Poslanie2025 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл иртнĕ тапхăрти ĕçе пĕтĕмлетрĕ, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2025 çулхи тĕллевĕсене палăртрĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçат Çырăва кĕскетсе пичетлет.

Хисеплĕ депутатсем, савăнăçлă пухăва хутшăнакансем, Чăваш Енре пурăнакансем!

Календарь листине 2025 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕш кунĕ тĕлне уçса эпир кашниех, йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕнĕ çула кĕтĕмĕр тата ĕмĕтсемпе харпăр хăй тĕллевĕсене палăртрăмăр.

Çĕршыв масштабĕпе илсен пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсем пулса иртрĕç, вĕсене Раççей Президенчĕн хушăвĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçланă тата вĕсем пурнăçăн мĕнпур сферинех йĕркеллĕн аталантарма пулăшма тивĕç. Çĕнĕ наци проекчĕсене хута янă, вĕсене пĕлтĕр вĕçленĕ проектсен никĕсĕ çинче тата ĕçре тунă кăтартусене, пухăннă опыта, куç умне пулнă ыйтусемпе проблемăсене шута илсе туса хатĕрленĕ.

Чăваш Ен маларах вăйра пулнă наци проекчĕсене кăтартуллăн вĕçлерĕ, халĕ çĕннисене кал-кал ĕçлесе шанчăклăн пурнăçлама тытăнать. 2020 çултан пуçласа 2024 çулхи тапхăрта пĕтĕм регион продукчĕ 1,8 хут ытла ÿснĕ. Республика бюджечĕн хăйĕн тупăшĕсем 2,1 хут ытла пысăкланнă. Бюджета кĕрекен пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕ калăпăшĕнче вĕсен тÿпи 58,8 процентран 68 процента çити ÿснĕ.

Юлашки 5 çулта сывлăх сыхлавĕн 291 объектне тунă тата комплекслă майпа юсанă. Çакă вăл çĕнĕ поликлиникăсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем, врач амбулаторийĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем тата ытти инфратытăм. Вĕсенчен 207 объекта – «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче, 84-шне – республика бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе çĕнетнĕ.

Вĕренÿ отраслĕнче 9 шкул тунă, 111 шкула, 38 ача садне, 3 техникума, 94 шкул спорт залне тĕпрен юсанă. Физкультурăпа спорта аталантарма тĕрлĕ калăпăшлă тата тĕллевлĕ 98 объект тунă тата çĕнетнĕ. Çав шутра Чăваш Енри чи пысăк спорт объекчĕсенчен пĕрне – «Атăл» стадиона. Культура сфери самаях çĕнелчĕ. Халь ĕçлекен 452 объектра строительствăпа юсав тата çĕнĕ шайра пуянлатас ĕçсем пыраççĕ. Çав шутра «Культура» наци проекчĕ, регионăн «Культура» программи тата пуçаруллă бюджет шайĕнче 35 çĕнĕ культура çурчĕ тунă.

Çынсене социаллă пулăшу парас тата пулăшса пырас ĕçре те пысăк кăтартусем тунă.

Иртнĕ çул пире пурне те хавхалантаракан питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмпа вĕçленчĕ. Ку вăл – ятарлă çар операцийĕн тĕл­левĕсене пурнăçлас ĕçри татăклă улшăну. Пирĕн аттесемпе пиччесем, аннесемпе аппасем, ывăлсемпе хĕрсем чăн вырăс территорийĕсене ирĕке кăларса вăрçă хирĕнче ăнăçăва йĕркеллĕн малалла аталантараççĕ. Пирĕнтен кашниех хăйĕн ĕçĕсемпе, ĕç вырăнĕнчи тивĕçĕсене пысăк ăсталăхпа пурнăçласа пырса, пирĕн салтаксене мĕн кирлипе туллин тивĕçтерсе тăма пулăшса Тăван çĕршыва хÿтĕлессипе çыхăннă сăваплă ĕçе хутшăнать. Ку ĕçе эпир ÇĔНТЕРĔВЕ кĕтсе иличченех пурнăçласа пырăпăр.

Эпир ятарлă çар операцине хутшăнакансене те, вĕсен çемйинчи çынсене те пулăшу памалли майсене туллин пурнăçа кĕртрĕмĕр. Контракт тунă вырăна пăхмасăр, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен пĕтĕм категорийĕ тата вĕсен çемйинчи çынсем пулăшу илеççĕ. Ашшĕ е амăшĕ вăрçă хирĕнче пуç хунă ачасене уйрăмах пулăшма тăрăшмалла. Пирĕн тивĕç – çакăн пек çемьесене ачасем хăйсем тĕллĕн пурăнма тытăничченех пур енлĕн пулăшса тăрасси.

Ĕçлев министерствине «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондпа, муниципалитетсемпе пĕрле ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе, вĕсен çемйинчи çынсемпе тăтăшах тĕл пулса тăрассине тивĕçтерме тата маларах тунă йышăнусене кирлĕ улшăнусемпе тÿрлетÿсене вăхăтра кĕртме е çĕнĕ пулăшу майĕсем палăртма ыйтатăп.

Республикăна аталантармалли плансем патне таврăннă май аса илтерес тетĕп: çÿлерех асăннă кăтартусем – планлас ĕç çине комплекслă пăхнин, хальхи ĕçсемпе пуласлăхри аталанăвăн тулли ÿкерчĕкне йĕркелемелли нумай сăлтава шута илнин, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрмалли тĕрлĕ çăлкуçа пĕр харăс ĕçлеттерессине тивĕçтернин пĕтĕмлетĕвĕ. Сăмах, паллах, Чă­ваш Республикин Экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн 2020-2025 çулсенчи комплекслă программи пирки пырать.

Çÿллĕ шайри тĕп кăтартусен пĕр пайне çĕршыв Президенчĕн çĕршыва 2030 çулччен аталантармалли çĕнĕ тĕллевсем çинчен калакан указĕсене пурнăçланă май 2023 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăхах пурнăçланине, çапла пулса тухрĕ, асăннă программăна пурнăçа кĕртнĕ опыта шута илсе эпир Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2025-2030 çулсенчи комплекслă программине ырласа йышăнтăмăр.

Асăннă документ стратегисен стратегийĕ шутланать, мĕншĕн тесен унта 25 отраслĕн стратегине кĕртнĕ.

Программăра Шупашкар агломерацине аталантармалли мастер-плана тата Чăваш Енри халăх пурăнакан 17 тĕп вырăна аталантарасси çине комплекслă майпа пăхмаллине шута илнĕ.

Комплекслă программăна туса хатĕрленĕ чухне Чăваш Ен Правительстви республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене шута илнĕ. Урăхла каласан, вăл региона аталантармалли чи халăх планĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн маларахри указĕпе муниципалитетсен çĕр ресурсĕсене 2024 çул вĕçлениччен инвентаризацилеме хушнăччĕ. Тĕллев – çĕрĕн кашни соткин статусĕпе харпăрлăхне палăртса хурасси тата тĕрлĕ тĕллевсемпе: инвестици, ял хуçалăх, строительство ĕçĕ валли, çав шутра муниципаллă çурт-йĕр фондне йĕркелеме – усă курмалли даннăйсен йышне йĕркелесси. Эпир Шупашкар муниципаллă округĕнче Росреестрпа пĕрле пĕлтĕрех пурнăçлама тытăннă пилот проекчĕ çакна кăтартать: çавăн пек анлă ĕç туса ирттернĕ чухне те пысăк резервсем пур. Экономика аталанăвĕн министерствине, Строительство министерствине муниципаллă пĕрлĕхсен пуçлăхĕсемпе пĕрле çак ĕçе çулталăк вĕçлениччен малалла тăсма хушатăп.

Пуçаруллă бюджетировани кирлĕлĕхĕн тĕслĕхĕ пирки. Вăл çынсен хастарлăхне, чи кирли, вĕсем хăйсем пурăнакан вырăнсенчи пурнăçа лайăхлатас шухăшлă пулнине кăтартать. Юлашки 5 çулта граждансен пуçарăвĕсем çинче никĕсленекен 5218 проекта пурнăçланă, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 5 миллиард та 800 миллион тенкĕпе танлашнă. Çав шутра пĕл­тĕр кăна 1477 проекта 2 миллиард та 200 миллион ытла тенкĕлĕх пурнăçланă. Кăçал валли конкурс урлă пĕтĕмĕшле хакĕ 3 миллиард та 300 миллион тенкĕлĕх 1555 проект иртнĕ.

Комплекслă программăра виçĕ пин ытла проекта пурнăçлама палăртнă, вĕсенчен 2400 яхăнăшĕ – инфратытăм, 600-тен ытларахăшĕ – инвестици проекчĕсем. Пысăк компанисен проекчĕсене шута илнĕ. Правительствăпа муниципалитетсен тата предприятисен ĕçĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнуллă туни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал республикăн адреслă инвестици программи шайĕнче кăна 170 ытла инвестици проекчĕ пурнăçланать. Чи пысăккисенчен темиçĕшне асăнса хăваратăп.

Коммуналлă инфратытăмра çакă Атăл леш енчи территорири, Шупашкар хулинчи, Патăрьелти тата Çĕрпÿ хулинчи тасатакан сооруженисем, хула евĕр Кÿкеç поселокĕнчи канализаци коллекторĕ, Куславкка тата Сĕнтĕрвăрри хулисенчи причал хÿмисем. Сывлăх сыхлавĕнче – Шăхасанта тата Муркашра поликлиникăсем тăвас ĕçе вĕçлесси. Республикăн клиника больницине тума пуçласси. Маларах каланă пекех, тата ытти нумай проект.

Иртнĕ çула Раççей Президенчĕ Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Эпир çемьесене пулăшу памалли тата вĕсене пулăшса пымалли мелсен пĕтĕм комплексне ахальтен кăна тишкерсе тухмарăмăр, çавăн пекех çĕнĕ пулăшу мелĕсене ĕçе кĕртесси е халь усă кураканнисене вăйлатасси çинчен калакан йышăнусем турăмăр. Çапла виççĕмĕш ачашăн паракан регионти амăшĕн капиталне 200 пин тенкĕ таран ÿстернĕ, пилĕк е ытларах ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕр уйăрса памалли черет, унччен чылай çул пухăнса пынăскер, палăрмаллах чакать.

Нумай ачаллă çемьесем валли çĕр лаптăкĕ вырăнне пĕр хутчен паракан укçа-тенкĕ тÿлевĕ илмелли май йĕркеленчĕ, 250 пин тенкĕ виçепе танлашакан сертификата 801 çемье илнĕ. Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче тата Вăрмар поселокĕнче ĕçлекен нумай функциллĕ çемье центрĕсем хăйсен кирлĕлĕхне ĕненмелле çирĕплетсе пачĕç. Вĕсем çынсене усă кÿнине 20 пин ытла çемье ырласа палăртнă.

Чăваш Ен Цифра министерствине Ĕçлев министерствипе пĕрле «Çемье навигаторĕ» брендпа тăвакан пĕрлехи информаци площадкине кăçалах туса пĕтерме сĕнетĕп.

Ĕçлев министерствин муниципалитетсемпе пĕрле, кирлĕ пулни палăракан муниципаллă пĕрлĕхсенче, 2030 çулччен нумай функциллĕ çемье центрĕсем тумалла.

2025 çултан тытăнса Чăваш Енре ачаллă çемьесене пулăшу памалли пĕтĕм тĕп меле пĕрлештерекен «Çемье» наци проекчĕ хута каять.

Çураласлăх шайне ÿстересси – пĕтĕм халăхăн тĕп тĕллевĕ тата программа тухăçлăхĕн шута илмелли тĕп кăтартăвĕ. 2023 çулта эпир регионăн çураласлăха ÿстермелли тата ачаллă çемьесене пулăшмалли программине йышăнса хă­вартăмăр. Ку енĕпе тумалли ĕçе хăйсен кирлĕлĕхне кăтартса панă пулăшу мелĕсене аталантарса та, çĕнĕ пулăшу мелĕсене йышăнса та малалла тăсмалла тесе шутлатăп.

Сăмахран, çитес виçĕ çулта тата 9 хĕрарăм консультацийĕ йĕркелемелле. Рес­публикăри перинаталь центрне тата Шупашкарти хулари 1-мĕш клиника больницине çĕнетмелле. Тин çуралнă ачасем валли куллен кирлĕ япаласене проката тÿлевсĕр паракан пунктсем уçмалла тата 3 çула çитичченхи ÿсĕмри ачасене кĕс­ке вăхăтлăха пăхса усрамалли тата пăхса тăмалли ушкăнсем туса хумалла. Студентсен çемйисем, ашшĕ-амăшĕнчен иккĕшĕ те наука ĕçченĕсем шутланакан çемьесем валли хушма пулăшу майĕсем туса хатĕрлемелле.

Чăваш Республикинче 2024 çула экологи культурине тата çутçанталăк­па перекетлĕ усă курассине халалланăччĕ. Пурăнмалли территорин илĕр­тÿллĕ пайĕсем яланах таса сывлăш, шыв шутланнă та, шутланаççĕ те. Чă­ваш Ен – çавăн пек пуянлăхлă Раççей регионĕсенчен пĕри. Пирĕн тĕллев – регионти çавăн пек тытăма тата пурнăç йĕркине ĕмĕрлĕхех сыхланса упранмалла тăвасси. Çавăнпа та эпир рес­публикăна çирĕппĕн аталантармалли стратеги шайĕнче экологи политикине тытса пымалли çĕнĕ майсене тата ESG-йĕркине туса хатĕрлерĕмĕр. Вĕсемпе килĕшÿллĕн инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме усă куракан технологисем тĕлĕшпе пĕрешкел требованисем палăрт­рăмăр. Сăмахран, халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли тата шыва юхтарса кăлармалли стратегисене тасатакан центрсем тумаллине тĕпе хурса туса хатĕрленĕ. Çакă вăл эпир лайăх пĕлекен тасатакан сооруженисем. Тасатакан çавăн пек 11 центр тума палăртнă, пĕр вăхăтрах вĕсем халăхран та каяш шывсене йышăнма пултараççĕ. Асăннă пулăшупа ятарлă сайт урлă саккас туса усă курма пулать, малашне çакна мобильлĕ приложени урлă тума май пулĕ.

«Раççейри экологи операто­рĕпе» пĕрле эпир каяшсене тыт­ка­ламалли территори схемине çĕ­нетес ĕçе туса ирттертĕмĕр. Унпа килĕшÿллĕн халĕ Канаш округĕн­че çÿп-çап сортламалли комп­лекс тă­ватпăр, кăçалах тата иккĕшне – Патăрь­ел тата Муркаш округĕсенче – тума тытăнатпăр. Çак мерăсем коммуналлă хытă каяшсен çĕр проценчĕпех сортировка тăвассине тата чавса чикекен каяшсен шутне чакарассине тивĕçтерме пулăшаççĕ.

Чăваш Ен Çутçанталăк министерствин хальхи ĕç хăвăртлăхĕсене чакармалла мар тата чавса чикекен каяшсене сахаллатас тĕлĕшпе хушма ĕçсем туса ирттерессине тивĕçтермелле.

Экологи культурин çулталăкĕн «Чăваш Ен çăлкуçĕсем» проекчĕ, ман шутпа, отрасльре те, общество хăй ăнланулăхĕнче те тарăн йĕр хăварнă пĕл­терĕшлĕ проект пулса тăчĕ. Ăна пула Чăваш Енри пин ытла çăлкуçран 520-ĕшне эпир пĕлтĕр йĕркеленĕ реестра кĕртнĕ. 150 çăлкуç çинчен пĕлтерекен сведенисене цифрăланă тата Чăваш Ен çăлкуçĕсен цифра карттине туса хатĕрленĕ. 20 çăлкуçа тирпей-­илем кĕртсе хăтлăлатнă тата вĕсем вырăнти çынсене те, регион хăнисене те çитсе курма илĕртекен вырăн шутланаççĕ.

Чăваш Ен Çутçанталăк министерствине муниципаллă пĕрлĕхсен администрацийĕсемпе пĕрле çак ĕçе малалла тăсма ыйтатăп. Çитменнине тата унăн результачĕсем экологи ту­ризм­не аталантармалли лайăх никĕс пулса тăраççĕ.

Туризм темине малалла тăснă май çакна палăртмалла: вăл экономикăн ÿссе пыракан, хăйĕнпе çыхăннă сервис тата пулăшу ĕçĕсене хавхалантармалли майсем йĕркелекен пайĕ. Региона килекен туристсен шучĕ туризм продукчĕн пĕтĕм тĕсĕ енĕпех çулсерен ÿссе пырать. Атăл юхан шыв тăрăх çул çÿремелли туризм кирлĕлĕхĕ савăнтарать. Çитменнине пирĕн патăмăрта туризм лайнерĕсем кăна мар, уйрăм çынсен пĕчĕк виçеллĕ карапĕсем те ытларах та ытларах чарăнаççĕ.

Çавна май тĕрлĕ тĕллевлĕ тата масштаблă инфратытăм туса хума кирли сисĕнет. Атăл хĕрринче вырнаçнă хуласенче причал инфратытăмне аталантармалли пирĕн плансене Комп­лекслă программăра çирĕплетсе хăварнă. Вĕсене кăçалах пурнăçлама тытăнатпăр, сăмахран, Куславккапа Сĕнтĕрвăрри хулисенче причал хÿмисене тума пуçлатпăр.

2022-2024 çулсенче республикăри промышленноç предприятийĕсем патшалăх пулăшăвĕн шучĕпе 19,6 миллиард тенкĕ илнĕ, çав шутра пĕлтĕрхи пулăшу шайĕ – 7 миллиард та 157 миллион тенкĕ. Танлаштарма: 2020 çулта ку цифра 350 миллион тенкĕ чухлĕ пулнă. Çак çулсенче 7 çĕнĕ промышленноç кластерĕ, уйрăм çын тытса тăракан виçĕ технопарк, Çĕнĕ Шупашкарта промышленноç тĕллевĕпе ĕçлекен ятарлă экономика зонине туса хунă, икĕ ятарлă инвестици контракчĕ /СПИК 2.0\ пурнăçланать. Антрахинон меслечĕпе водород перекиçĕ туса кăларас ĕç проектпа пăхнă хăвата çитрĕ тата Раççее кирлин 95 процентне, Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхне кĕрекен тата икĕ çĕршыва кирлин 50 процентне тивĕçтерет. Пĕчĕк тата вăтам хăватлă ял хуçалăх тракторĕсем туса кăлармалли проект хастарлăн пурнăçа кĕрес шайра.

Чăваш Ен Инвестици аталанă­вĕн агентстви хальхи вăхăтра пĕтĕмĕш­ле хакĕ 85,3 ытла миллиард тенкĕпе танлашакан 117 инвестици проектне асăрхаса тăрать. Вĕсен шутĕнче – Раççей экономикине çĕнĕ, хамăр çĕршывра туса хатĕрленĕ ĕçсем çинче никĕсленекен, тĕнче шайĕнче конкурентлă шутланакан технологисемпе тата оборудованипе тивĕçтермелли проектсем.

Палăртнă тĕллевсемпе задачăсене социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программи шайĕнче пурнăçлама эпир вăтам промышленноç предприятийĕсене вĕсен производство лаптăкĕсемпе инфратытăмне çĕнетес, çавăн пекех хальхи технологи оборудованийĕпе тивĕçтерес енĕпе пулăшу памалли витĕмлĕ хушма мерăсем пăхса хăварнă. Çакăн валли 3 миллиард ытла тенкĕ уйăратпăр. Производствăсене автоматизацилессине тата роботизацилессине, çÿллĕ шайри ăсталăхлă тата пысăк тухăçлă, çавна май пысăк тÿлевлĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессине тĕп вырăна хурăпăр.

Экономика ĕçĕ-хĕлĕн ятарлă условийĕсене йĕркелесе çитернĕ çĕнĕ площадкăсем те тăватпăр. Çакă вăл – индустри паркĕсем тата уйрăм çын тытса тăракан технопарксем. Ятарлă экономика зонин чиккисене анлăлатма палăртатпăр.

Экспортерсене хушма пулăшу пани пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Эпир пĕлтĕр экспорт шайĕ, санкцисем кĕртичченхи 2020 çулпа танлаштарсан, пĕтĕмпех йĕркеленсе çитнине кăна мар, çав кăтарту 25 процент чухлĕ ÿснине шута илтĕмĕр. Тулашри экономика ĕç-хĕлне хутшăнакансен – экспорт енĕпе ĕçлекенсен шучĕ 2,2 хут ÿсрĕ, тĕпрен илсен, бизнесăн пĕчĕк тата вăтам предприятийĕсен шучĕпе. Экспортерсен çак сыпăкне кÿнĕ пулăшу шайĕ вара 3 хут ытла пысăкланчĕ. Продукцин çĕнĕ тĕсĕсем тĕнчери 51 çĕршывра хăйсен туянаканĕсене тупрĕç.

Республикăри агропромышленноç комплексĕ пысăк хăвăртлăхсемпе аталанать. Унăн аталанăвĕн тĕп виçĕ çул-йĕрĕ /ял хуçалăхĕ, апат-çимĕç продукчĕсем, ĕçмелли продуктсем туса кăларасси\ тăрăх туса илнĕ пĕтĕм продукци кăтартăвĕсем номиналлă хаксемпе те, танлаштаруллă хаксемпе те ÿсĕмлĕ. Ман шутпа, отрасль çитĕнĕвĕсене тухăçлăх кăтартăвĕсем тата та уççăнрах палăртаççĕ. Юлашки пилĕк çулта тĕш тырă тухăçлăхĕн вăтам кăтартăвĕ, унчченхи пилĕк çулхи тапхăрпа танлаштарсан – 22 процент, пахча çимĕçĕн – 18 процент, хăмлан – 4 процент чухлĕ, вăтам сăвăм шайĕ 32 процент чухлĕ ÿснĕ.

Çавна пула республика Федерацин Атăлçи округĕнче çĕр улмипе хăмла туса илессипе 1-мĕш вырăн йышăнать, пахча çимĕçпе сĕт туса илессипе – 2-мĕш вырăн, тĕш тырă туса илессипе – 3-мĕш вырăн, аш-какай туса илессипе – 4-мĕш вырăн тата пĕтĕмĕшле илсен 100 гектар çинче продукци туса илессипе 3-мĕш вырăн йышăнать.

Отрасле энергипе тивĕçтерес тĕлĕшпе эпир сирĕнпе, ĕçтешсем, палăрмаллах мала иртме пултартăмăр, 2020 çулта 100 гектар акăнакан лаптăк пуçне 111 лаша вăйĕ тивĕçнĕ пулсан, 2024 çулта ку кăтарту 164-а çитрĕ. Çав тапхăрта 4 пин ытла ял хуçалăх техникине 11 миллиард тенкĕлĕх туяннă.

2030 çул тĕлне АПК таварĕсен производствин калăпăшĕ, 2021 çулхипе танлаштарсан, чĕрĕкрен кая мар шайра ÿсмелле, экспорт шайĕ вара – 1,5 хут. Технологисемпе производство хатĕрĕсен импортĕнчен хăтăлма, технологи суверенитетне тивĕçме палăртатпăр.

Çăмарта туса илекен кайăк-кĕшĕк фабрикисем валли патшалăх пулăшă­вĕн çĕнĕ мелне ĕçе кĕртнĕ хыççăн пĕл­тĕр вĕсенчен иккĕшĕ производст­вăна çĕнĕ инвесторсемпе чĕртсе тăрат­рĕç. Ял хуçалăх организаци­йĕсенче çăмарта туса илесси 1,8 хут ÿсрĕ, 2030 çул тĕлне вара ăна тата 55 процент чухлĕ ÿстерме пирĕн пĕтĕм майсем пур. ­Ÿс­ен-­тăран çитĕнтерессинче элита вăрлăхсен, выльăх-чĕр­лĕх ĕрчетессине ăратлă выльăхсен тÿпине, минераллă удобренисемпе усă курассине самаях пысăклатрăмăр. Тăпра пулăхлăхне ÿстермесĕр тухăçлăха малалла ÿстерме май çук. Çакăн валли çĕр пулăхлăхне çĕнетмелли тата çĕр ĕçне биологизацилемелли, тăпрана извеçлемелли тата тăпра пулăхлăхне çĕнетнин пахалăхне каярахпа мониторинг тумалли ĕçсен комплексне туса ирттернине хавхалантармалли çĕнĕ мелсене ĕçе кĕртетпĕр.

Агропромышленноç комплексне аталантармалли тепĕр пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр хăмла туса илессин калăпăшне ÿстересси пулса тăрать. Эпир хăмла ÿстерес ĕçре импорта 46 процент чухлĕ улăштарассине тивĕçтерме палăртатпăр. 2030 çул тĕлне хăмла лартса хăвармалли лаптăка 2000 гектар таран ÿстерессине пăхса хăварнă. Çакă хальчченхинчен 8 хут пысăкрах. Чăваш Ен социаллă пурнăçпа экономика атала­нăвĕн уйрăм программинче кăна хăмла туса илессине хавхалантарма 1 миллиард та 800 миллион тенкĕ уйăратпăр. 2030 çул тĕлне, 2021 çулхипе танлаштарсан, кайăк-кĕшĕк ĕрчетес ĕç продукци­йĕн калăпăшне 2 хут ÿстерме, выльăх-чĕр­лĕх ĕрчетес ĕçе аталантарассине вара отрасле тĕпрен çĕнетнин шучĕпе хăвăртлатма палăртнă. Пирĕн тавар туса кăларакансен продукцине вырнаçтармалли вырăнĕсене анлăлатма ял хуçалăх рынокĕсене, агрегаторсене, агроэкспорта аталантарассине малалла тăсăпăр.

Строительство çинчен. Иртнĕ пилĕк çулта инфратытăмăн 384 объектне юсаса çĕнетнĕ тата тунă, 515 шыв башнине улăштарнă, 3 миллион та 700 пин тăваткал метра яхăн пурăнмалли çурт-йĕр тунă, авариллĕ çурт-йĕртен 1016 çынна урăх вырăна пурăнма куçарнă, 157 общество хутлăхне тата 1146 картиш территорине тирпей-илем кĕртнĕ, пĕчĕк хуласенче тата истори поселенийĕсенче 12 проекта хута янă. Пая кĕрсе çурт-йĕр тума хутшăнакансен çивĕч ыйтăвĕ те татăлса пырать. Çакăн пек масштаблă ĕçĕн сумлă кăтартăвĕ Чăваш Ен Федерацин Атăлçи округĕнче хула хутлăхĕн пахалăх индексĕ енĕпе малтисен ретĕнче пулнипе çыхăннă. Пирĕн тĕллев – пĕрремĕшĕнчен, хăвăртлăха чакармасăр ĕçлесси, иккĕмĕшĕнчен, малти позицисенче тытăнса тăрасси. Çакăн валли чи малтанах пурăнмалли çурт-йĕр тăвассине ÿстермелле, 2030 çул тĕлне унăн калăпăшне, унччен палăртнă пекех, 1 миллионран кая мар тăваткал метра çитермелле.

Пилĕк çулта 62 километр ытла автомобиль çулĕ тунă тата тĕпрен çĕнетнĕ, 2 пин те 400 километр çула, 19 кĕпере юсанă, ялсенчи 85 километр çула çутăпа тивĕçтернĕ. Çапла вара 2020-2024 çулсенче регионти нормативлă шая çитернĕ çулсене 44 процентран пуçласа 50 процент таран ÿстернĕ, Шупашкар агломерацийĕн чиккисенчи çулсене – 65 процентран пуçласа 85 процент таран.

Кăçал тата çитес çулсенче те çак ĕçе малалла тăсăпăр, çав шутра М-12 пысăк хăвăртлăхлă магистраль тунă чухне усă курнă çулсене юсаса йĕркене кĕртмелли ĕçсене те. 227 километр çул-йĕртен хальхи вăхăтра 64 километр тăршшĕ çул-йĕре пĕтĕмпех юсаса çитернĕ. Юлнă пек 163 километра çитес çулсенче Президент хушăвĕсемпе килĕшÿллĕн юсăпăр. 2030 çул тĕлне çулсен 85 процентне нормативлă шая çитеретпĕр. Паянхи кун тĕлне ку кăтарту 54 процент. Çавăн пекех муниципалитетсен хушшинчи çулсен тытăмне те куç умĕнче тытатпăр. Сăмах кунта 6 пин километр тăршшĕ çул-йĕр пирки пырать. Ку вăл регион пĕлтерĕшлĕ 1,5 пин километр тăршшĕ тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ 4,5 пин километр тăршшĕ çул-йĕр. 2030 çул тĕлне çулсен 60 процентне нормативлă шая çитерес тесен пирĕн сахалтан та 750 километр тăршшĕ çул-йĕре çав шая çитермелле. Паян ку кăтарту – 48 процент.

Кашни муниципалитетра мобильлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем пур, ялсенчи мĕнпур больница валли пациентсене больницăна, е тухтăра пациент патне илсе çитерме 134 единица çăмăл автотранспорт, 861 единица оборудовани, çав шутра 24-шĕ «йывăррисен» йышне кĕрет, туяннă. 400-е яхăн çынна санитари авиацийĕпе усă курса çăлнă. Онкологи амбулатори пулăшăвĕн центрĕсен тытăмне йĕркелесе янă, вĕсене 40 пин ытла çын çитсе килнĕ. Вĕсенчен чылайă­шĕнне чирне малтанхи тапхăрта тупса палăртнă, ку вара чылай чухне ăна ăнăçлă сиплеме май парать. Кăçал С гепатитпа кĕрешмелли программăна хута яратпăр, унăн тĕллевĕсем валли 2025-2027 çулсенче 68 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Эпир сывлăх сыхлав тытăмĕн инфратытăмне çĕнетессине унăн мĕнпур виçĕ шайĕнче те малалла тăсăпăр. Сăмахран, малтанхи сыпăка районсен хушшинчи тата республикăри медицина цен­т­рĕсен çÿллĕ шайри технологиллĕ майĕсемпе вăйлатăпăр.

Физкультурăпа тата спортпа туслă çынсен шучĕ çуллен ÿссе пынине савăнсах палăртатăп. 2024 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх çакăн пек çынсен тÿпи 60 процентран кая мар пуласса кĕтетпĕр, 2020 çулта вăл 48,2 процент чухлĕ пулнă. Чăваш Енре спорт объекчĕсемпе тивĕçтернин кăтартăвĕ çĕршывра чи çÿллĕ шайрисенчен пĕри. Пирĕн спортсменсен ăмăртусенчи, уйрăмах республика территорийĕнче иртекеннисенчи, çитĕнĕвĕсем ÿссе пыракан ăрăва спортпа туслашма хавхалантараççĕ. Эпир пысăк çитĕнÿсен спортне пулăшассине вăйлатса пыратпăр тата йăлана кĕнĕ спорт тĕсĕсемпе, çавăн пекех çĕнĕ тĕсĕсемпе те Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене ирттермелли лапам вырăнне хамăрăн республикăна сĕнетпĕр. 2024 çул вĕçĕ тĕлне Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен йышне 35 спорт тĕсĕпе 342 спортсмен кĕнĕ, çакă 2020 çулхипе танлаштарсан 2 хут ытларах, вĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче 2002 медаль çĕнсе илнĕ. Медальсен йышĕпе кăтарту 5 хут ÿснĕ. Республикăра пурăнакан 317 пин çын ГТО юхăмне хутшăннă ĕнтĕ. Физкультурăпа спортăн çак комплексĕн инфратытăмне аталантарас енĕпе тăвакан пирĕн ĕçĕн шайĕнче ГТО нормативĕсене тултармалли çĕнĕ 14 площадкăран ытларахăшне шăпах шкул стадионĕсенче вырнаçтарассине пăхса тухмалла.

Йăлана кĕнĕ ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсен никĕсĕ – культура. Пирĕн çынсем хăйсем пурăнакан ялсемпе саласенче артистсен асра юлакан пултарулăхне автоклубсен ĕçне пула курма пултараççĕ. Пĕлтĕр республика бюджечĕн шучĕпе «кустăрмаллă» 9 клуб туянтăмăр. Кăçал вĕсемпе пур муниципалитета та тивĕçтеретпĕр. 2024 çулта автоклубсем пуррипе халăх пурăнакан 313 вырăнта мероприятисем ирттертĕмĕр. Кăçал çавнашкал пулăмсен шучĕ темиçе хут ÿсессе шанатăп. Планра пирĕн – хальхи вăхăтра ĕçлекен 150 культура çуртне юсаса çĕнетесси тата çĕнĕ çавнашкал 24 çурт тăвасси. Çавна май халăха ку инфратытăмпа тивĕçтересси – 85 процента, çырлахтаракан шайри объектсен тÿпи 90 процента çитет. Çавăн пекех кăçал кашни муниципалитетра çĕнĕ ăрури тĕслĕх библиотекăсем уçăлмалла. «Хÿтĕлев чиккисене тунисене пуç тайса» мемориал территорине малалла хăтлăлататпăр. Хÿтĕлев чиккисен инфратытăмне хăйне евĕрлĕ архитектурăпа художество ĕçĕ урлă çав 380 километр мĕн тери йывăр та паттăрла ĕç пулнине кăтартни вырăнлă пулассăн туйăнать. Чиркÿ-часавай туса лартмалла, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи çар техникин куравне вырнаçтармалла. Мемориала çитсе курасси Раççейри çарпа истори маршручĕсенчен чи лайăххисенчен пĕри пулса тăма тивĕç.

Çыннăн хальхи тата малашлăхри кирлĕлĕхĕсене тивĕçтерекен лайăх пахалăхлă пĕлÿ – кашнине хăйĕн пултарулăхне туллин уçма тата вăраха тăсăлакан плансене ăнăçлăн пурнăçлама май паракан никĕс. Çавăнпа та ку сферăна пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен тивĕçтерме инвес­тицисем хывнипе пĕрлех вĕренÿ технологийĕсемпе методикисене, çавăн пекех обязательнăй стандарт шайĕнчи тата хушма пĕлÿ е урок тулашĕнчи вĕренÿ ĕç-хĕлĕн хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерекен вĕренÿ программисем хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çавна май хальхи вăхăтра ачасене ача садĕнчен пуçласа аслă вĕрентÿ заведенине кĕричченех е пĕрремĕш ĕç вырăнĕ таранах уйрăммăн асăрхаса тăрассине тивĕçтермелли витĕмлĕ тытăм туса хунă. Ача сачĕсенче 130 агролаборатори йĕркеленĕ, ытларахăшне – пирĕн аграрисен вăйĕпе. Вĕрентÿ институчĕ вара вĕсен ĕçне йĕркелес енĕпе тивĕçлĕ методика пособийĕсем, сăнав дневникĕсем тата вĕренÿпе воспитани ĕç-хĕлне йĕркелеме пулăшакан ытти материал çырса хатĕрленĕ. Шкулсенче «ÿсĕм вырăнĕсемсĕр», ятарлă лабораторисемсĕр, вĕренÿ класĕсемсĕр пуçне вĕренÿпе производство класĕсем хастар йĕркеленеççĕ, çакă шкул ачисене профессие маларах суйлама май панисĕр пуçне вăхăтлăх ĕçлемешкĕн пĕрремĕш професси илме те пулăшать. Техникумсенче «Профессиона­литет» программăпа 7 кластер ĕçлет, кăçал тата икĕ – «Строительство» тата «Туризм тата пулăшу ĕçĕсен сфери» – çул-йĕре йĕркелесе ярасшăн. Пирĕн тепĕр тĕллев – шкулсенче республикăра пурăнакансен ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене ăса хывмалли майсем йĕркелесси. Паллах, уйрăмах тăван чăваш чĕл­хине тимлĕх уйăрмалла. Пĕлтĕр шкул çулне çитмен ачасене чăваш халăхĕн культурипе йăли-йĕркине ăса хывтарас, унăн еткерне перекетлĕн упрама хăнăхтарас тĕллевпе вĕренÿ тата вĕренÿпе дидактика материалĕсен 10 комплектне туса хатĕрленĕ. Авторсен коллективĕсем 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем валли «Пирĕн тавралăх историйĕ» вĕренÿ курсĕпе учебник çырса хатĕрленĕ. Чăваш Ен Вĕрентÿ министерствине республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисене «Пирĕн тавралăх историйĕ» вĕренÿ курсĕпе пĕлÿ илмелли патшалăх учебникĕсемпе тивĕçтерес ĕçе пуçлама ыйтатăп.

Июнь уйăхĕнче эпир сирĕнпе Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 105 çул çитнине паллă тăвăпăр. Йĕркелÿ комитечĕ хастар ĕçлет, нумай мероприяти туса ирттерме палăртнă. Пĕтĕм ĕçе йăлана кĕнĕ пекех чи çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерессе çирĕппĕн шанса тăратăп. Республика кунне республикăн тĕп хулинче тата конкурс урлă суйласа илнĕ муниципаллă пĕрлĕхре паллă тăваççĕ. Çакăн валли 10 миллион тенкĕ грант уйăрса паратпăр. Грант виçине нумайранпа индексацилемен. Ăна икĕ хут – 20 миллион тенкĕ таран – ÿстерме тата ăна кăçалах уявăн иккĕмĕш вырăнĕ пулса тăракан муниципаллă округа уйăрса пама сĕнетĕп.

Сентябрь уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен депутатсен Пухăвĕсен депутачĕсен суйлавĕсем иртеççĕ. Чăваш Республикин Суйлав комиссине Правительствăпа тата муниципалитетсемпе пĕрле суйлав çинчен калакан саккунсен мĕнпур нормисене çирĕппĕн пăхăнассине, суйлав ĕç-хĕлне хутшăнакансене саккунпа пăхса хăварнă правасемпе тата майсемпе туллин тивĕçтерме ыйтатăп.

Çулталăкăн тĕп пулăмĕ – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 80 çул çитни. Раççей Президенчĕ 2025 çула Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Республикăра эпир çулталăка Çĕнтерÿпе патриотлăха халалларăмăр.

Пĕтĕм ветерана – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене, блокадăри Ленинградра пурăннисене, концлагерьсенче асапланнă ачасене, тыл ĕçченĕсене, «вăрçă ачисене» – пурне те тивĕçлĕ тимлĕх уйăрмалла.

Президент асăннă категорири граждансене пĕр хутчен тивĕçекен укçа тÿлевĕ пама йышăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсене, блокадăри Ленинградра пурăннисене, концлагерьсенче асапланнă çул çитмен çынсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пуç хунă тата вилнĕ участникĕсен тăлăх арăмĕсене /упăшкисене\ Чăваш Республикин бюджетĕнчен хушма майпа 20 пин тенкĕ тÿлеме, тыл ĕçченĕсем валли тÿлев виçине 5 пин тенкĕ чухлĕ палăртма сĕнетĕп.

Чăваш Ен – «вăрçă ачисем» категорие çирĕплетнĕ регионсенчен пĕри, çав йыша 40 пине яхăн çын кĕрет. Эпир вĕсене укçа-тенкĕпе те, урăхла майсемпе те тăтăшах пулăшса тăма калаçса татăлтăмăр. Маларах Чăваш Ен Правительстви «вăрçă ачисене» 2 пиншер тенкĕ тÿлесси çинчен йышăну тунăччĕ. «Вăрçă ачисене» пĕр хутчен паракан тÿлеве 5 пин тенкĕ таран ÿстерме сĕнетĕп.

Республикăра пурăнакансене пулăшу памалли мелсен шутĕнче – çапăçусен инваличĕсене уйăхсерен паракан тÿлев. Çак тÿлеве илсе тăракансем – Тăван çĕршыва хÿтĕлессипе çыхăннă сăваплă тивĕçе тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ çĕрте пурнăçланă çынсем. Вĕсен йышĕнче ятарлă çар операцине хутшăннисем те чылай­йăн. Çапăçусен инваличĕсене пĕр хутчен паракан тÿлев виçине икĕ хут пысăклатма сĕнетĕп.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйинчи çынсене ĕçе вырнаçтарасси те пысăк тимлĕхре. Ĕçлев министерстви пулăшнипе кăна 233 çар служащийĕпе вĕсен çемйинчи çынсене ĕçе вырнаçтарнă та ĕнтĕ. 61 çын çĕнĕрен вĕреннĕ тата квалификацие пысăклатнă.

Февраль уйăхĕнче «Время СВОих» программа хута каять, вăл «Паттăрсен вăхăчĕ» ятлă Президент программипе пĕрешкел тата ятарлă çар операцине хутшăнакансене патшалăх тата муниципалитет управленийĕн тытăмне явăçтарма пулăшать.

Республикăри ĕç тăвакан органсен тата муниципалитетсен ертÿçисене асăннă программăна пурнăçлама хастар хутшăнма ыйтатăп.

Хаклă ентешсем! Пирĕнтен кашниех Çĕнтерÿ пирĕн енче пулассине çирĕппĕн шанать, мĕншĕн тесен çав шанăç пирĕн хамăрăн нумай ĕмĕре тăсăлакан йăла-йĕркене тĕпе хурса, мăн асаттесене сума суса пурăнас килни, пуласлăха хамăр тĕллевсемпе килĕшÿллĕн йĕркелени çинче никĕсленсе тăрать. Çавна май Чă­ваш Енре пурăнакан кашни çынах тахçантанпа кĕтнĕ Çĕнтерÿшĕн хăйĕн тÿпине хывни пысăк пĕлтерĕшлине тепĕр хут палăртса хăварас тетĕп.

Хаклă юлташсем! Пĕр пек шухăшлă пулсан, пĕрле кар тăрса харăссăн утсан эпир çĕнеймен йывăрлăхсем çук! Тавтапуç!

/ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвăн тулли варианчĕпе Чăваш Республикин влаç органĕсен порталĕнче паллашма пулать/.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Последние комментарии

Яндекс.Метрика