршывăн наци тĕллевне пурнăçлас — талантсене хăйсен пултарулăхне кăтартма тата малалла аталанма майсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлет. Çак тĕллеве Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă. Аса илтеретпĕр, наци проекчĕсем çĕршывра 2019 çултанпа Владимир Путин Хушăвĕпе пурнăçланаççĕ.

Вăрмар муниципаллă округĕнчи вĕрентÿ тытăмĕ пысăк паха­лăхлă вĕрентÿ ĕçне йĕркеле­ме мĕнпур условисемпе ти­вĕçтерессине мала хурать. Хальхи вăхăтра округра 21 вĕрентÿ организацийĕ хăйĕн ĕçне пурнăçлать: шкул умĕн­хи вĕрентÿ организацийĕсем — 5, пĕтĕмĕш­ле пĕлÿ паракан вĕрентÿ организацийĕсем — 13, хушма пĕлÿ паракан учреждени­сем — 3 /Ачасен пултарулăх çур­чĕ, Ача-пăча искусство шкулĕ, А.Ф.Федоров ячĕл­лĕ Вăрмарти спорт шкулĕ/, çавăн пекех ачасен сывлăхне çирĕплетмелли «Романтика» лагерь ĕçлет. 10 шкул çумĕнче шкул çулне çитмен ачасен 17 ушкăнне йĕркеленĕ.

Вăрмар округĕнче шкул çул­­не çитмен 825 ача пурăнать пулсан, вĕсенчен 651-шĕ ача садне çÿрет. Ку вăл 3-7 çулсенчи ачасенчен 100 % шутланать. Шкулсенче 2050 ача вĕренет. Округри шкулсенче 258 педагог вăй хурать, 35 çула çитмен çамрăк педагогсен шайĕ — 8,5 %.

«Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Хальхи йышши шкул» федераллă проекчĕ шайĕнче Вăрмар округĕнче «Ÿсĕм вырăнĕ» /«Точка роста»/ проект пурнăçланать.

pavlov smВăрмар муниципаллă округĕн администраци­йĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов:

«Ÿсĕм вырăнĕ» проект ачасене хальхи прог­раммăсем тăрăх вĕренме, аслăраххисене хăйсен пултарулăхне кăтартма тата малалла аталанма май парать. Проектăн цифра тата гуманитари профильлĕ цент­рĕсем Г.Е.Его­ров ячĕл­лĕ Вăрмарти, Пысăк Енккассинчи, В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкулсенче ăнăçлă ĕçлеççĕ. Кивĕ Вăрмарти, Энĕшпу­çĕнчи, Чулкасри вăтам шкулсенче çутçанталăк çинчен вĕрентекен нау­кă­сен тата технологи профильлĕ центрсем уçăлнă».

N5KgiaKDNFEОкругри вĕрентÿ учрежденийĕсене çулсерен юсаса, çĕнетсе тăраççĕ. 2023 çулта çак тĕллевпе федераллă, республика тата вырăнти бюджетсенчен 20,0 млн ытла тенкĕ уйăрнă. Чулкасри вăтам шкулăн территорине хăтлăлатнă, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулăн спортзалне тĕпрен юсанă, çавăн пекех Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта терроризмла пулăмсенчен хÿтĕленессине тивĕçтерме ĕçсем пыраççĕ.

2022 çулта регионти тата вырăнти бюджетсенчен 84 млн ытла тенкĕ тăкакласа Г.Е.Его­ров ячĕллĕ Вăрмарти, В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкулсенче, Вăрмар поселокĕнчи «Зоренька» ача садĕнче тĕп юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. 2021 çулта вара 100 млн яхăн тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем пурнăçланă: Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти, В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкулсенче, Кĕтеснерти «Солнышко», Вăрмар поселокĕнчи «Зоренька», «Колосок», «Березка» ача сачĕсенче.

2023 çулта А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн пурлăхпа техника ни­кĕсне çирĕплетме республика бюджетĕнчен 26 776,7 пин тенкĕлĕх субсиди пама йышăннă. Ачасен спортри пултарулăхне аталантарас тата вĕсен сывлăхне çирĕплетес ĕç «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Кашни ачан çитĕнĕвĕ» федераллă проекчĕ шайĕнче пурнăçланать.

Асăннă проект шайĕнчех ачасене хушма пĕлÿпе тивĕçтерес ĕç пурнăçланать. 2022 çулта Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕнче художество енĕпе 45 çĕнĕ вырăн йĕркеленĕ. 2023 çулта Ачасен пултарулăх çуртĕнче туризмпа таврапĕлÿ енĕпе 15 вырăн йĕр­келенĕ, 96,00 пин тенкĕлĕх турист хатĕрĕсем туяннă.

oTQPlPFBkE9PzYm7SvXbglcOw6boB7P1Шкулсенче 15 единица транспорт шутланса тăрать. Автобуссем 464 ытла ачана 35 маршрутпа илсе çÿреççĕ. Автобуссене спутник навигацийĕн ГЛОНАСС тытăмĕпе, тахографсемпе, çутатакан маячоксемпе тивĕçтернĕ. 2022-2023 çулсенче Вăрмар округне 3 çĕнĕ шкул автобусĕ уйăрса панă — Кавал, Мăнçырма, Пинер шкулĕсене.

Талантлă ачасемпе çамрăксене тупса палăртасси тата пулăшасси — вĕрентÿ тытăмĕн пĕл­терĕшлĕ енĕ. Вăрмар ок­ругĕнче «Инженерипе техни­ка класĕсем» проект пурнăçланать, профильлĕ классем, агроклассем ĕçлеççĕ. «Вĕрентÿпе производство класĕсем — 21» проекта пурнăçлама И.Я.Яков­лев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе, Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕпе килĕшÿ тунă. Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта 11 класра вĕренекенсем професси хатĕрлевĕн «Вожатăй» программипе пĕлÿ илеççĕ. Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕпе килĕшÿ тунă май В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкулти ачасем «çĕвĕçĕ», «ял хуçалăх машинисене тата оборудованине юсакан слесарь» профессисене алла илеççĕ. Проект тĕллевĕ — шкул ачисене ĕçлĕ профессисене вĕренме условисемпе тивĕçтересси.

2023 çулхи кăтартусем тăрăх талантлă 10 çамрăк Чă­ваш Республикин Пуçлăхĕн уйрăмах пултаруллă çамрăксене паракан стипендине тивĕçнĕ, 4 вĕренекен ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ, 20 вĕренекен Вăрмар муниципаллă ок­ругĕн пуçлăхĕн стипендиачĕ пулнă.

Вăрмар округĕнчи шкулсенче вĕренекенсем питĕ пултаруллă та ăслă-тăнлă. Ку вăл вĕрентÿ ĕçне тĕрĕс йĕркеленипе те, педагогсен ăсталăхĕпе те çыхăннă. Ачасем час-часах тĕрлĕ шайри конкурссемпе олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, çак кунсенче Чăваш Енри талантлă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче экологи предмечĕпе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Унта Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти тата Пысăк Енккассинчи вăтам шкулсенче вĕренекенсем хутшăнса призерсем пулса тăнă. Ку вăл Г.Е.Егоров ячĕл­лĕ Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекенсем: 9 класри Ольга Ананьевăпа Екатерина Андреева тата 10 класри Ангелина Семенова /руководителĕ К.А.Николаева/, 11 клас­ри Татьяна Табакова /руководителĕ Н.И.Кузьмина/, çавăн пекех Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Дарья Сергеева /руководителĕ Т.Р.Табакова/.

photo 2024 02 15 08 30 13xzX tTktGzUГ.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти шкулта биологи вĕрентекен Клавдия Николаева:

«Экологи предмечĕсĕр пуçне биологи предмечĕпе те пирĕн вĕренекенсем — 9 класри Александра Ипатьева тата 11 класри Татьяна Табакова — регионти тапхăрта призерсем пулнă. Ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе чăннипех те тăрăшатпăр. Шкулта тĕп юсав ĕçĕсем туса ирттерни вара ĕç тухăçлăхне татах ÿстерчĕ. Шкулта, классенче çав тери хăтлă, çутă, ăшă. Ĕç условийĕсем лайăхланнă, вĕренекенсем те кăмăллă».

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасен апатланăвне тĕрĕс йĕр­келесси пысăк тимлĕхре. Паянхи кун ачасене вĕри апатпа «Общепит» тулли мар явап­лă общество тивĕçтерет.

Доброволецсен юхăмĕ вăй илсе пырать. 500 ытла çамрăк доброволец волонтер ĕçне активлă хутшăнса тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пулăшать. #ЭпирПĕрле пулăшу акцийĕ шайĕнче волонтерсем нушана кĕрсе ÿкнĕ граждансене килне кайса тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама, апат-çимĕç, эмел туянма пулăшаççĕ.

Кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика