Тимлĕх уйăрни, ăшă сăмах калани малалла пурăнма хавхалантарать
Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ватăсемпе сусăр çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Арапуçĕнчи стационар уйрăмне халăхра çăмăл чĕлхепе «ваттисен çурчĕ» тесе калаççĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлне хăйсене хăйсем пăхайман 55 çултан аслăрах хĕрарăмсене тата 60 çултан аслăрах арçынсене, 18 çултан аслăрах I тата II ушкăнри сусăр çынсене стационар условийĕсенче пулăшу кÿрес тĕллевпе йĕркеленĕ.
Арапуçĕнчи ваттисен çуртĕнче паянхи кун тĕлне 28 çын хÿтлĕх тупнă. Тĕрлĕ шăпаллă, кун-çулĕ те кашнин хăйне майлă иртнĕ вĕсен, анчах пурне те тимлĕх кирлĕ пулни пĕрлештерет. Ваттисен çуртĕнче вĕсене вăхăтра апатлантараççĕ, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ, пÿлĕмсенче таса, хăтлă, ăшă. Анчах çакăнтан та пĕлтерĕшли — кунта вĕсем пĕр-пĕринпе калаçса, хутшăнса чунĕсене йăпатаççĕ, уйрăмра вăй хуракан ĕçченсем ăшă сăмахсемпе вĕсен кăмăлне çĕклеççĕ, тунсăх авăрне путма памаççĕ.
Пурĕ 14 çын ĕçлет ваттисен çуртĕнче. Заведующи пулса чылайранпа Вера Вячеславовна Васильева тăрăшать. Ĕç задачисене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать вăл, уйрăм ĕçĕ-хĕлне яваплăн тытса пырать. Унсăр пуçне социаллă ĕçченсем, ватăсемпе сусăрсене пăхма пулăшакансем, поварсем, рабочи тата хуралçăсем ĕçлеççĕ.
Ваттисен çуртĕнче кашни пÿлĕмре пĕрер, икшер е виçшер çын пурăнать. Пурне те выртса тăмалли вырăнпа, сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Учрежденинче апат пĕçермелли уйрăм блок тата апатланмалли пÿлĕм пур, кунне 4 хутчен апатлантараççĕ. Санитарипе гигиена пÿлĕмне сусăр çынсене валли ятарласа адаптациленĕ, кунта ванна, душ кĕме пулать. Çавăн пекех мероприятисем ирттерме пысăк фойе пур.
Паллах, ватăсене те, сусăрсене те тăтăшах медицина пулăшăвĕ кирлĕ. Ку тĕллевпе Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр Вăрмар районĕнчи тĕп больницăпа килĕшÿ тунă. «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» федераллă проекчĕ шайĕнче илнĕ транспортпа усă курса уйрăм ĕçченĕсем ваттисен çуртĕнче пурăнакансене тухтăр патне больницăна чăрмавсăрах илсе çÿреççĕ.
Уйрăм çуртне юсавлăхра тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа юсав ĕçĕсене пурнăçлассине куçран вĕçертмеççĕ кунта. 2023 çулта, сăмахран, тĕп юсав ĕçĕсем пурнăçланă: çурт çивиттине, фасадне, отмосткăсене юсанă, шалта та ĕçленĕ — пÿлĕмсене юсаса çĕнетнĕ. 2024 çулта пушар сигнализацийĕн тытăмне пĕтĕмпех улăштарнă. Ĕçсене пурнăçлама хăйсен тата республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курнă.
Ваттисен çуртĕнче хÿтлĕх тупнă çынсен кулленхи пурнăçĕ интереслĕ те усăллă ирттĕр тесе кунта «Симĕс тĕнче», «Пурăнма аван!», «Пурнăç тĕсĕсем» проектсем пурнăçланаççĕ. Ватăсемпе сусăрсен сывлăхне çирĕплетес, вĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшас тĕллевпе «Скандинави утти» технологипе, «Сыватакан йога» практикăпа усă кураççĕ. Сăмаха май, Арапуçĕнчи ваттисен çуртĕнче пурнăçланакан «Сыватакан йога» практика 2023 çулта «Смартека» платформăра ватă çынсемпе ĕçлемелли практикăсем хушшинчи конкурсра финалист пулнă.
Çавăн пекех уйрăм ĕçченĕсем ватăсен кăмăлне çĕклеме, вĕсене ырă лару-тăрупа тивĕçтерме ытти мероприятисем те ирттереççĕ: вĕсене ÿкерчĕксем ÿкерттереççĕ, юрă-кĕвĕ итлеттереççĕ, кĕнеке вулаттараççĕ, чĕрчунсене пăхас, чечек лартса ÿстерес тата ытти усăллă ĕçсене хутшăнтараççĕ. Унсăр пуçне ваттисен çуртĕнче кружоксемпе клубсем те ĕçлеççĕ: «Вăрах калаçу», «Пултарулăх мастерскойĕ», «Диагональ», «Медицина лекторийĕ», «Чей чашки умĕнче», «Сывă пурнăç йĕрки».
Ваттисен çуртĕнчи тепĕр ырă йăла вăл — кунта пурăнакан кашни çыннăн çуралнă кунне пурте пĕрле пухăнса, чей ĕçсе, торт çисе, калаçса ларса паллă тăвасси. Тимлĕх уйăрни, ăшă сăмах калани вĕсемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ, вĕсен чунне савăнтарать, малалла пурăнма хавхалану кÿрет.
«Халăхăн пурнăç пахалăхĕ – тĕп приоритет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Эвелина Михайлова. Кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.