Иртнĕ кунсенче пирĕн ентеш, ятарлă çар операцине хутшăнакан Карăкçырми ялĕн çамрăкĕ Иван Валерьевич Петров тăван яла черетлĕ отпуска килсе кайрĕ, тăванĕсемпе, ял-йышпа, Пысăк Енккассинчи вăтам шкул ĕçченĕсемпе те тĕл пулчĕ. Çĕнĕ 2025 çула чи çывăх тăванĕсемпе пĕрле килти хăтлăхра кĕтсе илчĕ. Çак 14 кунлăх отпуск питĕ паха салтаксемшĕн. Кашни çур çулта кил ăшшине туйса илни, тăванĕсемпе тĕл пулни вăй-хал парать вĕсене.
Пысăк Енккасси шкулĕнче вăй хуракансем ятарласа Иван Валерьевич валли маскировка сечĕсем çыхса хатĕрлесе хунă. 7 сетка парса ячĕ шкул коллективĕ салтака СВОна. Пысăк Енккассинчи лавккаран та салтак валли ял-йыш пуçтарнă кучченеçсене парса янă.
Иван хальхи вăхăтра Запорожье облаçĕнче мотострелоксен батальонĕнче службăра тăрать, отделени командирĕ. 2022 çулта тулли мар мобилизаци йĕркипе ятарлă çар операцине тухса кайнă. Хăй ирĕкĕпех тухса кайнă вăл. Ашшĕнчен тĕслĕх илнĕ Ваня. Унăн ашшĕ Валерий Иванович 1978-1980 çулсенче Афганистанра службăра тăнă, хĕрÿ вырăнсенче те пулнă.
Ытти салтаксем пекех çар операцийĕнчи хăрушлăх, йывăрлăхĕсем пирки çывăх çыннисене каласа памасть. Амăшĕ Людмила Васильевна пĕлтернĕ тăрăх, ывăлĕ хĕлле хăйсем тунă çĕрпÿртре тепĕр 6-7 салтакпа пĕрле пурăнаççĕ, çулла вара, унта шăрăх пулнăран, вăрманта çĕр каçаççĕ. Хăйсем валли мунча, апат-çимĕç упрама путвал, çывăрмалли, документсем упрамалли вырăнсем тунă. Кунтан гуманитари тиевĕпе чылай строительство материалĕ илсе кайнă пулнă. Апатне хăйсемех пĕçерсе çиеççĕ, апат-çимĕç продукцийĕпе аван тивĕçтернине палăртать салтак. Çывăх çыннисемпе телеграм урлă çырса çыхăнать Ваня. Хăйсем патĕнчен шăнкăравлама юрамасть вĕсен. Ашшĕ-амăшне хăй тивĕçнĕ наградисем çинчен те каламасть ывăлĕ. Апла пулин те иртнĕ çул майăн 9-мĕшĕнче Иван Валерьевич Петровăн çемйине çакăн пек содержаниллĕ Тав çырăвĕ çитнĕ. Вулакана та унпа паллаштарар:
«Уважаемые Людмила Васильевна и Валерий Иванович! От лица командования и личного состава войсковой части - полевая почта 29681 хочу выразить искреннюю благодарность за Вашего сына, нашего сослуживца сержанта Петрова Ивана Валерьевича - участника Специальной военной операции на Ореховском направлении Запорожского фронта. Сегодня он с честью, с оружием в руках выполняет все поставленные перед ним задачи. Защищает мирных жителей, женщин и детей, не дает в обиду стариков. Мы очень признательны Вам, ведь благодаря Вашему воспитанию сержант Петров Иван Валерьевич является опорой не только государства, но и нашего будущего - наших детей, родных и близких. В годы Великой Отечественой войны деды перегрызли глотку фашистской гадине. Их подвигами гордится не одно поколение! Сейчас Ваш сын так же пишет историю по уничтожению фашизма и является примером истинного патриота нашей Родины для молодого поколения! Командование и весь личный состав части от всей души желает Вам крепкого здоровья, мира и согласия.
ВРИО командира войсковой части - полевая почта 29681 подполковник И.РОМАНОВ».
СВОра Иван Петров Вăрмар, Çĕрпÿ, Канаш, Йĕпреç чăвашĕсемпе пĕрле пĕр отрядра. Кашниех вĕсем тăван тăрăха кĕске отпуска килсен пĕр-пĕрин тăванĕсемпе çыхăнса каялла тулли посылкăсем илсе каяççĕ. Ку хутĕнче пĕрле службăра тăракан каччăн тăванĕсем ун урлă СВОна «Нива» автомашина парса янă. Нива рулĕ умне Иван хăй ларнă, Запорожье облаçне илсе çитернĕ ăна.
Каласа хăвармалла, Иван Валерьевич çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕн, Европа чемпионкин тата кĕмĕл призерĕн, Лондонри XXX Олимп вăййисен бронза призерĕн, Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕн Татьяна Архипован /Петрован\ тăван шăллĕ. Çывăх çыннисем салтака кашнинчех ăшшăн кĕтсе илеççĕ, пĕрле пуçтарăнса ăсатса яраççĕ, каялла яланлăхах тĕрĕс-тĕкел таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА