Вăрмар районĕнчи потребительсен кооперацийĕнче 23 çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан Марина Аркадьевна Сейфуллина /сăн ÿкерчĕк çинче/ — пысăк опытлă руководитель, ăста организатор тата хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал. Вăрмар райповĕн ĕçĕ-хĕлне тĕрĕс йĕркелесе тата çирĕп алăпа тытса пырса вăл умри тĕллевĕсене чăрмавсăр пурнăçлать, мĕнпур йывăрлăхсене çĕнтерсе ăнăçу çулĕпе утăмлать.
Марина Аркадьевна 1969 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче Чулкас ялĕнче çуралнă. Хăйĕн ĕç кун-çулне вăл Вăрмар районĕнчи потребительсен обществинче бухгалтерта ĕçленинчен пуçланă, ку должноçре 2003 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 2005 çулхи апрель уйăхĕччен вăй хунă. 2005 çулхи ноябрь уйăхĕнчен коопераци предприятийĕн директорĕнче, 2006 çулхи февраль уйăхĕнчен — техник-технологра, 2008 çулхи сентябрь уйăхĕнчен производство заведующийĕнче ĕçленĕ. 2009 çулхи декабрь уйăхĕнчен «Общепит» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕн должноçне йышăннă. 2022 çултанпа вара Вăрмар райпо канашĕн председателĕнче тăрăшать.
Çак вăхăт хушшинче Марина Аркадьевна хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă, ĕçченлĕхпе палăрса Вăрмар округĕн тата Вăрмар райповĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Акă, сăмахран, вăл тăрăшнипе 2023 çулта Вăрмар поселокĕн центрĕнче «Коопмаркет» самообслуживани лавкки уçăлнă. Хальхи вăхăтра «Заря» лавккан строительствипе реконструкцийĕ пырать. Планпа килĕшÿллĕн, юсаса çĕнетнĕ лавкка декабрь уйăхĕнче хăйĕн алăкĕсене уçмалла.
Марина Аркадьевна Вăрмар райповĕн ĕçĕ-хĕлĕн эффективлăхне ÿстерессишĕн пĕтĕм вăйне парать, ĕçри пĕр саманта та куçран вĕçертмест, хăйĕнчен те, райпо ĕçченĕсенчен те çирĕп ыйтать. Унсăр пуçне Вăрмар округĕн тата Вăрмар поселокĕн обществăлла пурнăçĕнче активлăхпа палăрса тăрать.
Ĕçри лайăх кăтартусемшĕн Марина Аркадьевна Вăрмар райповĕн Хисеп грамотине /2008, 2019 çç./, Вăрмар район администрацийĕн Хисеп грамотине /2009, 2019 çç./, Чăваш Республикинчи потребительсен Союзĕн Хисеп грамотине /2014, 2019 çç./, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине /2015 ç./, Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин Хисеп грамотине /2015 ç./, Чăваш Республикин Суту-илÿпе промышленноç палатин Хисеп грамотине /2021 ç./ тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна «Чăваш Республикин халăха пулăшу кÿмелли сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Марина Аркадьевна коллективра та, халăх хушшинче те пысăк хисепе тивĕçнĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн тата Чăваш Республикинчи потребительсен Союзĕн руководствисем те ăнăçуллă руководителĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă.
Çак кунсенче Марина Аркадьевна чаплă юбилейне кĕтсе илчĕ. Ăна çак паллă пулăм ячĕпе саламлатпăр, малашне те ĕçре çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, вăй-хал, телей сунатпăр.
Ирина ДАНИЛОВА