orod«Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» программи шайĕнче Чăваш Респуб­ликинче тĕрлĕ енлĕ ĕç пурнăçланать. 2017 çултан пуçласа парксемпе скверсен сăн-сăпачĕ тата общество хутлăхĕсем çĕнелсе улшăнаççĕ. Эпир çакна куратпăр», - палăртнă Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

2023 çулта республикăра 780,7 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Пĕтĕмлетÿсемпе ятарлă канашлура ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Михаил Коледа паллаштарнă. «Пĕтĕмĕшле калăпăшран 51 процент нумай хваттерлĕ çуртсен строительстви — 397,3 пин тăваткал метр. Уйрăм çурт-йĕр строительствин калăпăшĕ 383,4 пин тăваткал метрпа танлашнă. Республикăри 15,6 пин çемье хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă», - тенĕ министр.

2023 çулта «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» программăпа килĕшÿллĕн Вăрмар поселокĕнче Новая урамĕнчи территорие юсанă. Ĕçсене «Стройтрест-2» тулли мар яваплă общество пурнăçланă, пĕлтĕр кĕркунне вĕçленĕ. Проектпа килĕшÿллĕн картишĕнче тротуарсене, автомашинăпа çÿремелли çула тунă, ларкăчсем вырнаçтарнă. Поселокра пурăнакансем çакăншăн питĕ кăмăллă.

Çавăн пекех поселокри тĕп площадь те «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» программăпа çĕнелсе улшăнчĕ. Тĕп площадьри кивĕ асфальта ватса плитасем хурса брусчатка сарнă. Çакăнта малашне кану валли илĕртÿллĕ вырăн пулса тăмалла. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кунта хăтлăх кĕртме 6 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă. Тĕп площаде хăтлăх кĕртесси икĕ тапхăрпа иртет. Иккĕмĕш тапхăрĕ кăçал иртмелле. Поселокра пурăнакансем валли ача-пăча площадкисем, спорт тренажерĕсем, ларкăчсем вырнаçтарĕç, сценăна, урама çутатакан фонарьсене улăштарĕç. Ку объекта çĕнетсе улăштарассишĕн округ çыннисем иртнĕ çул он-лайн сасăлав вăхăтĕнче пĕлтернĕ пулнă.

Çавăн пекех «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕпе нумай хваттерлĕ çуртра сусăр çынсем валли 3 пандус вырнаçтарнă. Поселокри Киров урамĕнче чарăну павильонĕсем лартнă. Вăрмарти Культурăпа кану паркĕнче туй уçланки уçнă.

«Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ĕçсем кăçал та малалла пырĕç.

Унсăр пуçне хальхи вăхăтра «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» федераллă проекчĕпекилĕшÿллĕн Чăваш Республикинче пурăнакансем хăтлăх кĕртмелли объектсемшĕн сасăлава хутшăнаççĕ. Сасăлав вĕçленсе те пырать ĕнтĕ. Вăл апрелĕн 30-мĕшĕччен пырать. Вăрмар муниципаллă округĕнче пурăнакансем тăватă объектран пĕриншĕн сасăлама пултараççĕ. Вăрмар округĕн­чи сасăлава тăратнă объектсем: Ленин урамĕнчи сквер /интернационалист-салтаксене тата Çĕнтерÿçĕ-салтак ячĕпе лартнă асăну палăкĕсен территорийĕ\, Вăрмар поселокĕнчи Свердлов урамĕн­чи парк, Кивĕ Вăрмар ялĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăк умĕнчи лаптăк, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсене асăнса лартнă Мăнçырма ялĕнчи аллея. Вĕсенчен чи нумай сасă пухакан территорие 2025 çулта хăтлăлатĕç.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика