Васильев Михаил СВОjpg

Тăван çĕршыва хÿтĕлев кирлĕ чухне Вăрмар округĕн паттăрĕсем, Раççейри ытти салтаксем пекех, айккинче юлмарĕç, хăшĕ мобилизаци йĕркипе, хăшĕ хăй ирĕкĕпе пысăк йышпа мирлĕ тÿпешĕн çапăçма тухса кайрĕç. Вĕсем — пирĕн хÿтĕлевçĕсем, чăн-чăн патриотсем.

Ятарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе хутшăнакан ентешĕмĕрсен йышĕнче — Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Андреевич Васильев. Çак кунсенче вăл тăван тăрăхра черетлĕ хут кĕске отпускра пулнине пĕлсен унпа телефон урлă çыхăнса калаçрăмăр.

Михаил 1990 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ, 3 ачаран — кĕçĕнни. Вăрмарти вăтам шкулта 11 класс пĕтерсен салтака кайнă, стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсенче связист пулса службăра тăнă. Демобилизаци хыççăн вара тÿрех ĕçлеме пуçланă.

Ачаранах спортпа, сывă пурнăç йĕркипе туслă Михаил, уйрăмах футбол вăййине килĕштерет. Нумай çул Вăрмар поселокĕнчи «Дина» командăра вылянă, капитан пулнă. Вĕсен команди тĕрлĕ шайри ăмăртусенче палăрнă, Чăваш Республикин чемпионатне хутшăннă.

2022 çулхи октябрь уйăхĕнче Михаил Васильев мобилизаци йĕркипе СВОна тухса кайнă. «Çав вăхăтранпа пурнăç икке пайланчĕ. Паллах, эпир хамăр ăçта тата мĕн тĕллевпе кайнине пĕлнĕ. Йывăрлăхра Тăван çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн кар тăрасси — кашни арçыннăн тивĕçĕ. Пурнăçăн çак тапхăрне чыслăн утса тухассишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр», — тет Чăваш полкĕнче пехотăра стрелок пулса çапăçакан Михаил.

«Вăрçа хутшăнни çыннăн шалти туйăмĕсене, тавракурăмне улăштарать. Çемьерен аякра пулни кăмăла пусăрăнтарать паллах, мăшăршăн, пĕчĕк ывăлăмшăн тунсăхлатăп. Вĕсене те çемье пуçлăхĕсĕр çăмăл мар. Анчах мăшăрăм эпĕ таврăнасса кĕтни, телефонпа çыхăнăва тухсан кашнинчех ăшă сăмах калани хавхалантарать. Çавăншăн эпĕ ăна юрататăп тата хисеплетĕп, — чунри туймĕсене уçса пачĕ салтак. — Кирек мĕнле пулсан та эпĕ те, çумри юлташăмсем те пуçсене усмастпăр. Ятарлă çар операцийĕн кирлĕлĕхне ăнланатпăр, унсăрăн пирĕн чăваш çĕрĕсем çинче те лăпкăлăх пулмĕччĕ. Хамăрăн тивĕçĕмĕрсене яваплăн пурнăçласа тăван тăрăха Çĕнтерÿпе таврăнатпăрах».

Хăюлăхпа тата паттăрлăхпа палăрнăшăн Михаил Андреевич Васильева Жуков медалĕпе, «Ятарлă çар операцийĕн участникне» медальпе наградăланă.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика