photo 2024 07 02 10 45 22god semi logo 2«Демографи» наци проекчĕ — Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Хушăвĕпе çĕршывра 2019-2024 çулсенче пурнăçланакан наци проекчĕсенчен пĕри. Асăннă наци проекчĕн ĕçĕ-хĕлĕ çемьесене ача çуралсан пулăшу кÿрессипе, 3 çул тултарман ачасене шкул умĕнхи вĕрентÿпе тивĕçтерме условисем туса парассипе, çынсене сывă пурнăç йĕркине, физкультурăпа спорта явăçтарассипе, ватă çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă. «Демографи» наци проекчĕ шайĕнче Чăваш Республикинче 5 проект ĕçлет: «Çемьесене ача çуралсан укçа-тенкĕпе пулăшасси», «Ĕçпе тивĕçтересси», «Аслă ăру çыннисем», «Обществăлла сывлăха çирĕплетесси», «Спорт — пурнăç норми».

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çемьесене пулăшас тата çемье хаклăхĕсене упраса хă­варас, уйрăмах нумай ачаллă, нумай ăруллă çемьесене тимлĕх парас тĕлĕшпе 2024 çула Раççейре Çемье çулталăкĕ тесе йышăннă. Çемье çулталăкĕн тĕллевĕсем «Демографи» наци проекчĕн тĕп енĕсемпе пĕр килеççĕ.

photo 2024 07 02 10 48 28Нумай ачаллă çемьесем — обществăн тата наци аталанăвĕн тĕревĕ. РФ вице-премьерĕ Татьяна Голикова палăртнă тăрăх, çĕршывра юлашки 5 çул хушшинче 3 ачаллă çемьесен шучĕ ÿссе пырать /11,5% ÿснĕ\. 3 е ытларах ача çитĕнтерекен çемьесен шучĕ 2,3 миллионпа танлашнă.

Вăрмар муниципаллă округĕнче те нумай ачаллă çемьесем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Пуд­риковсен пур енчен те ырă тĕслĕхлĕ çемйи. Кристина Алексеевнăпа Сергей Петрович 3 ачана — 2 ывăлпа 1 хĕре — кун çути парнеленĕ, вĕсене чун ăшшипе тĕрĕс вос­питани парса ÿстереççĕ.

Ĕç кун-çулне Кристина Алексеевнăпа Сергей Петрович иккĕшĕ те вĕрентÿ сферипе çыхăнтарнă. Кристина Алексеевна Мăнçырма ялĕнчен. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чă­ваш патшалăх педагогика университечĕн биологипе хими факультетне пĕтернĕ хыççăн пĕр вăхăт Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта биологи вĕрентнĕ. Унтан Вăрмарти Ача-пăча пултарулăх çуртĕнче методистра ĕçленĕ. 2016 çултанпа асăннă организацин директорĕнче вăй хурать. Анчах вĕрентекен ĕçне те пăрахмасть, Энĕшпуç шкулĕн­че биологи предметне вĕрентет.

photo 2024 07 02 10 45 32Сергей Петрович Вăрмар поселокĕнчен. Мĕн ачаран велоспортпа туслă пулнăран шкул хыççăн Шупашкарти олимп резервĕн училищине вĕренме кĕрет. Çавăн чухнех велоспорт енĕпе спорт мас­терĕн нормативне хÿтĕлет. Алла диплом илсен 2 çул çарпа сывлăш çарĕсенче службăра пулса çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлать. Тăван тăрăха таврăнсан А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче шыв­ра ишессипе инструкторта, велоспорт енĕпе тренерта ĕçлет. Кая­рах кун-çул сукмакĕ ăна çĕршывăмăрăн тĕп хулине илсе çитерет. Пĕр хушă унта ĕçлесе илнĕ хыççăн 2020 çулта вăл каллех Вăрмарти спорт шкулне таврăнать, паянхи кун велоспорт енĕпе тренер-преподавательте, çавăн пекех Вăрмар поселокĕнчи «Родничок» ача садĕнче физкультура енĕпе инструкторта тăрăшать.

«Эпир пулас мăшăрăмпа 2009 çулта пĕрлехи юлташсем урлă паллашнă. Пĕр-пĕрне килĕштерсе 2 çул хĕрпе каччă пек тĕл пулнă хыççăн çемье çавăртăмăр. Çемье йышĕ хушăнса пычĕ. Малтан çут тĕнчене Иван килчĕ, вăл çак кунсенче 13 çул тултарать, кăçал 6-мĕш класс пĕтерчĕ. Унтан Константин çуралчĕ, вăл халĕ 10 çулта, кăçал 5-мĕш класа куçрĕ. Вĕсем хыççăн пире савăнăç кÿрсе çемьене Александра килчĕ, вăл 5 çулта, «Родничок» ача садне çÿрет, — каласа парать Кристина Алексеевна. — Малтанлăха пирĕн хамăрăн уйрăм хваттер е çурт пулман. «Ял территорийĕсен 2014-2017 çулсенчи тата 2020 çулчченхи тапхăрти çирĕп аталанăвĕ» программа шайĕнче çамрăк çемьесене паракан социаллă тÿлевпе, амăшĕн капиталĕпе усă курса тата хамăрăн укçа-тенкĕне хушса 2018 çулта Вăрмар поселокĕнче хваттер туянтăмăр. Халĕ ура çинче çирĕп тăратпăр, ĕçлетпĕр, ачасене ÿстеретпĕр. Шухăшласа пăхсан, 3 е ытларах ача çуратма шикленмелле те пек. Анчах хальхи вăхăтра патшалăх нумай ачаллă çемьесене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрет, пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшать, пособисемпе тивĕçтерет тата ытти те. Урăхла каласан, çемьесене ыранхи куна хăюллăн пăхма, ачасене телейлĕ ачалăх парнелеме пĕтĕм майсем туса парать».

photo 2024 07 02 11 02 01Телейлĕ ачалăх — унран пĕл­терĕшли мĕн пултăр? Кристина Алексеевнăпа Сергей Петрович та хăйсен тĕпренчĕкĕсем телейлĕ, савăнăçлă, кашни кунпа киленсе, ырă курса ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ. Хăйсем те сывă пурнăç йĕркине тытса пынă май ывăлĕсемпе хĕрне те çавнах хăнăхтараççĕ. Ваньăпа Костя, акă, иккĕшĕ те ашшĕ çулĕпе кайса Вăрмарти спорт шкулĕн­че велоспорт енĕпе хăйсен пултарулăхне туптаççĕ, рес­публика, çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенче мала тухаççĕ. Пĕчĕк Саша çулталăк ытла ĕнтĕ «Степ» ташă студине çÿрет. Нумай пулмасть вĕсен ушкăнĕ республика шайĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă.

Пудриковсем çемйипех тĕрлĕ конкурссене, ăмăртусене хутшăнаççĕ. 2016 çулта вĕсем «Çемье çулталăкĕ» конкурсăн республикăри тапхăрĕнче район чысне хÿтĕленĕ. Çулсеренех ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен «Спорт çемйи» фестивале хутшăнса пĕрре кăна мар мала тухнă. «Ялта чи лайăххисем» агрослетран та айккинче юлмаççĕ. Кăçал, сăмахран, агрослетра иртнĕ «Спорт çемйи» конкурсра дартс енĕпе 1-мĕш, эстафетăра 2-мĕш, пĕтĕмĕшле командăра ăмăртса 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Кристина Алексеевнăпа Сергей Петрович педагогсен «ТатЧуМара» турслетне те активлă хутшăнаççĕ, кăçал вĕсем командăра ăмăртса 2-мĕш вырăн йышăннă.

photo 2024 07 02 11 02 09Çемьене тата ытларах çирĕп­летес тĕллевпе хăйсем çеç е тă­ва­нĕсемпе тата юлташĕсемпе пĕр­ле час-часах кÿлĕ хĕрне çĕр каçмалла тухса çÿреççĕ Пудриков­сем. «Палаткăра çывăрни, пулă тытса кăвайт çинче пулă яшки пĕçерни, çутçанталăк ытамĕнче пулни ачасене питĕ килĕшет. Вĕсемпе пĕрле эпир те савăнатпăр. Пĕ­тĕ­мĕшле каласан, эпир тулли пурнăçпа пурăнатпăр, вăхăт таппи хыççăн ĕлкĕрсе те пыма çук. Юрать-ха, хамăрăн аннемĕрсем, ача­сен асламăшĕпе кукамăшĕ /вĕсем иккĕшĕ те Елена Николаевна ятлă/ пулăшса пыраççĕ, тавах вĕсене», — тет Кристина Алексеевна.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика