ЧР культура министрĕ Светлана Каликова: «58 культура учрежденине çĕнетме 355,7 миллион тенкĕ уйăрĕç»

I«2024 çулта культура çурчĕсене юсама, пурлăхпа техника базине аталантарма, çирĕплетме, çавăн пекех чи лайăх учрежденисемпе вĕсенче ĕçлекенсене патшалăх пу­лă­шăвĕ кÿме 28,9 миллион тенкĕ уйăрнă», - каласа панă Чăваш Ен культура министрĕ С.Каликова.

bolUxY13OJWkgJdtfzCGGy95GaYiZlIBOКультура çурчĕсене аталантарма, пурлăхпа техника базине çирĕплетме 8,6 миллион тенкĕ, 8 культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем тума 17,2 миллион тенкĕ уйăрĕç.

«Ял территорийĕсене аталантарасси — пирĕн ĕçри пĕлтерĕшлĕ направлени, мĕншĕн тесен çакă ял çыннисен пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшать. Çĕнетнĕ культура çурчĕсем — ял çыннисене илĕртекен, вăхăта усăллă ирттерсе канма май паракан центрсем», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ О.Николаев.

Аса илтеретпĕр, 2024 çулта Чăваш Республикин бюд­жетĕн­чен 20 муниципаллă культура учрежденийĕсен клубĕсене тĕпрен юсама укçа-тенкĕ уйăраççĕ. «199,3 миллион тенкĕ çывăх вăхăтра Элĕк, Вăрнар, Комсомольски, Вăрмар, Шупашкар, Елчĕк, Тă­вай муниципаллă округĕсене, Улатăр тата Çĕнĕ Шупашкар хулисене çитĕ. Муниципаллă культура учрежденийĕсен клубĕсене тĕпрен юсама 2024 çулта муниципаллă округсене 127,5 миллион тенкĕ уйăрнă пулнă. Пĕтĕмĕшле каласан, ялти культура çурчĕсене çĕнетессипе ĕç планпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Çав шутра РФ Президенчĕ В.Путин пуçарса янă «Культура» наци проекчĕ шайĕнче те. Çакă пире ялта пурăнакансен пурнăç шайне ÿстерсе пыма пулăшать», - пĕл­тернĕ С.Каликова.

Вăрмар муниципаллă округĕн культура учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ 2023 çулта Раççейри Педагогпа наставник тата Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкĕсене халалланă мероприятисене ирттерессипе çыхăннă. Пĕтĕмпе районти культура учреждени­йĕсенче пур ÿсĕмрисем валли те 416 мероприяти йĕркеленĕ: фестивальсемпе концертсем, пултарулăх каçĕсем, литературăпа кĕвĕ композицийĕсем, куравсем тата ытти те. Вĕсене пурĕ 14 пин ытла çын хутшăннă.

Ялти культура çурчĕсенче халăх валли 177 клуб йĕркеленĕвĕ ĕçлет: халăх пултарулăхĕн, хор, ташă, фольклор, театр, халăх промыслисен кружокĕсем. Вĕсене икĕ пин çурă ытла халăх çÿрет. Пуçарулăх бюджечĕн программипе иртнĕ çул Хĕрлĕçыр ялĕн­че 2,7 миллион тенкĕлĕх 50 вырăнлăх тата Кивĕ Вĕренер ялĕнче 1,9 миллион тенкĕлĕх 30 вырăнлăх çĕнĕ клубсем туса лартнă.

Чăваш Респуб­ли­кин бюджетĕнчен уйăр­нă субсиди­пе культура учрежденийĕсен пурлăх­па техника базине çирĕплетме 2 миллион тенкĕлĕх юрă-кĕвĕ аппаратури, сĕ­тел-пукан, сцена çине тухмалли тумсем, курав залĕ валли креслăсем туяннă.

Муниципалитетсенчи чи лайăх культура учрежденийĕсене палăртассипе республика шайĕнчи конкурсра «Чи лайăх ял библиотеки» номинацире Мăнçырма ялĕнчи библиотека çĕнтернĕ. Библиотека валли çĕнĕ йышши телевизор, тĕс­лĕ принтер, сĕтелсем, стеллажсем, шкапсем, жалюзи, икĕ компьютер сĕтелĕ туяннă.

2023 çулта çавăн пекех «Вырăнти культура çурчĕ» программа шайĕнче Чулкас­ри культура çуртне 420,7 пин тенкĕлĕх модернизациленĕ.

Ямпайсем савăнаççĕ: пĕчĕк яла — пысăк клуб

2023 çулта пирĕн округшăн чи кĕтнĕ пулăм пулса ирт­рĕ, «Культура» наци проекчĕн «Культура тăрăхĕ» регионти проекчĕпе килĕшÿллĕн Ямпай ялĕнче лармалли 49 вырăнлăх çĕнĕ культура çурчĕ хăпартса лартнă. Çĕнĕ учрежденире кружок ĕçне ертсе пымалли, заведующи кабинечĕсем, артист пÿлĕмĕ, санузелсем пур. Çак объект строительстви валли 20,1 миллион тенкĕ уйăр­нă, çав шутра рес­публика бюджетĕнчен 19,1 миллион тенкĕ, вырăнти бюджетран – 1 миллион тенкĕ. Çĕ­нĕ культура çурчĕ Чулкасри территори пайне кĕрекен Ямпай ял халăхĕшĕн ĕçлет, кунта хальхи вăхăтра 189 çын пурăнать. Районти культура отраслĕн ĕçченĕсем иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕл­не пĕтĕмлетме шăпах Ямпайĕнчи çĕнĕ культура çуртне пухăнчĕç. Канашлăва ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн пĕр­ремĕш заместителĕ Татьяна Казакова, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тата ыттисем те хутшăнчĕç. Мероприяти пуçланиччен малтанах пурте ал ĕç ăстисен, кĕнекесен куравĕсемпе паллашма пултарчĕç. Татьяна Василь­евна Вăрмарти ал ĕç ăстисен япалисемпе кăсăклансах паллашрĕ, илĕртÿллĕ ĕçсене пурнăçлакансене соцсетьре пĕр ушкăна пухăнса пултарулăхĕпе ыттисене паллаштарма сĕнчĕ. Культура ĕçченĕсен канашлăвĕ Чулкасри Игнатьев­сем çемье çинчен шăрантарнă юрринчен пуçланчĕ. Иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе малашнехи плансене палăртассипе Вăрмар муниципаллă округĕн администраци­йĕн культура, социаллă аталанупа спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов тухса калаçрĕ, культура ĕçченĕсене пĕрле тăрăшуллă ĕçленĕшĕн тав турĕ. Çавăн пекех Вăрмарти тĕп биб­лиотекăн методикăпа библиографи уйрăмĕн заведующийĕ Татьяна Федорова округри библиотекăсен ĕçне тишкерсе хакларĕ, 2024 çулхи задачăсене палăртрĕ. Культура министрĕн пĕрремĕш замес­тителĕ Татьяна Казакова пĕтĕмĕшле халăха культура çуртне илĕртмелли майсем пирки, малашнехи аталану çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев культура ĕçченĕсене ĕçе чунтан парăнса ĕçленĕшĕн тав турĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ.

LЛола Сабировна ТЕШАБАЕВА, Ямпайĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ:

«Ямпайсем çĕнĕ культура çурчĕшĕн çав тери савăнаççĕ. Паянхи кун кунта ачасем валли 3 тĕрлĕ кружок ĕçлет: ташă, декоративлă прик­ладной ÿнер, илемлĕ ÿкерме вĕренмелли кружоксем. Аслă ÿсĕмрисем те тăтăшах пуçтарăнаççĕ, караокепе юрлама юратаççĕ. Аслисем валли шашкă-шахмат кружокĕ ĕçлет. Тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр, пуçтарăнсах тăратпăр».

yОльга Емельяновна ФИЛИППОВА. Ямпайĕнче пурăнакан 72 çулти пенсионерка:

«Культура çуртне уçнă çĕре те килтĕмĕр пĕлтĕр. Халĕ те яланах савăнса çÿретĕп кунта, Вова мăнука илсе çÿретĕп. Юмахри пек ÿссе ларчĕ вăл куç умĕнче. Хулари театр пекех пирĕншĕн ку клуб. Тавах пире çакăн пек культура центр­не туса панăшăн. Илемлĕ, çутă, ăшă, таса, кунта килес килсе тăрать. Хамăн кÿршĕсене те пĕрле пыма чĕнетĕп яланах».

«Пушкин картти» — çамрăксемшĕн усăллă программа

«Культура» наци проекчĕ пулăшнипе 2021 çулхи сентябрь уйăхĕнчен 14-22 çулхи граждансем «Пушкин картти» илме пултараççĕ. «Пушкин картти» программа 14 çултан аслăрах шкул ачисене культура мероприятийĕсене тÿлевсĕр çÿреме май парать. Культура учрежденийĕсенче çак карттăпа усă куракан çамрăксем валли вĕсен культура шайне ÿстермелли, тавракурăмне аталантармалли тематика каçĕсем, спектакльсем ирттернĕ. Вăрмар муниципаллă округĕнчи 27 культура учрежденийĕ «Пушкин картти» программăпа усă курса мероприятисем ирттерме пултарать. 2023 çулта çак программăпа 78 мероприяти ирттернĕ, 607,8 пин тенкĕлĕх 3513 билет сутнă. Пушкин карттипе пĕлтĕр 187 киносеанс ирттерсе 175,1 пин тенкĕлĕх 1064 билет сутăннă.IMG 4772

2024 çулхи тĕллевсем

2023 çул вĕçĕнче Аслă Чак­ри, Кавалти, Чупайĕнчи, Пинерти культура çурчĕсенче тĕп юсав ирттермелли конкурса хутшăнма ЧР Культура министерствине заявкăсем тăрат­нă пулнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Кавалти культура çурчĕ çĕнтернĕ, 37 миллион тенкĕлĕх суммăна тивĕçет.

Чулкасри культура çурчĕн пурлăхпа техника базине аталантарса çирĕплетме — 650 пин тенкĕ уйăраççĕ. «Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунисене асра тытасси» федераци шайĕнчи тĕллевлĕ прог­раммăна тĕпе хурса Вăрмар, Кавал, Пинер территорийĕсенчи 3 салтак вилтăприйĕсен вырăнĕсене юсаса хăтлăх кĕртме палăртнă. Ял территори­йĕсенчи чи лайăх муниципаллă культура учрежденийĕсене тата унта ĕçлекенсене культура отраслĕн укçан паракан хавхалантарăвĕпе /175 пин тенкĕ/ чыслаççĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн культурăпа библио­тека аталанăвĕн центрне реорганизацилессине вĕçлесси, урăхла каласан округри культура учрежденийĕсемпе библиотекăсене пĕр-пĕринчен уйă­расси – тĕллевре.

2024-2025 çулсенче Кивĕ Вăрмар ялĕнче 150 вырăнлăх, Кĕлкешре 95 вырăнлăх культура çурчĕсен строительствисене пурнăçлама палăртнă.

Çавăн пекех савăнăçлă хыпар — Вăрмар округне 9,5 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ автотранспортпа — автоклубпа тивĕçтернĕ. Кĕçех çĕнĕ автоклуб уççи­йĕсене савăнăçлă лару-тăрура парса чыслĕç.

Кăларăма Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика