inf

Мартăн 20-мĕшĕнче иртнĕ Пĕр­лехи информаци кунĕн темисем: РФ Президенчĕн Федераллă Пухăвне янă Çырăвĕ; РФ Президенчĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем; ЧР Министрсен Кабинечĕн 2023 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн отчечĕ. Ĕçлĕ ушкăнсем Тикаш, Шăхаль, Чупай ялĕсенче пулчĕç.

Тикашпа Хĕрлĕçыр ялĕсенче пурăнакансемпе Вăрмар муниципаллă ок­ругĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Вăр­мар муниципаллă округĕн администрацийĕн строительствăпа территорисен аталанăвĕн управленийĕн строительство пайĕн начальникĕн заместителĕ Екатерина Иванова, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн Тикашри пĕр мандатлă суйлав округĕн депутачĕ Владимир Яковлев тĕл пулса калаçрĕç.

Информаци ушкăнĕн членĕсем чи малтанах ял халăхне суйлава активлă хутшăннăшăн тав турĕç. Информаци кунĕнчи тĕп ыйтусене тишкернисĕр пуçне ял çыннисен яланхиллех канăçсăрлантаракан ытти ыйтусем чылай. Тикашсене ял урамĕсем тăрăх хуçасăр йытăсем çÿрени пăшăрхантарать, килти чăхсене тыта-тыта каяççĕ. Çула туса пĕтермелле. Тикаш ял çынни Михаил Иванович Иванов самозанятый пулса 10 ĕне усрать. Çавна май ытти ял çыннисене пекех сĕт хакĕ пăшăрхантарать ăна. Çу кунĕсем çитсе пынă май йÿнелсе каясран шикленеççĕ. Çавна май Михаил Иванович сĕт хакне, тĕслĕхрен, 30 е ытларах тенкĕрен йÿнетме чарасси çинчен калакан ятарлă саккун йышăнма çук-ши тесе Леонид Пронин депутата сĕнÿ пачĕ /ÿкерчĕк çинче\. Тикашра хальхи ФАП кивĕ, кăмакапа хутса кăна ăшăтаççĕ, 2025 çулта тума палăртнă çĕнĕ ФАП строительствине васкатма çук-ши тесе те интересленеççĕ тикашсем.

Информаци кунне çĕнĕ клуба пухăннă Хĕрлĕçыр ял халăхĕ те ыйтусем хатĕрлесе хунă.

— Хĕрлĕçыр ял халăхĕ тăрăшнипе илемлĕ çуртра ларатпăр паян. Суйлава та халиччен лавкка складĕнче кăна ирттернĕ. Кăçал вара — çĕнĕ клуб­ра. Клуб территорине хăтлăлатмалла. Çĕнĕ ФАП та ĕçлет халĕ Хĕрлĕçырсемшĕн. Масар патне каякан çула юсамалла-ха тата пирĕн. Ялти çулсене те майламалла, - терĕ хăйĕн сăмахĕнче Тикашри территори пайĕн начальникĕ Валерий Нарсов. Ял çыннисем пур ыйтупа та Валерий Иванович патне тухаççĕ. Телеграмри ушкăн урлă та çыраççĕ хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене. «Водоканал» тулли мар яваплă обществăн техники Хĕрлĕçырти пĕр урама кĕрейменрен ăпăр-тапăр пухмалли контейнер площадки ытлашши тулса кайнă пулнă. Ăпăр-тапăра тиесе кайнă хыççăн та контейнерсем ларакан вырăнта таса мар сапаланса юлнă. Ял çыннисем пĕрле пухăнса ăна тасатасси çинчен калаçрĕç. Контейнер площадкисене ятарласа пăхса тăрассипе «Водоканалпа» килĕшÿ тумалли çинчен пĕлтерчĕç яваплă çынсем.

Екатерина Петровна Иванова «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн округри хăтлăх кĕртмелли обществăлла территорисемшĕн сасăлав пыни пирки каласа пачĕ, унта хутшăнма чĕнсе каларĕ, сасăлама куар-кодсем валеçсе тухрĕ. Çак программăна 2030 çулчченех тăснă, çавна май малашне Вăрмарти ытти объектсене те кĕртме май пулĕ çак программăна. «Пире пĕрлештерекен ялсен пĕр çемьери пек туслă пурăнмалла. Валерий Иванович Нарсов пире лайăх ертсе пырать. Çĕршыв Президенчĕ усă курма май паракан программăсене хутшăнса пĕрле туслă ĕçлемелле», - терĕ Владимир Николаевич Яковлев депутат ял çыннисем умĕнче. Информушкăн членĕсем ял çыннисен ыйтăвĕсене шута илсе тивĕçлĕ çĕре çитерме шантарчĕç.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика