Арабоси для СВО

Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа пĕтĕм çĕршыв салтаксене пулăшас ĕçе активлă кÿлĕннĕ, çав шутра Вăрмар округĕнче пурăнакансем те. Кашни ялтах гуманитари пулăшăвĕ пуçтараççĕ, окоп çуртисем хатĕрлеççĕ, ăшă алсиш-нуски çыхаççĕ, масировка сеткисем çыхассипе те тăрăшуллăн ĕçлеççĕ.

Арапуç ялĕнче, акă, маскировка сеткисем çыхас ĕçе паянхи кун культура çуртĕнче йĕркеленĕ. 2023 çулхи декабрь уйăхĕнче пуçланă та ку пархатарлă ĕçе — паянхи кунчченех тăсăлать вăл. Çулталăк та иртсе кайнă.

Маскировка сеткисем çыхма ялти чи хастар хĕрарăмсем хутшăнаççĕ. Икĕ сменăпа ĕçлеççĕ вĕсем. Пĕрремĕш сменăрисем кăнтăрла иртни пĕр сехетре ĕçе тытăнаççĕ те каçхине ултă сехетчен те ĕçлеме чарăнмаççĕ. Вĕсем хыççăн иккĕмĕш сменăрисем тухаççĕ, каçхине тăхăр сехетчен сеткăсем çыхаççĕ. Эрнере 4-5 кун ĕçлеççĕ. Маскировка сеткисем çыхас ĕçре активлăхпа палăрнисем хушшинче: Антонина Федотова, Анисса Чернова, Эльза Иванова, Елена Иванова, Нина Петрова, Ирина Кузнецова, Ирина Васильева, Людмила Тимофеева, Светлана Григорьева, Наталья Васильева, Валентина Михайлова, Зинаида Петрова, Людмила Лоцман тата ыттисем те.

Маскировка сеткисем çыхасси Арапуçĕнче Людмила Геннадьевна Тимофеевăн, ялти шкулта пуçламăш классене вĕрентекенĕн, пуçарулăхĕпе хута кайнă. Вăл пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче ятарласа Шупашкара кайса «Зов Чувашии» ыркăмăллăх фончĕн маскировка сеткисем çыхакан пунктĕнче çак ĕçе вĕренсе килнĕ. Унтан ял халăхне те сеткăсем çыхма явăçтарнă.

«Чи малтанах маскировка сеткисене шкулта çыхрăмăр, вĕренекенсем те пирĕнпе пĕрле çыхрĕç ун чухне. Кăштахран клуб çуртне куçрăмăр. Сетка çыхмалли йывăç станока пире ял старости Станислав Петрович Петров ăсталаса пачĕ. Ун çинче 6х3 м, 3х10 м, 3х12 м, 6х12 м калăпăшлă маскировка сеткисем çыхма пултаратпăр. Çулла симĕс тĕслисем çыхатпăр, хĕлле — сарă-хăмăр, тĕттĕм симĕс тĕслисем. Маскировка сеткисен никĕсне тата каснă лентăсене Чупай çамрăкĕ Слава Данилов пулăшнипе Шупашкартан илсе килетпĕр. Паллах, материалсене туянма укçа-тенкĕ кирлĕ. Кунта вара яла халăхĕ питĕ пулăшать. Пурте пĕр шухăшлă пулса кирлĕ суммăна пуçтарса параççĕ. Тавах вĕсене пурне те çавăншăн», — тет Людмила Геннадьевна.

Маскировка сеткисем çыхмалли лентăсене пайăн-пайăн касас, вĕсенчен тĕркесем /бульбочкăсем\ хатĕрлес ĕçе те ялти культура çуртĕнчех, çавăн пекех шкулта та пурнăçлаççĕ. Кашни маскировка сеткине çыхма пуçланă чухне чи малтанах Леонид Ермолаев протоиерей кĕлĕ туса сăвапланă лентăсене — 90-мĕш псалом çырса пичетленĕскерсене — çыхса хураççĕ сетка çине. «Турăпа пĕрле!» — тесе кĕлĕ тăваççĕ хĕрарăмсем ĕçе пуçăниччен. Хатĕр маскировка сеткисене тĕркелесе пуçтарнă чухне варрине ăшă алсиш-нуски, супăнь-мунчала та чиксе парса яраççĕ. Кашни сетка çине «Вăрмар муниципаллă округĕ. Арапуç ялĕ» тесе çырнă хут çыпăçтараççĕ, сетка мĕнле калăпăшлă пулнине паллă тăваççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне 130-а яхăн маскировка сетки çыхнă Арапуçĕнче. Вĕсене СВОна хутшăнакан Арапуç салтакĕсем патне волонтерсем урлă парса яраççĕ. Унсăр пуçне йывăрлăхра сыхлакан япаласем те /обереги\ хатĕрлесе ăсатаççĕ.

Маскировка сеткисем çыхнисĕр пуçне Арапуçĕнче окоп çуртисем те тăваççĕ. Ялти ача садĕнче воспитательте ĕçлекен Светлана Вавилоновна Михайлова йĕркелесе пырать ку ĕçе. Ял старости Станислав Петров та ку енĕпе активлăх кăтартать.

Пĕтĕмлетсе каласан, çак çăмăл мар вăхăтра салтаксене пулăшасси Арапуç ял халăхĕшĕн малти вырăнта. Вĕсем кирлĕ япала туянма укçа-тенкине те, тĕрлĕ техникине те, инструментсем те, алсиш-нускипе перчеткесем те, строительство материалĕсем те, ăшă тум-тир та, апат-çимĕç продукцийĕ те тата ыттине те пуçтарса параççĕ. Гуманитари пулăшăвĕ кÿрессинчен айккинче юлмаççĕ.

Арапуçĕнчи территори пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак ял тăрăхĕнчен СВОна 15 ытла салтак хутшăнать. Вĕсем тăван тăрăхран пулăшу илмессерен ентешсене кашнинчех пысăк тав сăмахĕ каласа яраççĕ, хăйсене манманни вăй кÿнине палăртаççĕ. Çапла пулмасăр, халăх вăйĕ — пĕрлĕхре!

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика