photo 2025 02 10 10 49 52Ентешсем тăтăшах пире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Аслă ÿсĕмри тивĕçлĕ канури çынсен пултарулăхĕнчи çитĕнĕвĕсем вара уйрăмах тĕлĕнтереççĕ, тыткăнлаççĕ. Театр, журналистика, радио ĕçĕнче палăрнă пирĕн пултаруллă ентешĕмĕре, 85 çула çывхарса пыракан Анисса Егоровна Беловăна çак кунсенче «Мĕнпур чăвашсен наци культурин халăх артисчĕ» хисеплĕ ят тата «Чăваш наци культурин халăх артисчĕ» кăкăр çине çакмалли паллă парса чысланă. Хисеплĕ ята Анисса Егоровнăна Мĕнпур чăвашсен обществăпа культура центрĕн председателĕ Юхма Мишши панă. Палăртса хăвармалла, Анисса Егоровна район историйĕнче çакăн пек наградăна тивĕçекенсенчен чи пĕрремĕшĕ.

Художествăлла пултарулăх ĕçĕсĕр пурăнаймасть Анисса Белова, пурнăç тăршшĕпех сценăран хăпмасть. Нумай спектакльте вылянă, ролĕсене шутласа та пĕтереймĕн. Вăрмарти халăх театрĕн режиссерĕнче те ĕçленĕ.

Чылай çул ĕнтĕ Анисса Белова «Парне» халăх фольклор ансамблĕнче юрлать, паянхи кун та репетицисене çÿрет, ансамбль йышĕнче округри кăна мар, республика шайĕнче иртекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать. Чи асли вăл коллективра. Паянхи кун отчетлă концерта хатĕрленеççĕ вĕсем хăйсен йышĕпе. Пурнăçри активлăхне кура никам та çак ÿсĕмре тесе калаймĕ ăна. «Çынна ырă сунмалла, пулăшмалла, пуринпе те ырă кăмăллă пулмалла», - тет пурин валли те ăшă кăмăл тупакан Анисса Егоровна.

Çак маттур çын çинчи вăрттăнлăхсене пурне те халех уçăмлатар мар-ха. 85 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ чухне валли юлтăр.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика