«1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирĕн патшалăх историйĕнче питĕ йывăр тĕрĕслев пулчĕ. Совет Сою­зĕшĕн Çĕнтерÿ çав тери хака ÿкрĕ. Пĕтĕмĕшле çухатусем /вăрçă пынă çулсенче\ 26 млн. та 600 пине çитрĕç, вĕсенчен 20 миллионĕ арçынсем. Халиччен пирĕн çĕршыв çавăн пек çар çухатăвĕсем курман…

26,6 миллион вилнисенчен 17,9 миллион çын – гражданла халăх…

34 миллион та 476,7 пин çын вăрçă çулĕсенче шинель тăхăннă, ытларахăшĕ салтак шинелĕ… Юлашки пĕтĕмлетÿсем тăрăх, 1941-1945 çулсенче 600 пинрен пуçласа 1 миллион таран этемлĕхĕн илемлĕ пайĕ Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă, темиçе çĕр пинĕшĕ партизан отрячĕсенче, нимĕç тылĕсенче кĕрешнĕ…»

/«Великая Победа. 1941-1945» кĕнекерен/.

Хĕрарăмсене вăрçа илесси 1941 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнчех пуçланнă. Вĕсем ПВОра, автотранспортра, шалти сыхлав çарĕсенче, çыхăну йĕркелессинче, госпитальсемпе лазаретсенче тăрăшнă. 1942 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче ВЛКСМ тĕп комитечĕ чĕнĕвĕпе 19 çултан пуçласа 25 çулчченхи 100 пин хĕре Хĕрлĕ Çара илнĕ. 1942 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче Патшалăх Хÿтĕлев Комитечĕ «Çапăçакан çара комплектласси» йышăну кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн милицири тата шалти çарсенчи, штабсенчи арçынсене, Уголовлă Кодексăн хăш-пĕр статйипе айăпласа ирĕкрен хăтарнисене, тылра броньпа юлнисенчен хăшĕ-пĕрисене фронта янă. Вĕсем вырăнне хĕрарăмсене чĕннĕ. Çавăн пекех салтака юрăхлă, вăтам пĕлÿллĕ çамрăк хĕрарăмсене те çапăçакан çара илсе кайнă. 18-19 çултисем телефонист, повар, кĕпе-йĕм çăвакан, санитар, медсестра, фельдшер, шофер, слесарь, артиллерист, пулеметчик, автоматчик, матрос, снайпер, танкист, летчик, тинĕс пехотинецĕ, разведчик, политрук, командир пулса тăнă. Ытларахăшĕ госпитальсенче, лазаретсенче вăй хунă. Партизан отрячĕсенче çапăçнисем те нумайăн.

Вăрçă пынă çулсенче фронтра пĕр миллиона яхăн хĕрарăм тăшмана хирĕç çапăçнă. Вĕсенчен 800 пинĕшĕ тÿрремĕнех çапăçусене хутшăннă. «Правда» ха­çат çапла çырнă: «Аслă Отчественнăй вăр­çăра хĕрарăмсем Тăван çĕршыва арçынсемпе танах хÿтĕлерĕç. Вĕсем çарти пур специальноçпа та хĕсметре тăчĕç.

Хĕрарăмсем тылри пур йывăрлăха хăйсем çине илчĕç. Фронта пулăшрĕç, çĕнтерĕве çывхартрĕç».

Вăрмар районĕнчен 1941-1945 çулсен­че Тăван çĕршыва хÿтĕлеме 76 хĕрарăм тухса кайнă /«Астăвăм» кĕнеке тăрăх. Ытларах та пулма пултарать, мĕншĕн тесен вăрçа хутшăннисем пирки тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тăвайман-ха\. Вĕсенчен улттăшĕ вăрçă вутĕнчен тухайман, çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Акă, Чупай ялĕнчен салтак тумне тăхăнса вăрçă çулĕсемпе çÿренисем: Волкова Евдокия Кирилловна, Павлова /Алексеева\ Мария Павловна, Павлова Нина Павловна, Григорьева /Пет­рова\ Елена Ивановна, Николаева /Ситтова\ Анна Николаевна, Николаева Евдокия Николаевна, Иванова /Солдатова\ Вера Ивановна, Шашкова Раиса Васильевна, Николаева Серафима Николаевна. Шел, Е.Н.Николаеван çамрăк ĕмĕрĕ 20-рех Польшăра татăлнă. Н.С.Капитонова Чупай шкулĕнче икĕ çула яхăн ĕçленĕ, 1943 çулхи январь уйăхĕнче Сталинград хулине хÿтĕлесе пуç хунă. Чупайсем ăна çывăххăн туйса хăйсен ентешĕ тесех хисеплеççĕ.

AN NikВăрçă пуçланнă-пуçланманах чупайсенчен чи малтан салтак тумне Николаева Анна Николаевна тă­хăннă. Вăл, 1913 çу­лта çуралнăскер, Кавалти шкултан пĕлÿ илсе тухсан, Шупашкарти медицина техникумне вĕренме кĕнĕ. Унпа пĕр вăхăтрах пулас çыравçă Валентина Элпи те вĕреннĕ иккен. Анчах та вĕсем тулли пĕлÿ илеймен: Тăвай хĕрĕ педагогика институтне кĕрет, Чупай пики – журнал редакцине вырнаçать. Унта чăваш журналисчĕ тата писателĕ Хветĕр Çитта пырса çÿренĕ. Çамрăксем пĕр-пĕр­не килĕштереççĕ, çемье çавăраççĕ. Анна Николаевна, упăшки хĕтĕртнипе, Ленинградри журналистика институтĕнче вĕренме пуçлать. Вăрçă пуçлансан вĕсем иккĕшĕ те Ленинград фронтĕнче – пĕри çар хаçачĕн редакторĕ, тепри – госпитальте медсестра. 1944 çулхи февраль уйăхĕн 27-мĕшĕнче малти линие кайсан Хветĕр Çитта йывăр аманать. Ăна госпитале илсе çитерсен те хăтарса хăвараймаççĕ. Мăшăрне куçне хупичченех Анна Николаевна пăхса тăнă, хăйех тирпейлесе пытарнă.

А.Н.Николаева çĕнтерÿчченех Ленинград фронтĕнче пулать, госпитальте аманнисене сиплесе сыватас тесе тăрăшать. Вăрçă хыççăн вăл Ленинград хулинчех пурăнать. Шупашкарта Литература музейĕнче унăн салтак атти, ытти япали пур. Чăваш халăх артистки Валентина Ситтова паттăр инкĕшĕн астăвăмне упрас тесе тăрăшать, ун патĕнче Ситтовсен чылай япали пур. Валентина Элпи «Пулас кинсем» романĕнче Чупай хĕрĕпе туслă пулнине ăшшăн çырса кăтартнă.

Евдокия Кирилловна Волкована вăрçа 1943 çулхи июнь уйăхĕнче илсе кайнă. Вăл, фельдшера вĕреннĕскер, батальон тухтăрĕн пулăшаканĕн тивĕçне пурнăçланă, аманнă офицерсемпе салтаксене стационара вырнаçтарнă, вĕсен сип­левне тĕрĕс йĕркелесе тăнă. Батальон тепĕр вырăна куçас пулсан, çăмăл аманнисем валли хăвăрт кăна санчаç йĕркеленĕ. 5 уйăхра кăна вăл 75 ытла çăмăл аманнă тата чирленĕ офицерсемпе салтаксене строя тăратнă.

Вăл темиçе хутчен разведкăра пулнă, командирсем хушнисене пурнăçланă чух аманнă салтаксене пирвайхи пулăшу парса часрах госпитале ăсатнă. Хăй те ураран аманнине, контузие чăтса ирттернĕ.

1945 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче Латвири пĕр поселокшăн пынă çапăçура вун пĕр аманнă салтака хăрушă вырăнтан илсе тухнă, суранĕсене çыхнă та госпитале ăсатнă.

Пĕрмаях малти линире тăракан подразделенисенче пулса çĕрпÿртсене, апат-çимĕç вырăнĕсене санитари енчен тĕрĕсленĕ, салтаксене тирпейлĕ тата таса пулма хистенĕ.

Пĕлĕвне кура Евдокия Кирилловнана медицина хĕсмечĕн лейтенанчĕ ятне панă. Вăрçă вĕçленсен вăл яла офицер пакунĕпе, темиçе медальпе таврăнать. Шел, хăрушă вăрçăра савнийĕ, Чупай каччиех Алексей Семенов /Эрхим/, пултаруллă журналист, сăвăç, пуç хунă. Евдокия Кирилловна пурнăçĕ тăршшĕпех халăх сывлăхне сыхлас енĕпе ĕçленĕ. Ялта та, ра­йонта та чыслă, ырă ятлă пулнă.

IvaВера Ивановна Иванова /Солдатова/, ачаранпах учитель ĕçне килĕш­тернĕскер, Канаш­ри педагогика училищинче 1938-1941 çулсенче вĕреннĕ. Шăхасанти шкулта пуçламăш классен вĕрентÿçинче пĕр çул ĕçлесен 1942 çулхи ма­йăн 29-мĕшĕнче ăна çара илнĕ. Вăл малтан зенитлă артиллерирен перекен чаçре хĕсметре тăрать, унтан радист тивĕçĕсене пурнăçлать. Курск пĕккинче Батов генерал дивизийĕн штабĕпе çыхăну йĕркелесе тăрать. Патттăрлăхпа хăюлăхшăн хĕр-салтака Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Çапăçури хастарлăхшăн» медальпе наградăланă.

«Иванова юлташ коммутаторпа ĕçлесе командирсене пĕр-пĕринпе шанчăк­лă çыхăнтарать, чи йывăр та хăрушă лару-тăрура икшер талăк коммутатор умĕн­че дежурствăра тăрать, командирсене çапăçусене йĕркелесе тăма çыхăнупа тивĕçтерет.

Çапăçу пынă вăхăтра çыхăну линийĕ татăлсан, Иванова юлташ урăхла мелсем тупса çыхăнăва йĕркелет. 106-мĕш стрелковăй полкăн штабне артиллерирен персе тăнă вăхăтра хăйĕн вырăнне пăрахса каймарĕ, командирсем паракан хушусене подразделенисене хăюллăн çитерме тăрăшрĕ, çапла майпа нимĕç-фашисчĕсен ушкăнне аркатса тăкма пулăшрĕ.

Иванова юлташ «Çапăçури хастарлăхшăн» медале тивĕç», - тесе çырнă Наг­рада хучĕ çине. /«Подвиг народа.ру» сайтран/.

Вера Ивановна Иванова ефрейтор Çĕнтерĕве 1945 çул Дрезден хулинче кĕтсе илнĕ, демобилизаци йĕркипе киле таврăннă.

VI IvaВăрçă пуçланнă çул Раиса Васильевна Шашкова Вăрмар шкулĕн­че 9-мĕш класран вĕренсе тухнă. Ла­йăх вĕреннине кура ашшĕ-амăшĕ унăн пуласлăхне çутă та телейлĕ курнă. «Вĕренсен çын пулатăн», - тенĕ вĕсем. Ашшĕне 1941 çулхи кĕркунне вăрçа илсе кайнă, вăл унта хыпарсăр çухалнă. 10-мĕш клас­ра вĕреннĕ чухне ачасем хăйсене вут­ри пек туйнă – вĕсене шкулта çар ĕçне хăнăхтарнă. Вăрçă асса та асса пынă, чукун çулпа пĕрмаях çар эшелонĕсем иртнĕ, вĕсенче фронта каякан салтаксем, çар техники пулнă. Арçын ачасем çав ÿкерчĕке курса хăйсен те часах салтак тумне тăхăнмаллине ăнланнă.

1942 çулхи июнь уйăхĕнче Райăна та повестка тыттарнă - çара каймалла! Хăй пекех хĕр-салтаксемпе Ленинград хулине çитет, кунта вĕсене связист ĕçне вĕрентеççĕ. Командирсем çапла асăрхаттараççĕ: «Астăвăр, сирĕн малти линире пулма тивет, унта перкелешÿ, бомба-мина сирпĕнни, çавăнпа çар ĕçне лайăх хăнăхăр, хăвăра упрама вĕренĕр». Виçĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн хĕр-çыхăнуçă Ленинград фронтĕнче çапăçакан чаçре пулать, малти линирен килекен хыпарсене йышăнать, вĕсене васкавлăн хут çине çырса командирсем патне çитерет. Çапла блиндажран блиндажа, окопран окопа çÿрет. Вилнĕ, аманнă салтаксене курса мĕн чухлĕ кулянман-ши?! Хăнăхнă, чăт­нă. Хăйне пуля е мина ванчăкĕ лекес­рен пÿлĕхçĕ упраса тăнă-тăр – аманман, сусăрланман. Вăрçăн хăрушă çулĕсемпе утса вăл Ленинградран Кенигсберг таран çитнĕ, киле «Хăюлăхшăн», «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн», «Кенигсберга илнĕшĕн» медальсемпе таврăннă. Шел, малалла вĕренесси вăрçа пула путланнă. Раиса Васильевна ĕмĕрĕ тăршшĕпех тă­ван хуçалăхра ĕçленĕ, ĕçри тăрăшулăхшăн Ленин орденне тивĕçнĕ.

MP PavПавлова Мария Павловна Чупайри шкултан вĕренсе тухсан Канашри медицина училищинче пĕлÿ пухнă. Энĕшпуçĕнчи трахомăран сиплекен пунктра медицина сестринче тăрăшнă. 1942 çул ăна çара илнĕ. Авиаци чаçĕнче пулать, çыхăну ротинче телефонист тивĕçĕсене пурнăçлать. Вăл Хĕвеланăç, Брянск, 1-мĕш Белорусси, 1-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă, Германие çитнĕ. Вăрçă хыççăн Мускавра пурăннă.

NP PavПавлова /Алексеева/ Нина Павловнана 1942 çул çара илнĕ. Вăл 383-мĕш зенитлă артиллери полкĕн­че тăнă. Ăна Тă­ван çĕршыв вăрçин 2-мĕш пусăмлă ор­денĕпе, «1941-1945 çулсенче Тă­ван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă. Вăл 1945 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче киле таврăннă, ĕмĕрне Канаш районĕнче Пикшик ялĕнче пурăнса ирттернĕ.

EI GriГригорьева /Пет­­рова/ Елена Ивановна вăрçă çу­лĕсенче аэрод­ром­сене пăхса тăракан батальонра тăнă. Самолетсене çар хатĕрĕсемпе тивĕçтерессипе тăрăшнă.

Порфирьева Ма­рия Порфирьевнана çар хĕсметне 1943 çул илнĕ. Вăл 246-мĕш зениткăллă артиллери полкĕнче пулнă.

SN NikНиколаева Серафима Николаевна Канашри педучилищĕре вĕренсе тухнă тĕле икĕ пиччĕшĕ – Павел Николаевич тата Геннадий Николаевич - вăрçăра пулнă ĕнтĕ. Ăна та, вунсаккăрти хĕре, çара илеççĕ. Вăл Мускава хÿтĕленĕ, ытти хуласемпе ялсене ирĕке кăларма хутшăннă. Серафима Николаевна вăрçă хыççăн Канаш ра­йо­нĕнчи Ухман ялĕнче пурăннă, шкулта ĕçленĕ.

Николаева Ев­до­кия Николаевна Канашри медицина училищинче вĕренсе фельдшера тухнă. Çавăнпа вăрçăра вăл санинструктор тивĕçĕсене пурнăçланă. 4-мĕш Украина фронтĕнчи Хĕрлĕ Ялав орденĕллĕ Туçи стрелковăй 32-мĕш бригадăри автоматчиксен ретĕнче пулнă. Эппин, яланах çапăçу хирĕнче, хĕрÿ вырăнта çÿренĕ.

1945 çулхи март уйăхĕнче Польшăри Лослау хулишĕн пынă çапăçусем вă­хăтĕн­че 21 аманнă салтака хĕç-пăшалĕсемпех илсе тухса вĕсене пĕрремĕш пулăшу панă.

Мартăн 27-мĕшĕнче Лослау хулинчи урамсемпе пынă чух малта пынă, автоматран персе икĕ фашиста пĕтернĕ. Çак паттăрлăхшăн Евдокия Николаевнана Хĕр­лĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Вăрçă вăрçах çав, çухатусăр пулмасть. Пĕр çапăçура Чупай хĕрĕ йывăр аманать. Госпитальте суранĕсене сипленĕ пулин те вăл сывалаймасть, апрелĕн 2-мĕшĕн­че 22-ри санинструктор куçне ĕмĕрлĕхе хупать. Евдокия Николаеван вилтăприйĕ – Польшăри Лослау хули çывăхĕнчи совет салтакĕсен тăванла масарĕнче, унта 5896 çынна пытарнă. Чыс та сăвап паттăрсене!

Нина Семеновна Капитонова Кÿкеç поселокĕнче çуралнă. Ашшĕ Семен Романович Аслă Суд канцеляринче ĕçленĕ пулнă. Каярахпа çемье Мăнçырмана куçса килнĕ. Нинăн ачалăхĕ унта иртнĕ. Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухсан ăна Чупая ĕçлеме яраççĕ. Вăл кунта икĕ çул чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Хĕрарăм-учительсене çара илменрен, вĕрентÿçĕ ĕçне пăрахса Мăнçыр­мана таврăнать, хăй ирĕкĕпе фронта каять. Вăл Сталинграда хÿтĕленĕ çĕрте пулать, моряксен батальонĕнче санинструктор тивĕçĕсене пурнăçлать. Пĕчченех çа­пăçу хирĕнчен аманнă 160 салтака хĕç-пăшалĕсемпех илсе тухать. 1941-1942 çулсенче 150 салтака вилĕмрен хăтарнăшăн санинструкторсене Совет Сою­зĕн Геройĕн ятне парас йĕрке пулнă. Паттăрлăхшăн Нина Капитонована Ленин орденĕпе наградăлаççĕ. Ку вăл вăхăтра çĕршывăн чи сумлă орденĕ шутланнă.

1943 çулхи февраль уйăхĕнче тăшман бомби хĕр-моряк пурнăçне татнă. Чă­ваш хĕрне Сталинградра /халĕ Волгоград/ Паттăрсен Пантеонĕнче пытарнă. Чупайсем Нина Капитонована ыррăн асăнса тăраççĕ. Шкул музейĕнче ун пирки ятарлă экспозици йĕркеленĕ.

Манăн калаçу Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çапăçакан çарсенче /вырăсла - Действующая Армия/ тăнă хĕр-салтаксен кун-çулĕ пирки пулчĕ. Вĕсен çутă сăнарĕсем яланлăхах упранччăр. Вĕсене халалласа тĕрленчĕксем, кĕнекесем çырар, музейсенче ятарлă кĕтессем йĕркелер. Сăмахпа калани – вăхăтлăха, çырса хуни – ĕмĕрлĕхе. Анчах та вăрçă кĕрлемен çĕрте салтак тумне тăхăнса хĕсметре тăнă хĕрарăмсен шучĕ те сахал мар. Вĕсем тылри аэродромсене, вăрçă хатĕрĕсем кăларакан заводсене, хуласенчи, чукун çул çинчи йĕркелĕхе сыхланă. Салтак пурнăçĕпе пурăнса, хĕç-пăшал йăтса çÿресе, лăпкăлăхпа хăрушлăх хушшинче тăрса çамрăк ĕмĕрĕн 3-4 çулĕ ирт­се кайнă.

Акă вĕсем, хĕр-салтаксем: Якимова /Пор­фирьева\ Раиса Якимовна, Степанова /Венедиктова\ Татьяна Александровна, Александрова /Мухина\ Нина Александровна, Дмитриева Евдокия Дмитриевна, Ильина Валентина Васильевна, Иванова Надежда Ивановна, Иванова Александра Ивановна. Шел, вăхăтĕнче хĕр-салтаксен асаилĕвĕсене çырса илмен, çавăнпа вĕсем пирки нумаях пĕлейместпĕр. Паллах, вĕсен астăвăмне те упрамалла, никама та манăçа кăлармалла мар.

Василий Цыфаркин

Сăн ÿкерчĕксенче: Николаева /Ситтова/ А.Н., Иванова /Солдатова/ В.И., Шашкова Р.В., Павлова М.П., Павлова /Алексеева/ Н.П., Порфирьева М.П., Николаева С.Н..

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика