Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Сергеевич Шапеев ятарлă çар операцине контаркт пусса хутшăнать. Çак кунсенче вăл тăван тăрăхра кĕске отпускра пулчĕ. Отпуск кунĕсем сисĕнмесĕр иртсе кайрĕç, Алексей Сергеевич Тăван çĕршывăмăрăн прависемпе ирĕклĕхĕшĕн, унăн интересĕсене хÿтĕлессишĕн пыракан çапăçусене хутшăнма хăйĕн çар чаçне таврăнчĕ те ĕнтĕ.
Салтак çула тухиччен Хĕрлĕçырта пурăнакансем ăна чысласа тата хисеплесе ăсатма ял клубĕнче пухăнчĕç. Тĕлпулăва Тикашри культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ те концерт программипе хутшăнчĕ.
Палăртмалла, Алексей Шапеев 7 çула яхăн Раççей Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсенче службăра тăрать. Хĕрÿ çапăçусенчен пĕринче вăл аманнă та пулнă, çар госпиталĕнче выртса сипленнĕ. Алексей Сергеевича çапăçусенчи хастарлăхшăн темиçе хутчен те медальсемпе наградăланă, çавăн пекех пĕрре кăна мар çар командованийĕн Тавне те тивĕçнĕ вăл.
Тăванĕсем, çывăх çыннисем, юлташĕсем, шкул ачисем Алексей Сергеевича лайăххине кăна сунса ăшă сăмахсем каларĕç. Салтак пухăннă çынсене, çакăн пек мероприяти йĕркелесе ирттерекенсене тав турĕ, Хĕç-Пăшаллă Вăйсенчи служба мĕнле иртни çинчен каласа пачĕ.
«Эпир мар пулсан, кам хÿтĕлĕ-ха Тăван çĕршывăмăра? Ку вăл — пирĕн тивĕç! — терĕ Алексей Сергеевич. — Пире, салтаксене, манманшăн, яланăх пулăшса тăнăшăн ырă кăмăллă çынсене пурне те тавах! Тыл тĕрев пани, тăван тăрăхран гуманитари пулăшăвĕ яни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Эпир ентешсен пулăшăвне туйсах тăратпăр. Сирĕнтен илнĕ çырусене вулани те пирĕн чунсене ăшăтать тата хавхалантарать».
Эпир те хамăр енчен Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене тав сăмахĕ калатпăр. Салтаксене тăван тăрăхра ырă-сывă тата Çĕнтерÿпе кĕтетпĕр!
Валерий НАРСОВ, Тикашри территори пайĕн начальникĕ