2024 çулхи 7 уйăх хушшинче Чăваш Республикинчи 5 тата ытларах ачаллă 113 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă. Пурте вĕсем çурт-йĕр сертификачĕн укçи-тенкипе усă курса куçман пурлăх туяннă. Кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Республикин строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Михаил Коледа пĕлтернĕ.

Çакăн пек çемьесем хушшинче — Вăрмар поселокĕнчи Ефремовсен çемйи те. Вĕсем çурт-йĕр сертификачĕпе усă курнă 100-мĕш çемье пулса тăнă. Ефремовсем патшалăх кÿнĕ 3,9 миллион тенкĕлĕх пулăшупа Çĕнĕ Шупашкар хулинче 2 пÿлĕмлĕ хваттер туяннă.

«Нумай ачаллă çемьесене çакăн пек пысăк пулăшу кÿнĕшĕн Чăваш Республикин Правительствине пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Пире мăшăрăмпа иксĕмĕре çурт-йĕр туянма йывăртарах пулатчĕ. Çĕнĕ хваттерте аслă ачасем пурăнĕç. Аслă ывăлăмăр Даниил вĕренсе тухнă ĕнтĕ, строительство сферинче ĕçлет. Хĕрĕмĕр Дана кăçал повар-кондитер дипломне алла илчĕ, вăл çак профессинчех вăй хурасшăн», — каласа парать 5 ача амăшĕ Ольга Вениаминовна.

Аса илме: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче республика Правительствипе муниципалитетсем умне тĕллев лартнă — 2023 çул пуçламăшĕнче учета тăнă 5 тата ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Ку вăл 483 çемье. Кăçал нумай ачаллă 157 çемьене çурт-йĕрпе тивĕçтерĕç.

Палăртмалла, çемьесене хăйсен кил-çуртне хăпартма е туянма майсем туса парасси — «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Çурт-йĕр» федераллă проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри.

Тĕп тĕллев — ачасене пулăшасси

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ, ачасем партăсем хушшине ларчĕç. Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр Пĕлÿ кунĕ умĕн Пĕтĕм Раççейри «Шкула пуçтарăнма пулăш» ыркăмăллăх акцине хутшăнчĕ. Унăн тĕллевĕ — пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасемпе çемьесене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме пулăшасси.

Специалистсем пĕрремĕш класа каякансене канцеляри хатĕрĕсем панă, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламласа вĕренÿре çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă. Вăрмар муниципаллă округĕнче пурăнакан ырă кăмăллă çынсем — В.Енькова, Т.Иванова, О.Михайлова, М.Мехдиева — акцинчен айккинче юлман, ачасене пулăшма хатĕр пулнă.

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ĕçченĕсем акцине хутшăнса ачасене пулăшнă çынсене тав тунине палăртаççĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев — ачасене савăнăç парнелесси, вĕсем хаваслăн кулнине курма ырă ĕç тăвасси», — теççĕ специалистсем.

«Социаллă туризм» — усăллă проект

«Демографи» наци проекчĕн регионти «Аслă ăру» проекчĕ шайĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ватăсемпе сусăр çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен стационар уйрăмĕнче «Социаллă туризм» проект ăнăçлă пурнăçланать.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, ăс-хакăл енчен аталанас тĕллевпе соцаллă пулăшу илекенсем Анат çăлне кайса курнă. Ку çăлкуç çветтуй шутланать. Вăл Арапуç ялĕнче вырнаçнă.

Анат çăлĕн территорине лайăх йĕркелесе майлаштарнă. Йывăçран шыва кĕмелли илемлĕ купальня тунă, арçынсемпе хĕрарăмсем валли уйрăм купельсем кунта. Купельсене тата çăлкуçа 2016 çулта Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей Турă шывĕ сапса, кĕлĕ вуласа сăвапланă пулнă.

Ватăсемпе сусăр çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен стационар уйрăмĕнче пурăнакансем сиплĕ çăлкуçран хăйсене валли шыв тултарнă, Турăран сывлăх ыйтнă. Анат çăлĕн шывĕ таса та сивĕ, нумайăшĕ вăл ку тăрăхра чи тутли тесе шухăшлать.

Мероприятие пурĕ 6 çын хутшăннă. Вĕсем малашне те тăван тăрăхăн паллă вырăнĕсене тухса çÿрес кăмăллă пулнине палăртнă.

Ватăсемпе сусăр çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен стационар уйрăмĕн сотрудникĕсем уйрăмра пурăнакан ватăсемпе сусăрсене социаллă пулăшу кÿрес ĕçре малашне те «Социаллă туризм» проектпа усă курма планлаççĕ.

2. Теп теллев ача3. Социалла туризм усалла проект

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика