«Вĕрентÿ» наци проекчĕ, ытти наци проекчĕсем пекех, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Хушăвĕпе пурнăçланать. Граждан обществине, эффективлă экономикăна, хăрушлăхсăр патшалăха йĕркелени пахалăхлă хальхи йышши вĕрентÿ тытăмне туса хунипе тачă çыхăннă. Инновациллĕ аталану çул-йĕрĕпе утма тĕллев лартнă çĕршывшăн вĕрентÿ тытăмне малалла аталантарма хăват пани çав тери пĕлтерĕшлĕ — ку вăл шăпах та «Вĕрентÿ» наци проекчĕн чи малта тăракан задачи. Вăрмар муниципаллă округĕнчи вĕрентÿ тытăмĕ те «Вĕрентÿ» наци проекчĕ пулăшнипе малаллах аталанса пырать.

Вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем курăмлă

1Вĕрентÿ тытăмĕн ĕçĕ-хĕл­не чи малтанах патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен /ЕГЭ/ кăтартăвĕсем тăрăх хаклаççĕ. Республика шайĕнче илес пулсан, 2023-2024 вĕренÿ çулĕнче Вăрмар округĕн кăтартăвĕсем 4 предметпа лайăхрах: математика /база/, хими, биологи, географи. Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулти Татьяна Леонидовна Шмелевăн класĕ математика предмечĕпе /профиль шайĕ\ экзаменсене ăнăçлă тытнă /вăтам балл — 73/. Биологи енĕпе Вăрмар округĕнче вăтам балл, республикăрипе танлаштарсан, 10 пункт çÿлерех. Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти Татьяна Рудольфовна Табаковăн вĕренекенĕсен вăтам балĕ ку предметпа — 82.

Пĕтĕмĕшле вара ЕГЭ тытассипе Вăрмар округĕнче В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкул лидер пулса тăнă. Кунта пĕтĕм предметпах вăтам балсем республикăринчен çÿлерех.

Вăрмар округĕнче 11 класс выпускникĕсенчен пурте /вĕ­сем 90 çын/ аттестат илнĕ, вĕсенчен 33-шĕ ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.

2023-2024 вĕренÿ çулĕнче экзаменсене 100 баллăх тытакансем пулман пулин те хăш-пĕр вĕренекен питĕ ла­йăх кăтартусемпе палăрнă. Пысăк Енккасси шкулĕнчи Дарья Сергеева химипе 98 балл, вырăс чĕлхипе 97 балл, биологипе 93 балл илнĕ.

Шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадинче те Вăрмар округĕн кăтартăвĕсем çÿллĕ шайра. 2023-2024 вĕренÿ çулĕнче 9 вĕренекен регионти тапхăрта призер пулнă. Халăхсем хушшинче тата регионсем хушшинче чăваш чĕлхи предмечĕпе иртекен олимпиадăсене те пирĕн вĕренекенсем ăнăçлă хутшăнаççĕ. Ытти конкурссенче те пултаруллă.

Тĕслĕхрен, Г.Е. Егоров ячĕл­лĕ Вăрмарти вăтам шкулти Маргарита Зобова «Çулталăк вĕренекенĕ-2023» конкурсăн республикăри тапхăрĕнче çĕнтернĕ. Татьяна Табакова халăхсем хушшинче чă­ваш чĕлхи предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра призер пулса тăнă. В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçыр­мари вăтам шкулти Анастасия Иваншкина Раççей халăхĕсен тăван чĕлхипе литератури енĕпе иртнĕ федераллă олимпиадăра çĕнтерÿçĕ пулнă. Чулкасри вăтам шкулăн Кĕлкешри уйрăм структурăллă подразделенийĕнчи Марина Кузьмина «Пушкин диктанчĕ-2024» халăхсем хушшинчи акцинче, Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерĕве ÿкеретпĕр-2024» конкурсра çĕнтернĕ.

Сăмаха май, хальхи вăхăтра шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин шкулсенчи тапхăрĕ пырать. Вăл октябрь уйăхĕ вĕçлениччен тăсăлĕ. Çулсерен олимпиадăн асăннă тапхăрне 5-11 классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Математика тата вырăс чĕл­хи предмечĕсемпе пулакан олимпиадăсене вара 4-мĕш клас­ранах хутшăнма ирĕк пур. Акă, кăçал Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 4-мĕш клас­ра вĕренекен 24 ача вырăс чĕл­хипе иртнĕ олимпиадăна хутшăнма кăмăл тунă. 7-11-мĕш классенче вĕренекенсем вара, шкулти тапхăр витĕр ăнăçлă тухаççĕ пулсан, муниципалитет шайĕнчи тапхăрта хăйсен пултарулăхне тĕрĕслеме пултарĕç.

Патриотлăх ачаран аталанать

3«Вĕрентÿ» наци проекчĕ çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассине мала хурать. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕ пынă май шкул ачисем СВО участникĕсене ăшă çырусем ярса вĕсене паттăрлăхшăн тав тăваççĕ. Педагогсемпе вĕренекенсем салтаксем валли окоп çуртисем хатĕрлеççĕ. Шкулсенче маскировка сечĕсем çыхасси ырă йăлана куçнă. Хăш-пĕр шкулсем 100 ытла маскировка сечĕ çыхса салтаксене пулăшу кÿнĕ.

Кăçал Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул территорийĕнче Афганистанра, Çурçĕр Кавказра, ятарлă çар операцийĕнче паттăрла вилнĕ шкул выпускникĕсен ячĕпе Тăван çĕршыв Хÿтĕлевçисен аллейине уçнă. Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çак шкул выпускникĕн — çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă Александр Николаевич Николаев аслă лейтенантăн ятне панă. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта чи лайăх классене паттăрсен ячĕсене парассипе акци пырать. Май уйăхĕн­че 5 «Г» кадет класне Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне паттăрла хунă В.П.Сергеев аслă лейтенант ятне панă. Патриотла воспитани парас тĕллевпе çулсерен çамрăк армеецсен юхăмĕн «Зарница» вăййисем иртеççĕ. Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулти «Орлята», Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулти «Зарница», Пинерти тĕп шкулти «Зарница 2.0» уйрăмсем пирĕн округа республикăри тапхăрта хÿтĕленĕ.

Чулкасри вăтам шкулти 3 вĕренекен август уйăхĕнче Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Пенза облаçĕнчи «Гвардеец» оборонăпа спорт лагерĕнче пулнă.

Педагогсен тăрăшулăхĕ

4Вĕрентÿ тытăмĕн ăнăçăвĕ кадрсемпе те тÿрремĕнех çыхăннă. Вăрмар округĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсене çамрăк педагогсене илĕртесси — пĕлтерĕшлĕ ĕç. Ку енĕпе лару-тăру стабиллĕ.

Паянхи кун Вăрмар округĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче 375 педагог ĕçлет. Вĕсенчен 29 % — аслă квалификаци категориллĕ. 10 % — 35 çула çитмен педагогсем. «Земство учителĕ» проект шайĕнче РФ Федерацин хăрушсăрлăх службин аслă лейтенанчĕ А.Н.Николаев ячĕллĕ Кĕтеснерти тĕп шкулта кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вырăс чĕлхипе литература учителĕ ĕçлеме тытăннă. 5 педагог «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята тивĕçнĕ. Ку вăл Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулти Иван Михайлович Иванов, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулти Надежда Ильинична Кузьмина, А.Н.Николаев ячĕллĕ Кĕтеснерти тĕп шкулти Маргарита Вячеславовна Краснова, Чулкасри вăтам шкулти Татьяна Ивановна Максимова, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти Татьяна Рудольфовна Табакова. Чулкасри вăтам шкулти Светлана Васильевна Романова «Педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ» ăслăлăх степенĕллĕ. 40 ытла педагога РФ Çутĕç министерствин ведомство наградисемпе чысланă.

Вĕрентÿ ĕçĕнче Вăрмарти ачасен искусство шкулĕн педагогĕсем те çитĕнĕвĕсемпе тăтăшах палăраççĕ. Тин кăна-ха Вăрмар тăрăхне ырă хыпар çитрĕ. Вăрмарти ачасен искусство шкулĕн музыка преподавателĕ Маргарита Павловна Михайлова /сăн ÿкерчĕк çинче\ музыка искусстви облаçĕнчи хушма программăсем енĕпе вĕрентсе çитĕнÿсем тунăшăн 500 пин тенкĕлĕх Раççей премине тивĕçнĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин 2024 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче алă пуснă Хушупа килĕшÿллĕн, çулсерен çĕршыври чи пултаруллă 100 музыка преподавательне 500 пин тенкĕлĕх премипе, 50 педагога вара 1 миллион тенкĕлĕх премипе хавхалантарĕç. Кăçал премине Маргарита Павловна та тивĕçни Вăрмар округĕнчи вĕрентÿ тытăмĕ çÿллĕ шайра пулнине тепĕр хутчен çирĕп­летет. Саламлатпăр!

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика