Хĕрарăмсен клубĕ ĕç тупма пулăшать

trud«Раççейри ĕç» тытăмăн Вăрмарти центрĕнче «Вăрмарти ĕçлĕ амăшĕсем» хĕрарăмсен клубĕн иккĕмĕш ларăвĕ иртнĕ.

Хĕрарăмсен клубĕ тăрăшнипе çулталăк пуçланнăранпа пилĕк хĕрарăма ĕçпе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен пĕри — нумай ачаллă амăшĕ, теприн икĕ ачи те шкул çулне çитеймен, виççĕмĕшĕ ĕçсĕр пулнă, тăваттăмĕшĕ вĕрентÿ курсĕ пĕтернĕ хыççăн ĕçе вырнаçнă.

Хĕрарăмсен клубĕнче хĕрарăмсем тĕрлĕ профессинчи специалистсемпе тĕл пулса вĕсемпе паллашаççĕ, психологи пулăшăвĕ илеççĕ, пусăрăнчăк кăмăл-ту­йăмран мĕнле хăтăлмаллине, йывăр лару-тăрура хăйсене хăйсем мĕнле пулăшмаллине вĕренеççĕ. Проект тĕллевĕ хĕрарăмсен пурнăç пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă /ĕçе вырнаçнă чухне хумхануран хăтăласси, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтересси, ĕç рынокĕнче харпăр хăйне иккĕленÿсĕр туясси, укçа-тенкĕ енчен ура çинче çирĕп тăрасси\.

Хĕрарăмсен клубĕн иккĕмĕш ларăвĕ çавра сĕтел евĕрлĕ иртнĕ. Унта «Единая Россия» политика партийĕн ĕç тăвакан секретарĕ Ольга Яковлева, туризм отраслĕнчи предприниматель Татьяна Миронова тата ĕç шыракан пилĕк хĕрарăм хутшăннă.

Татьяна Миронова маларах хăй те ĕçсĕррисен шутĕнче пулнă, «Раççейри ĕç» центр пулăшнипе хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă. Вăл çитсе пыракан Çĕнĕ çулăн символĕллĕ — Çĕленлĕ магнитсем тăвассипе мастер-класс ирттернĕ, магнитсем ăсталанă май хă­йĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Татьяна Миронова хăйĕн кă­мăлне каякан ĕç тупас тесе тахçанах ĕмĕтленнĕ. Мĕн ачаран вăл тăван тăрăхăн историйĕпе çыхăннă кĕнекесемпе интересленнĕ, ĕлĕкхи вăхăтсем пирки каласа панине итле­ме юратнă. Анчах та институт пĕтерсе алла экскурсовод дип­ломне илнĕ хыççăн çак сферăра ĕç тупма çăмăлах маррине ăнланса илнĕ. «Енчен те ĕç тупаймасассăн — ăна хамăн йĕр­келесе ямалла», — шухăшланă Татьяна. Вăл Вăрмар округĕн илемĕпе, историйĕпе, хăйнеевĕрлĕхĕпе паллаштаракан экскурсисем пирĕн тăрăхра никам та ирттерменнине шута илнĕ, çапла хăйĕн ĕçне йĕркелес шухăш çуралнă.

«Вăрмар округĕн тăрăхне çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртес, округра пурăнакансене тата хăнасене кунти паллă вырăнсемпе паллаштарас килчĕ. Мана хамăн ĕç пысăк киленĕç кÿрет, çынсене пирĕн тăван тăрăхăн вăрттăнлăхĕсене, интереслĕ вырăнĕсене уçса парас кăмăл пысăк. Ĕмĕрсем хушшинче кунта пулса иртнĕ кăсăк­лă пулăмсем, тĕрлĕ вырăнсем çинчен эпĕ сахал мар пĕлетĕп», — тенĕ Татьяна.

Мастер-класс ирттернĕ хыççăн Татьяна Миронова клуб членĕсене Арапуç ялĕн историллĕ вырăнĕсем тăрăх экскурсине йыхравланă.

Альбина ЛУКИНА, кадрсемпе ĕçлекен консультант

Хевтесĕр ачасем тимлĕхре

«Килти микрореабилитаци центрĕ» проект шайĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн сотрудникĕсем Вăрмар муниципаллă округĕнче пурăнакан хевтесĕр ачасене пулăшас ĕçе малаллах пурнăçласа пыраççĕ.

Çак кунсенче вĕсем Саруй ялĕнче тата Вăрмар поселокĕнче, Арапуç, Кĕтеснер тата Мăнçырма ялĕсенче пурăнакан, Вăрмар поселокĕнчи социаллă пулăшу кÿрекен учрежденине хăйсем тĕллĕн час-часах килсе çÿреймен ачасене реабилитаци пулăшăвĕсемпе тивĕçтернĕ.

Палăртмалла, «Килти микрореабилитаци центрĕ» проект ĕçлеме пуçланăранпа Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр 27 сусăр ачана хăйсен килĕсенчех комплекслă реабилитаципе тивĕçтерессине йĕркеленĕ. Ĕçлĕ ушкăнра — логопед, психолог, сыватакан физкультура енĕпе ĕçлекен инструктор, çемьепе тата реабилитаци енĕпе ĕçлекен специалистсем. Вĕсем ачасене аталанма тата обществăри пурнăçа хăнăхма пулăшаççĕ.

Проект пурнăçланса пынă май ачасенчен ытларахăшĕн сывлăхĕ лайăх еннелле улшăнни палăрнă. Психикăпа çан-çурăм потенциалĕн аталанăвĕ, кăмăл-туйăмĕ, тыткаларăшĕ енчен ырă улшăнусем пулнă. Ашшĕ-амăшĕсем те хăйсен ачисемпе тĕрĕс хутшăнма вĕренсе пыраççĕ, специалистсенчен сĕнÿсем илеççĕ.

Валентина ГУРЬЕВА, психолог

Пирĕн сывлăх пирĕн алăра

Октябрь уйăхне кăкăр ракĕпе кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери уйăхлăх тесе йышăннă, çулсерен октябрĕн 15-мĕшĕнче вара кăкăр ракĕпе кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Çак уйăхлăх шайĕнче Раççейре октябрĕн 14-20-мĕшĕсенче кăкăр ракĕпе кĕрешмелли эрне пулчĕ. Çавна май хĕрарăмсен чи анлă сарăлнă онкологи чирне — кăкăр ракне — профилактикăлассин тата маларах тупса палăртассин пĕлтерĕшĕ пирки тепĕр хутчен аса илтерес килет.

Статистика тăрăх, кашни сак­кăрмĕш хĕрарăмăн çак чир аталанма пултарать. Хальхи вă­хăтра кăкăр ракĕ 30, 20 çулсенчи хĕрарăмсене те шеллемест, çавăнпа чир паллисене пĕлни, вăхăтра тĕрĕсленсе тăни — пурнăçа çăлса хăвармалли пысăк пĕл­терĕшлĕ мелсем шутланаççĕ.

Чир тĕрлĕ сăлтавсене пула аталанса каять. Кунта эстроген гор­монăн витĕмĕ те пур: уйăх хушши ир пуçланни /11 çулччен\, уйăх хушши кая юлса вĕçленни /55 çул хыççăн\, пĕрремĕш ачана час çуратманни е ача вуçех те çуратманни, ачана кăкăр çитерменни. Çавăн пекех чир йăхран йăха куçни, çын самăр пулни, эрех-сăрапа иртĕхни усал шыççа çул уçма пултарать.

Чир аталанма пуçланине сис­терекен паллăсем çинче чарăнса тăрар-ха. Ку вăл: пĕр кăкăрĕнче, е иккĕшĕнче те, хытă вырăнсем, шыçă евĕр вырăнсем пурри; хытă вырăн çийĕ çавра мар, лаптак пулни; ÿт е кăкăр пуçĕ туртăнса тăни; ÿт е кăкăр пуçĕ шыçăнса тăни; кăкăр пуçĕнче е ун тавра эрози, юхан-суран пурри; кăкăр шыçăнса тăрса лимон хуппине аса илтерни; хулайĕнчи е йĕтес шăмми /ключица\ тăрринчи лимфа тĕввисем пысăкланни; пĕр кăкăрĕ яланах канăçсăрлантарни, ыратни; кăкăр пуçĕнчен шĕвек тухни.

Вăрмарти тĕп больницăн онкологи кабинетĕнче паянхи кун тĕлне 577 çын учетра тăрать, çав шутра 120 çынна кăкăр ракĕпе учета илнĕ. 2023 çулта кăкăр ракĕпе чирлĕ 11 çынна тупса палăртнă. 2024 çулхи 9 уйăхра — 5 çынна, вĕсенчен пĕрин чирĕ шала кайнă.

Ан манăр: тухтăр патне кая юлса килсен ракран сывалма йывăр, сиплев вăраха тăсăлать, шыçă çĕнĕрен аталанса кайма пултарать. Маларах тупса палăртнă ракран 90 процентĕнче сывалма пулать. Çавăнпа хăвăрăн çак чир аталанма пуçланă пулĕ тесе шухăшлатăр пулсан, пĕр тăхтамасăр тухтăр патне каймалла.

Маммографи тĕрĕслевĕ ви­тĕр тухни çав тери пĕлтерĕшлĕ. 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсен ку тĕ­рĕс­леве икĕ çулта пĕрре тухмалла. 40 çула çитейменнисен уль­тра­сасă тĕрĕслевĕ /УЗИ\ витĕр тухмалла. Унсăр пуçне гинеколог патĕнче тĕрĕсленсех тăмалла. Кăкăрти шыççа алăпа тытса пăхса хăвăр тĕллĕн те тупса палăртма пултаратăр. Уйăхсерен кăкăра хăвăр тĕллĕн тĕрĕслесе тăни улшăнусене асăрхама май парать.

Хаклă хĕрарăмсем! Сирĕн сыв­лăхăр хăвăр аллăртах пулнине асра тытăр. Тухтăрсем патĕнче планпа килĕшÿллĕн тĕрĕсленсех тăрăр. Хăвăра сыхлăр!

Ольга ИВАНОВА, Вăрмарти тĕп больницăн онкологи кабинечĕн медицина сестри

«Халăхăн пурнăç пахалăхĕ – тĕп приоритет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Эвелина Михайлова, кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Последние комментарии

Яндекс.Метрика