Ларионов Е

Пирĕн паттăр ентешĕмĕре — Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, 2022 çулхи сентябрь уйăхĕнчен мобилизаци йĕркипе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Евгений Николаевич Ларионов сержанта РФ Президенчĕн Хушăвĕпе çак кунсенче «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă.

Запорожск облаçĕнче службăра тăраканскере 2 çул хушшинче ытти хисеплĕ наградăсемпе те чысланă. Çар задачисене ăнăçлă пурнăçланăшăн, дисциплина енчен ырă тĕслĕхлĕ пулнăшăн, хăюлăхпа палăрнăшăн 2 хутчен çар чаçĕн командирĕн грамотине, «Ятарлă çар операцийĕн участникне» медале тивĕçнĕ вăл.

Тăван Арапуç ялĕнче Евгений Николаевичăн амăшĕ Галина Петровна пурăнать. «Женя шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ, унăн ашшĕ те — Николай Дмитриевич — ăслă-тăнлă çын пулнă /шел, 5 çул каялла çĕре кĕчĕ\. Темшĕн шкул хыççăн аслă пĕлÿ илес темерĕ, тÿрех салтака кайрĕ, — каласа парать Галина Петровна ывăлĕ пирки. — Унта вăл мир тăвакан çарсен йышĕнче Абхазинчи хирĕçтăрăва хутшăннă. 2 çултан киле таврăнчĕ, ĕçлеме тытăнчĕ, çемьеленсе мăшăрĕпе Татьянăпа Çĕнĕ Шупашкар хулинче тĕпленчĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан вара, хĕрÿ вырăнта пĕрре пулнăран ĕнтĕ, çав çулхинех мобилизацилерĕç. Паллах, Женьăшăн питĕ кулянатпăр, çав вăхăтрах унпа мăнаçланатпăр та, вăл чăн-чăн патриот, çирĕп кăмăллă тата харсăр».

Çур çулта пĕрре кĕске отпуска килсе каять Евгений Николаевич. Çар пурнăçĕ пирки ытлашши темех каласа памасть амăшне, пăшăрхантарас темест пулĕ. Анчах унта çăмăл пулманни каламасăрах паллă. Пĕлтĕр снаряд ванчăкĕ лекнипе аманса госпитальте те сипленме тивнĕ унăн. «Ирĕн-каçăн ывăлăмшăн кĕл тăватăп, кулленех чиркĕве çÿретĕп. Турă сыхлатăр, упратăр ăна, тăван киле тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитме пулăштăр, сывлăх патăр. Мăшăрĕ Таня Женьăна питĕ кĕтет, пуçне усма памасть, ăшă сăмахпа хавхалантарать, тĕрев парать, — тет Галина Петровна. — Тăвансемпе юлташсем те пулăшса пыраççĕ. Акă, Женя СВОра УАЗ автомашина /буханка теççĕ\ туяннă пулнă, анчах снаряд ÿкнипе вăл çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ. Женьăн юлташĕсем машинăна хамăр яла илсе çитерчĕç, халĕ ăна юсассипе ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне гуманитарлă пулăшу кÿрекенсен, маскировка сеткисем çыхакансен ырă ĕçне палăртас килет. Акă, кăçал Çимĕкре отпуска килсен хамăр ял активисчĕсем Женьăна 6 метрлă 2 максировка сетки парса ячĕç. Вĕсене те, ытти çынсене те пысăк тав сăмахĕ калатăп. Йывăр вăхăтра халăх пĕр чăмăрта пулни çав тери пĕлтерĕшлĕ».

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика