Салтак амăшне пулăшнă

k1Вăрмар округĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнчен ятарлă çар операцине хутшăнакан салтакăн çемйине пуçарулăх бюджечĕн программипе шыв кĕртсе панă.

k2Александр Юрьевич Васильев СВО участникĕ хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕнче хăйĕн тивĕçне пурнăçлать. Тикашри территори па­йĕн начальникĕ Валерий Иванович Нарсов салтакпа мессенждер урлă çыхăнса шыв пăрăхĕсем, тарасасем ăçта вырнаçассине сÿтсе явнă. Александр Юрьевичăн амăшĕ Людмила Ивановна киле шыв кĕртсе панăшăн питĕ хĕпĕртенĕ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацине, пуçарулăх бюджечĕн программине пурнăçа кĕртме пулăшакан «Транспортник» подрядлă организацине тав тунă. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтакăн çемйине хисеплесе строительсем смета документацийĕсене кĕртмен хушма ĕçсене те ахалех туса панă.

Салтак амăшĕ Людмила Ивановна юлашки вăхăтра питĕ пăшăрханнă пулнă, мĕншĕн тесен кĕрхи кунсенче çĕр чавмалли ĕçсене туса ирттерме ансат мар, унсăр пуçне ывăлĕ те СВО зонинчен уйăха яхăн çыхăнăва тухман пулнă. Халĕ вара хĕрарăмăн икĕ хутлă телей — ывăлĕ хĕрÿ вырăнтан тухса амăшĕпе телефонпа çыхăннă, килте — çĕнĕ шыв пăрăхĕсем.

Тÿлеве августран пысăклатнă

Кăçалхи августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен ятарлă çар операцине хутшăнма контракт алă пусакансене паракан тÿлев виçи пысăк­ланнă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2024 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнчи Хушупа ятарлă çар операцине хутшăнакансене федераци шайĕнче паракан пĕр хутченхи тÿлеве икĕ хут ÿстернĕ, 400 пин тенкĕпе танлаштарнă. Унсăр пуçне патшалăх ертÿçи субъектсене августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа декаб­рĕн 31-мĕшĕччен контракт алă пусакансене регион бюджетĕнчен 400 пин тенкĕрен кая мар тÿлеме рекомендациленĕ. Çапла майпа кăçалхи çулталăк вĕçлениччен Чăваш Енре çар службине кайма контракт алă пусакансем 900 пин тенкĕпе танлашакан пĕр хутченхи тÿлеве илеççĕ.

«Хăйсен ирĕкĕпе Тăван çĕршыва хÿтĕлеме, нацизмпа паттăррăн кĕрешме тăракансемшĕн çакă питĕ лайăх пулăшу. Чăваш Енре çакăн пек çар çыннисен шучĕ ÿсет. Пирĕн кашни салтака пулăшмалла», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Ватăсене пулăшу кирлĕ

demografi«Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру çыннисем» федераллă проекчĕ пулăшнипе туяннă транспорт тăтăшах çула тухать Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен центрта. Комплекслă центрăн ватăсене тата инвалидсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен стационар уйрăмĕнчи çынсене илсе çÿреççĕ çак транспортпа. Çак кунсенче, акă, Ольга Гордеевна Гордеевăна Вăрмарти тĕп больницăна медицина пулăшăвĕ кÿме илсе кайса килнĕ. Ватă çынпа пĕрле больницăна кайни, медицина анкетисене, документсене тултарма пулăшасси, медицина персоналĕнчен кирлĕ консультацисем илесси çав тери пĕлтерĕшлĕ пенсионерсемшĕн. «Епле кăмăллă, пире, ватăсене, инвалидсене, çапла пăхни, пире манса кайманни», - тесе тав тунă Ольга Гордеевна хăйне пăхакансене.

Пурнăçа упраса хăварма пулăшаканĕ - диспансеризаци

Диспансеризаципе профилактика тĕрĕслевĕн тĕллевĕ — чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртасси. Кун пек чухне чирлĕ çынна мĕнле мелсемпе сиплемеллине палăртса унăн пурнăç тăршшĕне ÿстерме май пур. Диспансеризаци вăхăтĕнче «скрининг мес­лечĕсемпе» ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, флюорографи, маммографи, холестерин, глюкоза виçисене тата ыттине палăртаççĕ. Вĕсем кĕске вăхăтрах çыннăн вăл е ку чирĕн паллисем пуррине кăтартаççĕ. Чи малтанах тĕрĕслев шыçă, чĕре, сывлав тата апат ирĕлтерекен органсен, сахăр чирĕн паллисене тупса палăртмашкăн кирлĕ. Сывлăха тĕрĕслесех тăмалла. Диспансеризаци сывлăха упрама тата çирĕплетме, хушма тĕпчев ирттерсе чире вăхăтра тупса палăртма, сипленме пулăшать. Чире мĕн чухлĕ маларах тупса палăртатăн, унран çавăн чухлĕ хăвăртрах сип­ленме тытăнма май пур. Диспансеризаци Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе пурнăçланакан «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн шайĕнче иртет, ăна пур çын та тÿлевсĕр тухма пултарать. Пирĕн округра сывлăха поликлиникăра, ФАПсенче, врач амбулаторийĕсенче тĕрĕслеттерме май пур. Диспансеризаци тухмалли пирки хамăр тăрăхри çынсене массăллă информаци хатĕрĕсем урлă аса илтерсех тăратпăр.

Пĕвере упрамалла

Пĕвер организмра 500 тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Хальхи вăхăтра вăл ытларах вирус гепатичĕсемпе, эрех-сăра нумай ĕçнипе, çуллă апат çинипе сиенленет. Чăваш Республикин тĕп гастроэнтерологĕ Лариса Тарасова пĕвере упрамалли вăрттăнлăхсем çинчен каласа парать.

— В тата С гепатитсем ар çыхăнăвĕ ур­лă куçаççĕ. А тата Е вируслă гепа­тит­сем таса мар шыв урлă ереççĕ. Вируслă гепатит ан ертĕр тесен вакцинациленмелле. Эрех-сăрапа иртĕнни те пĕвере пĕтерет. Ĕçкĕçсен чылай чухне пĕвер циррозĕ аталанать. Е тата усал шыçă амаланма пултарать. Çавăнпа эрехе виçесĕр нумай ĕçни организмшăн çав тери сиенлĕ. Диспансеризаци тухнă чухне пациентсене çак темăпа анкета ыйтăвĕсене хуравлаттараççĕ. Ун пек пациента нарколог тухтăр патне яраççĕ. Терапевтпа нарколог пĕрле сиплени пациента çăлса хăварма май парать. Чи кирли - çыннăн хă­йĕн сывалас килни. Çуллă çини те пĕ­ве­ре аванах сиен кÿрет. Тĕрĕссипе, самăрлăх чирĕ — 21-мĕш ĕмĕр пандемийĕ. Самăрлăх чирĕ пуррине палăрт­ма йывăр мар. Кĕлетке виçине /килог­рампа\ кĕлетке çÿллĕшне тăваткал мет­ра хăпартни çине пайламалла. Енчен сирĕн индекс 18,5-25 тĕк ку кăтарту нормăпа шайлашуллă. 25-30 пулсан — кĕлетке виçи пысăкрах. 30-тан пысăк­рах тăк — ку çын самăр. Пĕвере çу илни организмăн пĕтĕм ĕçне япăх витĕм кÿрет, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене аталантарать. Пĕвер начар ĕçленине епле ăнланса илмелле-ха? Сăлтавсăрах ывăнсан, ÿт саралсан, хырăм пысăклансан, сылтăм енчи аяк пĕрчисен тĕлĕнче ыратсан.

«Халăхăн пурнăç пахалăхĕ – тĕп приоритет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Эвелина Михайлова хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика