Вĕрентÿ

Вĕрентÿ тытăмне аталантарма 2024 çулта Чăваш Республикинче 6 миллиард тенкĕ таран уйăрнă. Кун пирки Шупашкар хулинчи 47-мĕш тата 69-мĕш номерлĕ шкулсен хăтлăлатнă территорийĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçнă чухне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ.

Асăннă шкулсен территорийĕсенче çĕнĕрен асфальт сарнă, çуран çынсем валли çулсем тунă, искусственнăй курăк сарса футбол вылямалли площадкăсем, волейбол, баскетбол вылямалли площадкăсем йĕркеленĕ тата ытти ĕçсене те пурнăçланă.

Шупашкар хули 555 çул тултарнă тĕле 11 шкулăн — вĕсенче 14 пине яхăн ача вĕренет — картиш территорийĕсене юсаса çĕнетнĕ. Пурĕ 2024 çулта Чăваш Республикинчи 56 вĕрентÿ учрежденийĕн территорийĕсене хăтлăлатнă, ку тĕллевпе республика бюджетĕнчен 1,1 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă.

«Хула хăйĕн юбилейлă çулне пысăк улшăнусемпе кĕтсе илни савăнтарать. Пирĕншĕн çитĕнекен ăрăва хăтлă, ăнăçлă условисемпе тивĕçтересси малти вырăнта. Ку енĕпе 2021 çултанпах ĕçлетпĕр, ачасем тарăн пĕлÿ илччĕр, пултăруллă пулччăр, спорт енĕпе аталанччăр тесе стандартсем палăртрăмăр. 2002 çулта çĕршыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путин шкул тытăмне çĕнетмелли федераллă программăна хута янă. Унта шкул çумĕнчи территорисене хăтлăлатасси кĕмест, эпир ăна хамăрăн регионти программăна кĕртрĕмĕр», — тенĕ Олег Алексеевич.

Паян Чăваш Енре çĕнĕ шкулсем тăваççĕ, шкул территорийĕсене тĕпрен юсассипе тата хăтлăлатассипе масштаблă программăсем пурнăçланаççĕ. Ку тĕллевпе 2024 çулта 5,7 миллирад тенкĕ уйăрнă, çав шутра федераллă бюджетран — 3,3 милиард тенкĕ. «Вĕрентÿ» наци проекчĕ шайĕнче çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Шупашкарти 4-мĕш тата 44-мĕш номерлĕ лицейсем çумĕнче 2 ача-пăча технопаркĕ — «Кванториум» — уçăлĕ. Çĕнĕ Шупашкар шкулĕсенчи 11 спорт залне юсама палăртнă, 38 шкулпа 1 техникума цифрăллă вĕрентÿ хутлăхĕ йĕркелеме мĕнпур кирлипе тивĕçтернĕ. Çĕмĕрлери политехника техникумĕнче «IT-куб» Центр уçнă тата ытти те. «Профессионалитет» федераллă проект шайĕнче Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче профессионаллă хатĕрлев центрĕ, Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнче тата Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕнче вĕрентÿпе производство центрĕсем уçма планланă.

Вăрмар округĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсем те тимлĕхре. Хальхи вăхăтра Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн территорине хăтлăлатас ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Планпа килĕшÿллĕн, кунта пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе территорине кĕрсе тухмалли вырăна пысăклатаççĕ, баскетбол тата волейбол вылямалли площадкăсем, чупмалли 250 метрлă тата 100 метрлă çулсем, çавăн пекех тротуар тăваççĕ. Ĕçсене пурнăçлама «Краснов П.Л.» уйрăм çын предпринимателе шанса панă.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика