«Спорт — пурнăç норми» федераллă проект 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче старт илнĕ. Вăл «Демографи» наци проекчĕн пайĕ шутланать. Цифрăсемпе илес пулсан, «Спорт — пурнăç норми» проектăн задачи — 2030 çул тĕлне Раççейре пурăнакан физкультурăпа тата спортпа туслă çынсен шутне 70% таран çитересси. Тĕп тĕллев — физкультура урлă çынсен пурнăç пахалăхне ÿстересси, спортпа çыхăнса тăракан пурнăç культурине йĕркелесси.

«Спорт — пурнăç норми» проект пурнăçланнă май массăллă спорт аталанса халăх хушшинче анлă сарăлать, çавăн пекех çынсене физкультурăпа туслă пулма условисем лайăхланаççĕ. Проект шайĕнче тĕрлĕ мастер-классем иртеççĕ, спортпа вĕрентÿ программисем пурнăçланаççĕ, çав шутра — массăллă спорт мероприятийĕсем те. Сăмахран, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ», «Хĕрлĕрех сарă тĕслĕ мечĕк», «Наци кросĕ», «Спортпа сывлăх декади», «Физкультурник кунĕ». Унсăр пуçне «Спорт — пурнăç норми» проект шайĕнче Раççейĕ­пех спортăн кивĕ объекчĕсене юсаççĕ тата çĕнĕ объектсем хăпартаççĕ, спорт шкулĕсемпе олимп резервĕн училищисене çĕнĕ инвентарьпе, хатĕрсемпе, техникăпа тивĕçтереççĕ.

4Хамăрăн спортсменсемпе мухтанатпăр

Вăрмар округĕнче те массăллă спорта аталанма мĕнпур условисем пур. А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕ спортăн 9 тĕсĕпе /велоспорт, çăмăл атлетика, волейбол, футбол, самбо, ирĕклĕ кĕрешÿ, бокс, шыв­ра ишесси, фитнес-аэробика\ ĕçлет. Унсăр пуçне ялсенчи культура çурчĕсем çумĕнче спортпа сывлăх клубĕсен ĕçне йĕркеленĕ. 2030 çул тĕл­не Раççейре пурăнакан физкультурăпа тата спортпа туслă çынсен шутне 70% таран çитерес задачăна пурнăçланă май Вăрмар муниципаллă округĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕ ĕçлекен çынсене физкультурăпа спорта явăçтарассине, физкультурăпа спорт клубĕсен ĕçне йĕркелессине мала хурать.

2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕ 55 çул тултарчĕ. Çак вăхăт хушшинче кунтан паллă спортсмен-велосипедистсем, кĕрешÿçĕсем, çăмăл атлетсем тата ыттисем те сахал мар тухнă. Вĕсен хушшинче Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕсем — 2, тĕн­че класлă спорт мастерĕсем — 4, СССР тата Раççей спорт мастерĕсем — 70, спорт мастерĕн кандидачĕсем — 120 ытла, пĕрремĕш разряда пурнăçланисем тата массăллă разрядлă спортсменсем — 1000 ытла.

1Александр КРАСНОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ:

«А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕ Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕпе, ЧР Спорт министерствипе, республикăри спорт федерацийĕсемпе пĕрле çулсерен 70-е яхăн спорт мероприятийĕ ирттерет. Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах Мăнçырма ялĕнче РФ спорт мастерĕн кандидатне А.Трофимова асăнса велоспорт-маунтинбайк енĕпе Раççей ша­йĕнчи ăмăртусем иртеççĕ. Çавăн пекех Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мас­терĕн С.В.Захарован парнисене çĕнсе илессишĕн, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне Н.И.Пуклакова асăнса çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусем, СССР спорт мастерне Н.Гренадерские асăнса çăмăл атлетика енĕпе республика шайĕнчи ăмăртусем иртеççĕ. СССР спорт мастерĕсене С.С.Уливанова тата Н.А.Сейфуллина асăнса самбо енĕпе турнирсем, Олимп чемпионĕн В.С. Соколовăн парнисене çĕнсе илессишĕн бокс енĕпе турнир йĕркелетпĕр. Унсăр пуçне йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн Вăрмар округĕн чемпионачĕсем, аслă ÿсĕмри çынсем хушшинче «Активлă вăрăм ĕмĕр» фестивальсем, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн мини-футбол енĕпе турнир тата ытти мероприятисем те иртеççĕ.

Пирĕн спортсменсен юлашки çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăрар-ха. Вăрмар самбисчĕсен команди «Раççей çар мухтавĕн Кубокĕ» Пĕтĕм Раççейри шкулсен лигинче кĕмĕле çĕнсе илнĕ. Светлана Егорова çăмăл атлетика енĕпе ветерансем хушшинче Раççей чемпионĕ, Чăваш Республикинчи пенсионерсен «Активлă вăрăм ĕмĕршĕн» Спартакиадин çĕнтерÿçи, йĕлтĕрпе чупассипе республикăри ГТО фестивалĕн призерĕ пулнă. Вăрмар округĕн команди Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен XXI Спартакиадин бронза призерĕ пулма тивĕçнĕ. Алексей Анисимов велоспорт енĕпе Раççей Кубокĕн бронза призерĕ пулнă. «Урмары ФК» команда ветерансем хушшинче мини-футболла выляссипе Красноармейски округĕн ăмăртăвĕнче кĕмĕле çĕнсе илнĕ. Мухтанатпăр вĕсемпе, малашне те ăнăçу сунатпăр!»

Тĕп юсав ĕçĕсем ирттернĕ

2023 çулта А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕ «ПСК «Империя» тулли мар яваплă обществăпа 28 144 600 тенкĕлĕх килĕшÿ туса тĕп юсав ĕçĕсем ирттернĕ. «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче пысăк бассейнăн чашине, бассейн тăррине юсанă, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсенче, бассейнсен чашисем тавра ăшă урай, плитка сарнă, ачасен душевăйне, санузелсене юсанă, алăксене улăштарнă, тренажер залĕнче тата фитнес-залра спорт линолеумĕ сарнă, электромонтаж ĕçĕсем пурнăçланă тата ытти те. Спорт çуртĕнче вентиляци тытăмне юсанă.

6Сергей Архипов, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ:

«Паллах, çамрăксене спорта явăçтарасси спорт шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕн­че тĕп тĕллевсенчен пĕри, анчах аслă ÿсĕмри çынсене те пысăк тимлĕх уйă­ратпăр. Акă, 55 çулхи тата аслăрах хĕрарăмсем, 60 çулхи тата аслăрах арçынсем А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн спортзалне тата бассейна ятарлă графикпе тÿлевсĕр çÿреме пултараççĕ. Тĕп юсав хыççăн «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче те, спорт çуртĕнче те сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемшĕн сыв­лăха çирĕплетме, спортпа туслă пулма условисем татах лайăхланнă».

ГТО юхăмĕ аталанать

Вăрмар округĕнчи физкультурăпа спорт аталанăвĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн /ГТО\ тÿпи пысăк. Округра ГТО нормативĕсене пурнăçлама хатĕрленмелли спорт площадки йĕр­келенĕ. «Ĕçпе хÿтĕлеве ха­тĕр» физкультурăпа спорт юхăмне 4658 ентешĕмĕр /е округра пурăнакансен йышĕнчен 23,02%\ хутшăннă. Çав шутра 2023 çулта нормативсене пурнăçлама 619 çын кăмăл тунă, 2022 çулта — 1558 çын, 2021 çулта — 310 çын.

2Алексей Терентьев, Кавалти тĕп шкулти директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи:

«Эпĕ спортпа яланах туслă пулнă, мана футбол, волейбол вăййисем килĕшеççĕ. ГТО нормативĕсене пурнăçласа хамăн вăя тĕрĕслес терĕм. Йĕлтĕрпе 5 км чупса тухасси маншăн çăмăлах пулмарĕ, 700 грамлă снаряд ывăтассине вара чăрмавсăрах пурнăçларăм. ГТО комплексĕн тĕрĕслевĕсем витĕр тухса ылтăн паллăна тивĕçрĕм. Спорт ахаль пурнăçра та пулăшать, сывлăха та, кăмăла та çирĕплетет. Пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, ГТО юхăмне хутшăнма сĕнетĕп. Спорт — вăл пурнăç!»5

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика