Ямуков2Ямуков1

Кашни çулах тыр-пула пухса кĕртсе пĕтернĕ хыççăн çĕр улми кăларса пуçтарасси пуçланать. Пирĕн Вăрмар округĕнче çĕр улмине тухăçлă та йышлă çитĕнтерекенĕ — Геннадий Николаевич Ямуковăн хресчен-фермер хуçалăхĕ. Кăçал 125 гектар лаптăк çинче лартнă «иккĕмĕш çăкăра»: Гала, Ред Леди, Прайм сортсене. Прайм ятлине кăçал пĕрремĕш хут лартнă-ха, тухăçĕ кăлармасăр паллă мар-ха хальлĕхе. Гала вара савăнтарать. Хуçалăх пуçлăхĕ Геннадий Николаевич ку çĕр улми сорчĕн тухăçĕпе кăмăллă. Çăвĕпе çумăр çуман пулсан та çĕр улмин йышĕ те, шултрăшĕ те аван. Çумăрсăр шăрăх çанталăкра çимĕçе шăвараççĕ хуçалăхра. Унсăрăн тухăç туса илеймĕн.

Çĕр улми пуçтарнă вăхăтра Кĕлкеш ялне пырса кĕреспе пысăк склад умĕнче урăх регионсенчен килнĕ фурăсене час-часах асăрхама пулать. Уйран пуçтарса кĕрекен çĕр улмине тараса çинче виçнĕ хыççăн тÿрех пысăк автомашинăсем çине тиесе пушатаççĕ грузчиксем. Акă черетре — 20 тоннăна яхăн вырнаçтаракан Самара хулинчен килнĕ фура. Унпа юнашарах çак автомашинăн хуçи—водителĕ. Вырăсла калаçакан арçын хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ: «Геннадий Николаевичăн çĕр улмийĕ яланах пахалăхпа палăрать. Çулсем витĕр тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухнă продукци. 13 çул Самарăна турттаратпăр ăна, хулари суту-илÿ вырăнĕсене, пасарсене, шкул апатланăвĕн комбиначĕсене тивĕçтерсе тăратпăр кунтан куртăммăн тиесе кайнăсерпе. Сезонра вăтамран 20-25 рейс та пулать». Геннадий Ямуковăн тĕп туянаканĕсенчен пĕри пулчĕ ку. Унччен маларах кăна Тольяттирен килнĕ фурăна тиесе янă хуçалăхра. Унсăр пуçне Хусана, Оренбурга, Казахстана тата ытти аякри çĕре те ăсанать продукци.

Уйра çĕр улми пуçтарнă çĕрте 22 çын ĕçлетчĕ эпир пынă кун. Ытларах хĕрарăмсем. Тупах, Çитмĕш, Кĕлкеш, Чулкас, Кивĕ Вăрмар ялĕсенчен, Вăрмар поселокĕнчен те çÿреççĕ ĕçе. Кашни йăран çине ытларах чухне тăватшарăн тăраççĕ те витрисене туххăмрах тултарса пыраççĕ. Витрисене сеткăсене пушатаççĕ. Йăран тăршшĕпе вĕсем хыççăн çĕр улми тултарнă сеткăсем умлă-хыçлă тăрса юлаççĕ. Типĕ çĕр улмине пуçтарма та аванрах, аякри туянакансем те кăмăллă çакăншăн. Кунсерен 1-2 гектар лаптăка пушатаççĕ. 8.00 сехетрен пуçласа 16.00 сехетчен ĕçре пуçтаракансем.

«Иккĕмĕш çăкăра» кăларасси хуçалăхра нумай çул тăрăшса, яваплăха туйса ĕçлекен Эдуард Макаров механизатор çинче. Гримме çĕр улми кăларакан агрегатпа пĕчченех ĕлкĕрсе пырать вăл.

Михĕсене тиесе пушатнă çĕрте 6-ăн ĕçлеççĕ. Вĕсене кунне икĕ хутчен те вĕри апат çитереççĕ.

Редакцирен: Эпир пынă кун хĕвеллĕ те уяр çанталăк тăратчĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика