Культура çынсене çывăхлатать

kul

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе Чăваш Республикинче октябрĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа «Культурная среда» проект старт илчĕ. Кашни уйăхра юнкунсерен театрсен коллективĕсем концертсемпе, спектакльсемпе муниципалитетсене тухса çÿреççĕ. Кăтартусем муниципалитетсенчи культура çурчĕсенче иртеççĕ, вĕсене Пушкин карттипе усă курса килсе курма пулать.

Çак проект пулăшнипе аякри ялсенче пурăнакансем те интереслĕ спектакле е юратнă артистăн концертне килсе курма пултараççĕ. «Культурная среда» кашни çынна çÿллĕ искусствăпа çывăхлатать, чи лайăх постановкăсемпе тата артистсемпе паллашма май парать. Октябрь уйăхĕн вĕçĕн­че ку проект çумне респуб­ликăри музейсем те хутшăнчĕç. Муниципалитета илсе килекен кашни проект шкул программипе тата «Пушкин картти» проектпа çыхăнса тăрать.

Çапла октябрĕн 16-мĕшĕнче пирĕн патĕнче хăнара Вырăс драма театрĕ «Две шутки Чехова» постановкăпа пулчĕ. Ку пĕр спектакле пĕрлештернĕ «Предложение» тата «Медведь» пьесăсем. Антон Чехов вĕсене классика водевилĕ евĕр çырнă. Икĕ историйĕ те — çынсем хушшинчи йывăр хутшăнусемпе пĕчченлĕх, телейлĕ пулассишĕн çунни çинчен. Театр актерĕсем выляса кăтартнă спектакле вĕренекенсем пысăк хавхаланупа йышăннă. Актерсем чăннипех те пысăк ăсталăхлă пулнине кăтартнă. Пурте вĕсем Чă­ваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем. Куракансем сцена çинчи тĕлĕнмелле тата кулăшла историсем пăхса киленнĕ. Çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, савăнăçлă та хаваслă кулă кăтарту тăршшĕпех пычĕ. Залра аншлаг пулнă!

Октябрĕн 30-мĕшĕнче вара пирĕн патне К.В. Иванов ячĕл­лĕ Чăваш паташлăх академи драма театрĕ «Чунăм, Лиза, Акулина» спектакльпе килсе çитнĕ. Александр Пушкинăн «Барышня-крестьянка» пове­çĕ тăрăх хатĕрленĕ юрă-кĕвĕллĕ комеди те куракансене пысăк хавхалану парнеленĕ. Спектакльте юрату, пуянсемпе чухăнсем хушшинчи хутшăнусем, çынри шалти туйăмсем пĕр-пĕринпе кĕрешни кашни кураканшăн кăсăклă та çывăх. Театр актерĕсем пысăк ăсталăх кăтартнă, юрă-кĕвĕ номерĕсем постановкăна чĕрĕлĕхпе пуянлатнă. Ку спектакле Вăрмар округĕнчи 140 ытла вĕренекен килсе курнă.

«Культурная среда» проект шайĕнче ноябрĕн 20-мĕшĕнче Вăрмар округĕнче хăнара Волга Опера — Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ пулчĕ. Вăйăсемпе ыйтусенчен интеллектуаллă интерактив, çавăн пекех паллă классикăллă тата паянхи хитсене чĕрĕ сасăпа калани. Билет хакĕ — 300 тенкĕ. Пушкин карттипе те усă курма май пулнă.

Декабрĕн 18-мĕшĕнче пур кăмăллакана та Чăваш патшалăх академийĕн юрăпа ташă ансамблĕн «Территория живого звука» программăпа кăтартма хатĕрленекен кăтартăвне йыхравлатпăр. 14.00 сехет­ре пуçланать, билет хакĕ — 400 тенкĕ. Билетсене «Пушкин карттипе» те туянма пулать.

Ольга МИХАЙЛОВА, Вăрмарти культура çурчĕн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ

 

Культура çуртне юсаççĕ

IMG 3830Кавалти Культура çуртне тĕпрен юсама республика бюджетĕнчен 34 846,83 пин тенкĕ уйăрнă, Вăрмар муниципаллă округĕн бюджетĕнчен 2224,3 пин тенкĕ. Пĕтĕмĕшле тĕп юсав ирттермелли укçа-тенкĕ калăпăшĕ 37 071,13 пин тенкĕпе танлашать. Культура çуртне тĕпрен юсассипе аукцион ирттернĕ хыççăн июнь уйăхĕнче муниципаллă контракт йĕркеленĕ. Контрактпа килĕшÿллĕн ĕçсене июнь уйăхĕнче пуçланă, ноябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.

Юсав иртнĕ вăхăтра çуртăн тăррине йăлтах улăштарнă. Пĕрремĕш хут­ра пÿлĕмсене уйăрнă, санитари вырăнĕсенче урайне плитка сарнă, стенисене те плитка çыпăçтарнă. Пÿлĕмсенче стенасене гипсокартон листисем çапнă. Электромонтаж ĕçĕсене пурнăçланă, çав шутра шывпа тивĕçтерекен тытăма улăштарнă, 5 электричество шкапĕ вырнаçтарнă, розеткăсем, сÿнтеркĕчсем лартнă.

IMG 3841Хальхи вăхăт тĕлне хутса ăшăтмалли тытăма ĕçлеттерсе ярассипе, çуртăн фасадне ăшă тытакан тăвассипе ĕçлеççĕ. Тулти канализаци валли шыв пăрăхĕсем хурса хăварнă.

Объектра 10 çын ĕçлет. Пĕрисем урамра ĕçлеççĕ, культура çурчĕн стенисене тул енчен ăшă тытакан материалпа хуплаççĕ, теприсем шалта урайне плитка сарнă çĕрте, виççĕмĕшĕсем котельнăйĕнче хутса ăшăтмалли тытăма майлаштараççĕ.

 

Кивĕ Вăрмарта çĕнĕ культура вучахĕ пулĕ

Кивĕ Вăрмар ялĕнче çитес çул 150 вырăнлăх Культура çурчĕн строительстви пуçланать.

Çĕнĕ клубра хутса ăшăтмалли тытăм, канализаци, электричествăпа тивĕçтересси, вĕри шыв — йăлтах пулĕç. Пулас культура çурчĕн строительстви валли рес­публика бюджетĕнчен 67 426 413 тенкĕ, вырăнти бюджетран — 32 миллиона яхăн укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Кăларăма Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика