Наци проекчĕ

Вăрмар муниципаллă округĕнчи клубсен централизациленĕ тытăмĕн куçса çÿрекен нумай функциллĕ культура центрĕн ĕçĕ-хĕлĕ 2024 çулхи çуллахи тапхăрта тухăçлă пурнăçланса пынă.

«Культура» наци проекчĕ шайĕнче 2024 çулта Вăрмар муниципаллă округĕнчи клубсен централизациленĕ тытăмĕ 9 миллион тенкĕлĕх субсидине тивĕçнĕ. Субсиди укçипе куçса çÿрекен нумай функциллĕ культура центрĕ, урăхла каласан — автоклуб, туяннă.

Куçса çÿрекен нумай функциллĕ культура центрне сас паракан тата çутатакан аппаратурăпа, ноутбукпа, микрофонсемпе, сцена мониторĕсемпе, генераторсемпе, видеопроекторпа, экранпа тивĕçтернĕ. Техника енчен пуян пулнипе автоклуб кинозал вырăнĕнче те, сцена вырăнĕнче те пулма пултарать. Культура центрĕн тĕп ĕçĕ-хĕлĕ Вăрмар округĕнчи халăх сахал пурăнакан пĕчĕк ялсене тухса çÿресе концертсем лартса парассипе çыхăннă. Çак ялсенче хăйсен культура çурчĕсем пулманран автоклуб çынсене культурăпа çывăхрах паллашма пулăшать.

Ку е вăл яла тухса çÿреме кашнинчех уйрăм программа хатĕрленĕ, халăх мĕнпе интересленнине тĕпченĕ. Ку тĕллевпе концертсенче куракансем мĕн килĕштернине сăнанă, вĕсемпе калаçусем ирттернĕ. Халăх сахал пурăнакан ялсенче ытларах тивĕçлĕ канури çынсем пурăннине шута илсе ватă çынсен кăмăлне шута илнĕ.

Çуллахи тапхăрта куçса çÿрекен культура центрĕ 9 ялта пулнă: Пăвакассинче, Паттинче, Кĕçĕн Чакра, Çÿлти Кинчерте, Хуруйĕнче, Чĕкетура, Чăрăшçырмара, Çиçтĕпере, Атнашра. Концерт программине Вăрмар округĕнчи культура учрежденийĕсен пултарулăх коллективĕсем те, çавăн пекех уйрăм артистсем те хатĕрлесе ирттернĕ. Çав шутра чăваш эстрада артисчĕсем те пулнă: Аленăпа Александр Ильинсем, Валентина Кузнецова, Любовь Афанасьева, Алина Федорова.

Тĕпрен илсен, концертсем уçă площадкăсенче иртнĕ. Электричествăпа усă курма май килмен чухне бензинпа ĕçлекен генераторпа усă курнă.

Çынсем концертсене тÿлевсĕрех курма пултарнă. Социаллă хÿтлĕхсĕр çынсене культурăпа çывăхланма пулăшасси — тĕп тĕллев. Кунта сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесем, хевтесĕр çынсем, пенсионерсем кĕреççĕ. Вĕсен районта иртекен мероприятисенче пулса курма майсем сахалтарах, çавăнпа яла пырса концерт лартса пани вĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Автоклуба уçă площадкăсенче вырнаçтарни сусăр çынсемшĕн меллĕ, лармалли саксем пулни вара пенсионерсене те, ытти çынсене те вăхăта хăтлăхра ирттерме май парать.

Ял халăхĕ артистсене кашнинчех хапăл туса йышăнать. Çапла вара, «Культура» наци проекчĕ пулăшнипе Вăрмар округĕнчи чи аякри пĕчĕк ялсенче пурăнакансем те пултарулăх коллективĕсен концерчĕсене курса савăнма пултараççĕ.

Ольга МИХАЙЛОВА, Вăрмар муниципаллă округĕнчи клубсен

централизациленĕ тытăмĕн директорĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика