Кивĕ Вăрмар ялĕнче иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн çурринчен пуçласа «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 150 вырăнлăх çĕнĕ культура çурчĕ тума тытăннă.
Ĕçсене «Партнер» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ. Паянхи кун тĕлне кунта пулас культура çурчĕн никĕсне туса пĕтернĕ. Строительство объектĕнче кунсерен 15-16 çын ĕçлет. Хальхи вăхăтра пĕрисем никĕс йĕри-тавра монолит ункине çавăраççĕ, теприсем фундамент цокольне ăшă тытакан материал çыпăçтараççĕ. Стройкăра йăлтах паянхи йышши пахалăхлă материалсемпе усă кураççĕ. «Ĕçсене малтанах çирĕплетнĕ графикпе туса пыратпăр. Çитес эрнере пулас культура çурчĕн стенисене кирпĕчрен хăпартма пуçлăпăр», - пĕлтерчĕ Сергей Геннадьевич Тихонов прораб. Кирпĕчне тиесе килсе хунă та ĕнтĕ объекта. Графикпе палăртнă тăрăх культура çуртне кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.
Строительство ĕçĕсемпе çак кунсенче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, унăн заместителĕ — Наталия Иванова, Кивĕ Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Вячеслав Васильев паллашрĕç.
Çулталăк тăршшĕпе, паллах, ялта илемлĕ те капмар культура çурчĕ хăпарса лариччен ĕçлемелли, тумалли, татса памалли ыйту нумай пулĕ. Ял халăхĕ те чылайранпах кĕтнĕ культура çуртне тума пуçланăшăн чунтанах хĕпĕртет.
Эвелина МИХАЙЛОВА