Сывлăхлă пуласси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси – модăра
Психоактивлă япаласемпе çыхăннă чирсем пирки тăтăшах профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ пулсан та, вĕсем вилĕм патне илсе çитересси пирки чылай информаци илсе кăтартаççĕ пулин те актуаллăхĕ пĕрре те чакмасть. Ку пăхăну çаврăмне кĕрсе ÿкнĕ кашни çыннăн кăна мар, унăн çемйин, пĕтĕм обществăн йывăрлăхĕ. Психоактивлă япаласен сиенлĕ витĕмĕ пирки тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси çинчен Вăрмарти тĕп больницăн психиатрĕпе, психиатр-наркологĕпе Вячеслав Андреевич СЕМЕНОВПА тĕл пулса калаçрăмăр.
— Вячеслав Андреевич, тухтăр пулнă май Сирĕн ĕç — сиенлĕ йăласен тыткăнне лекнĕ çынсене пулăшасси. Паянхи кун тĕлне мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр ку енĕпе?
— Пирĕн кулленхи ĕç — çынсен психикипе çыхăннă чирĕсене тупса палăртса вĕсене сыватасси, психоактивлă япаласен авăрне кĕрсе ÿкнĕ çынсене пулăшасси, вĕсене тĕрĕс çул çине тăратасси, çавăн пекех çамрăксене усал чир-чĕртен сыхлама вĕсемпе профилактика ĕçĕсем ирттересси. Сиенлĕ япаласене ан тытчăр тесе тăрăшатпăр. Психоактивлă япаласен шутне эрех, сăра, наркотиксем, токсикоманиллĕ веществосем кĕреççĕ. Паянхи кун Вăрмар районĕнчи тĕп больницăн поликлиникинче наркологи кабинетĕнче пирĕн патĕнче 200 ытла çын шутланса тăрать. Вĕсем хушшинче психоактивлă япаласен авăрне кĕрсе ÿкнĕ, ытларах эрех ĕçсе кайса сăнава лекнисем. Шупашкарти наркологи диспансерĕнче сипленсе выртса тухнă хыççăн пирĕн пата тĕрĕсленсе тăма яраççĕ вĕсене ытларах чухне. Эрех серепинчен хăтăлас текенсене хамăр та Шупашкара наркологи диспансерне сипленме яма пултаратпăр, амбулатори мелĕпе те сывататпăр. Хамăрăн район больницин тĕрлĕ уйрăмĕсене эрех ĕçсе ÿсĕрĕлсен лекнĕ пациентсене те пăхатпăр.
Сиенлĕ йăла авăрне кĕрсе ÿкнĕ çын хăй ирĕкĕпе тухтăр патне килни сайра-хутра кăна пулать. Ытларах тăванĕсем çине тиенет çак йывăрлăх. Тухтăрпа пĕрле ĕçлесен, вăл каланине итлесен, мĕн хушнине туса пырсан алкоголизма çĕнтерме пулатех. Анонимлă та сипленме пулать пирĕн патĕнче.
Эрех нумай ĕçсен чи малтан пĕвер сиенленет. Сăра е джин-тоник куллен ăша яни те япăх витĕм кÿрет. Эрехпе туслашсанах малтанхи тапхăрта пĕверте çу пуçтарăнма пуçлать, пĕвер пысăкланать. Ку тапхăрта эрех ĕçме пăрахсан сывлăха сиплеме пулать. Пĕвер шыçать, унти клеткăсем вилме тытăнаççĕ. Пĕвер япăх ĕçлет. Ку тапхăрта кĕленчене алла тытмасан чир аталанăвне чарма май пур, анчах чылай вăхăт сипленмелле. Кайран та больницăна час-часах çÿреме тивĕ. Ку тапхăрта пĕвер циррозĕ пуçланать, анчах ку чухне сиплев те пулăшмасть. Ĕçме пăрахмасан усал шыçă та аталанать. Сывалас шанăç та çук. Эрех ĕçекенĕн малтанхи вăхăтрах сывлăх хавшама тытăнать: вăл хăвăрт ывăнать, вăйсăрланать, пĕрмай çывăрать, хăсас килет. Алкогольпе малалла та айкашсан çын начарланать, ÿт температури час-час ÿсет, ÿт саралать. Цирроз пуçлансан сылтăм енче ыратать, сарра каять, хăшĕ-пĕрин ÿт кĕçĕтет, хырăмра шыв тулать. Пĕвер ан чирлетĕр тесен мĕн тумалла-ха? Чи малтан эрех-сăра ĕçме пăрахмалла, йĕркеллĕ апатланмалла, сиплев терапийĕ кирлĕ.
– Пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленекен шкул ачисемпе, çамрăксемпе те ĕçлеме тивет Сирĕн. Вĕсем пуринчен ытла сиенлĕ йăласене питĕ хăвăрт хăнăхса кайма пултараççĕ. Ку енĕпе лару-тăру еплерех?
– 14 çултан пуçласа 17 çулчченхи çула çитмен шкул ачисене кашни çулах январьтен пуçласа май уйăхĕччен ятарлă графикпе медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларатпăр, вĕсене ытларах психика тĕлĕшĕнчен тĕрĕслетпĕр, вĕсен пĕлÿ шайне те ыйтусемпе тестсем урлă палăртатпăр. Хальхи шкул ачисем вĕренесшĕн мар. Пурте мар ĕнтĕ, анчах чылайăшĕ. Каччăсене çара кайма юрăхлă е юрăхлă маррине те палăртатпăр.
Çамрăксем хушшинче электронлă сигарет туртакансем нумай паянхи кун. Вĕсем хушшинче хĕрсем нумаййи пăшăрхантарать. Электронлă сигаретăн сиенĕ ахаль пирус туртнинчен пĕрре те кая мар. Пур çĕрте те вĕсен усал витĕмĕ пирки калаçатпăр пулин те, çамрăксем пĕр-пĕрне кура нумайăшĕ туртаççĕ. Пирĕн сывлăх 50 процент ытла хамăрăн кулленхи пурнăçран килет, анчах, шел те, чылайăшĕ организма психика тĕлĕшĕнчен япăх витĕм кÿрекен алкогольпе, никотинпа наркăмăшлантарса хавшатать. Никотин шалти органсене çеç мар, ÿте те ватăлтарать, шăл та тĕсне улăштарса илемсĕрленет. Сиенлĕ йăлапа туслисем хăйсен ÿсĕмĕнчен аслăрах курăнаççĕ. Çамрăклах пирус туртма пуçланă хĕрарăмăн сасси улшăнать, чĕрни сарăхать, çÿçĕ сайраланать, ÿчĕ пĕркеленет. Никотин чи малтанах пуç мимине япăх витĕм кÿрет. Унпа пĕрле çын организмне наркăмăшлă тикĕт /сухăр\, сĕрĕм газĕ, метан, метанол, бутан, аммиак лекеççĕ. Вĕсем пурте пуç мимин клеткине аркатаççĕ. Чи хăрушши вара — вĕсем пирус туртакан çыншăн кăна мар, унпа пĕрле пурăнаканшăн та сиенлĕ. Вĕсен те иммунитечĕ хавшать, сывлав органĕсен чирĕсем аталанаççĕ. Тĕрĕссипе, çыннăн организмĕнче никотин сиенлемен орган çук. Пурнăç çав тери хаклă, унта никотинпа алкоголь ан пултăр.
Ачасене эпир ашшĕ-амăшĕ ирĕк парсан кăна тĕрĕслеме пултаратпăр. Саккуна пăхăнса ĕçлес пулсассăн аслисен ирĕкĕсĕр эпир нимĕн те тума пултараймастпăр. Енчен те ашшĕ е амăшĕ хăйĕн ачи психоактивлă япаласемпе усă курнипе курманнине пĕлес терĕ пулсассăн пирĕн кабинета илсе килме пултарать. Ачапа калаçатпăр, Шупашкара наркологи диспансерне анализсем пама яратпăр, хăшĕ-пĕрисенне кунтан та илсе яма пултаратпăр. Наркомансем пирĕн сăнавра çук хальхи вăхăтра. Çапах та наркотиксен сиенĕ пирки тепĕр хутчен аса илтерсе хăварни вырăнлă. Наркотик сывлăха сиен кÿрет, çын пурнăçне тĕп тăвать. Нумайăшĕ наркотик киленÿ кÿрет тесе шухăшлать, анчах ку малтанлăха кăна. Кайран наркотик çын организмне пĕтерме пуçлать, çавăнпа та ăна нихăçан та ăша ямалла мар. Ăна тутанса пăхма сĕнекенсенчен пăрăнса çÿремелле. Наркомана епле уйăрса илмелле-ха? Вăл усалланать, çывăх çынсемпе хутшăнма пăрахать, суйма пуçлать, питĕ тарăхать, ăна пурнăçра нимĕн те интереслентермест. Наркотике пĕрре ăша ярать, тепре... Кайран унсăрăн пурăнайми пулать. Наркотик тупасси уншăн кулленхи тĕллев пулса тăрать, çавăнпах вăл преступлени тума та пултарать. Наркотик — организма тĕп тăвакан наркăмăш. Вăл çирĕп сывлăхлă çынна та ураран ÿкерет. Шалти органсене пысăк сиен кÿнипе сиплеме те çăмăл мар. Наркомансен пурнăçĕ кĕске: вăл хăй çине алă хурать е пĕр-пĕр чире /СПИД, гепатит\ пула вилет. Унашкаллисен вилĕмĕн виççĕмĕш сăлтавĕ — пысăк доза.
– Тухтăр кабинетĕнче пациентшăн ăна кăмăллăн йышăнни, ăнланни, сывалма пулăшни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эсир çынсемпе чăвашла та, вырăсла та калаçса кăмăллăн йышăнма тăрăшатăр. Вăрмар халăхĕ ытларах мĕнле ыйтупа килет сирĕн кабинета? Мĕн суннă пулăттăр Эсир пурне те?
– Ытларах аслă ÿсĕмри çынсем çÿреççĕ пирĕн пата паянхи кун. Пуç енчен аптăранă, аташма, манма пуçланă сăлтавсемпе ытларах килме пуçларĕç. Вĕсене те сиплетпĕр. Унсăр пуçне медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма, тĕрлĕ справкăсем илме те чылаййăн çÿреççĕ. Çынсене медицина пулăшăвĕ кÿрессипе Елена Валерьяновна Эверсковăпа пĕрле туслăн ĕçлетпĕр, пĕр кабинетра 2000 çултан пĕрле эпир.
Хамăр район больницине çамрăк тухтăрсем ытларах ĕçлеме килсен питĕ аванччĕ. Специалистсем çитмеççĕ. Çакăншăн чĕре ыратать. Çамрăксем ĕçлеме килни района та малалла аталанма май парĕ. Çынсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, уçă сывлăшра ытларах çÿреме, тĕрĕс апатланма, вăхăтра çывăрма, спортпа туслашма сунатăп. Ватăлса пынă май хăш-пĕр çын манма пуçлать, пурнăçри хăш-пĕр саманта ас туса юлаймасть. Шăпах çавăнпа ăс-пуçа ялан ĕçлеттермелле. Кулленхи ĕçпе çыхăнман ĕçсем тăвăр. Тĕслĕхрен, сасăпа вулăр, сăвăсене пăхмасăр калама вĕренĕр. Стресс чухне ытлашши кулянмалла мар, хĕпĕртÿллĕ самант ытларах пулмалла.
Сывлăхлă пуласси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси халĕ модăра.
«Халăхăн пурнăç пахалăхĕ – тĕп приоритет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Эвелина Михайлова хатĕрленĕ.