Министр 2

Министр 1

Иртнĕ кунсенче Вăрмар округĕнче ĕçлĕ çул-çÿревпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Иванович Краснов пулчĕ.

Чи малтанах вăл Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕпе Василий Шигильдеевпа, унăн заместителĕпе — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕпе Иван Ивановпа, çавăн пекех социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕпе — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕпе Виктор Павловпа, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн экономика, çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Леонид Степановпа пĕрле пирĕн округри «Романтика» сывлăха çирĕплетмелли лагерьте пулчĕ. Кунта вĕсене лагерь директорĕ Михаил Ухин кĕтсе илчĕ. Лагерьте кăçал пуçласа 4 сменăпа каннă ачасем, малашне вара ăна туризм аталанăвĕн программине кĕртсе çулталăк тăршшĕпех канмалли вырăн туса хурасшăн. Плансем пысăк. Лагерь территорийĕнче пĕр хутлă икĕ çĕнĕ корпус туса лартасшăн, пĕтĕмĕшле 150 миллион тенкĕлĕх. Унсăр пуçне муниципалитет шайĕнче тата тепĕр 15 миллион тенкĕ уйăрмалла пулĕ, çул-йĕр, футбол уйĕ, баскетбол вылямалли площадка тума. Пĕр корпусра 44 ача тата 4 воспитатель валли 3 вырăнлă пÿлĕмсем пулĕç. Кашни пÿлĕмрех санитари вырăнĕ, душевой пулмалла. Ачасем валли 12 куна пыракан профильлĕ сменăсем йĕркелеме палăртаççĕ. Вĕренÿрен ан юлччăр тесе каннă вăхăтра ачасене Пысăк Енккассинчи вăтам шкула илсе çÿрĕç, профильлĕ предметсене тарăнрах вĕрентĕç. Пысăк Енккассинчи вăтам шкулпа ятарлă килĕшÿ тумалла пулĕ. Тĕслĕхрен, футболистсемпе футболистсем канĕç, самбистсемпе — самбистсем. Çавăн пекех çемьесемпе те килсе канма май пулĕ. Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнмалли трасса та хатĕрлесшĕн. Дмитрий Краснов министр лагерь территорийĕпе, кунти пĕвепе, хыр вăрманĕпе паллашрĕ. Пĕтĕмпе 4,9 гектар лаптăк йышăнать «Романтика» территорийĕ. Яваплă çынсем лагерĕн малашнехи шăпине татса парас, ăна çĕнĕ сăн кĕртес ыйтусене уçăмлатассишĕн тăрăшса ĕçлеççĕ хальхи вăхăтра.

Малалла ĕçлĕ ушкăн Атнаш ялĕнчи «Аруна» этнокомплекса çитрĕ. Кунта та малашнехи плансем пысăк. Çак объекта та республикăри туризм аталанăвĕн программине кĕртсе туристсем валли илĕртÿллĕ вырăн туса хурасшăн. Ку енĕпе кирлĕ документсем хатĕрлемелле, ЧР Экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министерствипе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Ĕçлĕ çул-çÿрев малалла Вăрмар поселокĕнче вырнаçнă «Аквапром» тулли мар яваплă обществăна пулчĕ. Дмитрий Краснов министр заводри ĕç процесĕпе кăсăкланчĕ. Сергей Николаевич Павлов, Александр Семенович Егоров предприяти ĕçне йĕркелесе пыракансем производствăри лару-тăрупа паллаштарчĕç. Заводра гидроаккумуляторсем, сарăлакан пичкесем туса хатĕрлессипе вăйлă ĕçлеççĕ. Хатĕр продукцие Мускава, Пензăна, Чулхулана, Хусана тата ытти хуласене те ăсатаççĕ. Шăпах иккĕмĕш сменăра вăй хуракансем кашниех хăйĕн ĕç вырăнĕнчеччĕ. Пĕрисем пресс умĕнче пичке калăпласа кăлараççĕ, теприсем сварка тăваççĕ, виççĕмĕшсем сăрлаççĕ, тата теприсем хатĕр продукцине курупкасене майлаштарса хураççĕ тата ытти те. Предприятире паянхи кун 115 çын ĕçлет. Ĕç укçи аван илеççĕ вĕсем. Кăçалхи 8 уйăхра заводра 400 миллион ытла тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен ытларах. «Аквапром» çултан çул аталанса пырать, çĕнĕ производство цехне ĕçлеттерсе янă. Д.Краснов «Аквапромăн» ĕçĕ-хĕлне пысăк хак пачĕ, предприяти Вăрмар муниципаллă округĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ, тухăçлă та кăтартуллă ĕçшĕн тав турĕ. Юлашкинчен Дмитрий Краснов ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин «Патшалăх тата муниципаллă пулăшу кÿрекен нумай функциллĕ центр» автономиллĕ учрежденийĕн Куславкка, Вăрмар, Тăвай районĕсен Куславккари районсем хушшинчи уйрăм подразделенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика