1Чăваш Республики — «Культура» наци проектне активлă хутшăнакан регион. 5 çул хушшинче, 2019 çултан пуçласа, «Культура хутлăхĕ» проект шайĕнче республикăри хуласемпе районсенче 25 учреждени хăпартнă, реконструкциленĕ тата тĕпрен юсанă, 33 учрежденине хальхи йышши оборудованипе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех «Культура» наци проекчĕ пурнăçланнипе ялсенче 11 клуб хута янă, Çĕрпÿре республикăри пĕрремĕш Культура аталанăвĕн центрне уçнă, 3 клуба тата ачасен 9 искусство шкулне тĕпрен юсанă, 8 автоклуб туяннă.

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн минист­рĕ Светлана Каликова палăртнă тăрăх, «Культура» наци проекчĕн пĕтĕм енĕсем республика бюджечĕн укçи-тенкипе татах вăйланаççĕ. «Культура аталанăвĕ» прог­рамма шайĕнче эпир республика бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе кăçал ялсенче 5 культура çурчĕ хăпартатпăр. Унсăр пуçне «Чăваш Респуб­ликинчи ял территорийĕсен комп­лекслă аталанăвĕ» программа та ĕçлет. Вырăнти халăх пуçарулăхĕпе тата вырăнти бюджетсем пулăшнипе модульлĕ 9 культура çурчĕн строительствине пурнăçлама палăртнă. 20 культура учрежденийĕн­че кăçал тĕп юсав ĕçĕсем ирттермелле, 8 библиотекăна модельлĕ стандартпа килĕшÿллĕн модернизацилеме планланă», — тет Светлана Анатольевна.

«Культура» наци проекчĕ ша­йĕнче Вăрмар округĕнчи Чулкасри культура çуртĕнче те чылай ĕçсем пурнăçланă. 150 вырăнлăх культура çурчĕ те, библиотека та, территори пайĕн администрацийĕ те пĕр çуртра вырнаçнă кунта. Культура çурчĕн заведующийĕ Андрей Иванович Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, республика пулăшнипе кăçал клуб валли 658 898 тенкĕлĕх аппаратура /колонкăсем, сабвуфер, микрофонсем тата ытти те/, çавăн пекех чă­ваш кĕписем заказ тунă. Вĕсене кĕçех кÿрсе килмелле. 2023 çулта куракансен залĕ валли 420731 тенкĕлĕх креслосем туяннă. 2021 çулта пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса çуртăн фасадне тĕпрен юсанă, пурĕ 1 509 000 тенкĕ ытла тăкакланă. 2020 çулта культура çуртне шалтан юсанă: урайне çĕнĕрен сарнă, тÿпене юсанă, çĕнĕ сцена тунă, унсăр пуçне электричество, хутса ăшăтмалли тытăмсене çĕнетнĕ, алăксемпе чÿречесене улăштарнă.

Халĕ культура çуртĕнче питĕ ăшă, çутă, хăтлă. Кунта темиçе тĕр­лĕ кружок, творчествăлла пĕрлешÿсем ĕçлеççĕ. Çынсем юрлама, ташлама, сĕтелçи теннисла, шашкăлла тата шахматла выляма çÿреççĕ. Клубра тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ, хуларан эстрада юрăçисем те концертпа килсе çÿреççĕ, халăх йышлă пухăнать.

Андрей Иванович культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлне тÿрĕ кăмăлпа тытса, йĕркелесе пырать. Ăна мăшăрĕ — культорганизатор пулса ĕçлекен Елена Вячеславовна пулăшать. Ачисем те талантлă вĕсен: Рома гитара калать, Николайпа Милана юрлаççĕ. Сăмаха май, Андрей Ивановичăн амăшĕпе ашшĕ те — Альбина Геннадьевнăпа Иван Павлович Игнатьевсем — хăйсен ĕç кун-çулне Чулкасри культура çурчĕпе çыхăнтарса тивĕçлĕ канăва тухнă.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика