Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче юлашки 3 çул хушшинче Чăваш Ене 500 единица ытла медицина оборудованийĕ килнĕ.

Республикăри медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази çулсерен çирĕпленсе пырать. Çĕнĕ оборудованипе «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче те, республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрса та тивĕçтереççĕ. Ку вăл Чăваш Енре пурăнакансемшĕн медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатма тата унпа чăрмавсăр усă курма пулăшать. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче кăна юлашки 3 çул хушшинче 500 единица ытла медицина оборудованийĕ кÿрсе килнĕ, çав шутра пысăк технологиллĕ оборудовани те.

Больницăсен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси кăçал та малалла пырать. Реабилитаци çине уйрăмах пысăк пусăм тăваççĕ. Медицина реабилитацине аталантарассипе çыхăннă федераллă проект шайĕнче 3 медицина организацине хальхи йышши медицина оборудованийĕпе туллин тивĕçтернĕ. Черетре — тата тепĕр 4 учреждени, ку тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 400 миллиона яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев: «Республикăра пурăнакан кашни çын — хулара пурăнать-и вăл е пĕчĕк ялта — хăйне кирлĕ вăхăтра пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме пултарассишĕн ан иккĕлентĕр. Пĕтĕмĕшле илсен, эпир çак тĕллеве пурнăçлассипе тĕрĕс çулпа утатпăр».

Региона медицина оборудовани ытларах та ытларах илсе килнине шута илсе ăна юсавлăхра тытса тăрасси те мала тухать. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пуçарнипе нумай пулмасть регионти Сывлăх сыхлавĕн министерстви пулăшу ыйтса право хуралĕн органĕсене хутпа тухнă. «Хăш-пĕр подрядчик медицина оборудованине юсассипе тата пăхса тăрассипе çыхăннă тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламанран çакăн пек утăм тума тивнĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерстви пациентсен интересĕсене саккунлă мĕнпур майпа хÿтĕлеме хатĕр. Паянхи кун ведомство хăй ирттерекен конкурс процедурисен пахалăхне лайăхлатассишĕн ĕçлет, подрядчик медицина оборудованине юсассипе тата пăхса тăрассипе çыхăннă тивĕçĕсене пурнăçлатăр тесе тимлесе тăрать», — пĕлтернĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин пресс-службинчен.

Сăмаха май, Вăрмар район больницине те «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче 3 çул хушшинче тĕрлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. 2021 çулта — 2 электрокардиограф, 9 дефибриллятор, медицина служби валли ятарлă автомашина, 2022 çулта — 3 дефибриллятор, 3 электрокардиограф, маммограф, медицина служби валли ятарлă 2 автомашина, 2023 çулта — 4 дефибриллятор, 3 электрокардиограф, видеоэндоскопи тытăмĕ, медицина служби валли ятарлă 2 автомашина кÿрсе килнĕ.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика