Муниципалитетăн вĕрентÿ тытăмĕнчи тĕп тĕллевĕ — вĕрентÿ пахалăхне ÿстермелли кирлĕ условисем туса хурасси. Çакна тĕпе хурса Вăрмар округĕнче «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн чылай ĕç пурнăçланă. 2025 çултан «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ вăй илет.
Çамрăк кадрсем кирлĕ
Вăрмар муниципаллă округĕн вĕрентÿ тытăмĕнче 21 вĕрентÿ организацийĕ: 5 ача сачĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 12 шкул, хушма пĕлÿ паракан 3 учреждени. Çавăн пекех «Романтика» лагерь пур. Ачасен çутă та телейлĕ пуласлăхĕшĕн хăйсен кашни кунхи ĕçĕпе педагогсем пысăк тÿпе хываççĕ. Районти шкулсенче 258 педагог ĕçлет. Вĕсенчен 89 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ, 39 проценчĕ аслă квалификаци категориллĕ, 8,5 проценчĕ 35 çула çитмен вĕрентекенсем. Округри вĕрентÿ учрежденийĕсене çамрăк педагогсене илĕртсе çакăнтах тĕплентересси паянхи кун кадр политикин актуаллă енĕ. Юлашки 3 çулта района çамрăк педагогсем килнĕ, анчах та çакă вĕрентÿ учрежденийĕсенчи пушă вакансисене тултарма май памасть. Вĕрентÿ тытăмĕ умĕнче кадр политикине тытса пырассипе тĕллевсем пурнăçласси тĕп вырăнта. Çак шутра вĕрентекенсене тĕллевлĕ вĕрентÿ майĕпе хатĕрлесси, аслă вĕрентÿ заведенийĕсен выпускникĕсене явăçтарасси, çамрăк специалистсене вĕрентÿ организацийĕсенче çирĕплетсе хăварасси. «Земство учителĕ» программа шайĕнче Кĕтеснерти тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен ĕçлеме тытăннă. Юлашки 3 çулта округри вĕрентÿ организацийĕсене 14 çамрăк специалист ĕçлеме килнĕ. Ялсенчи тата пĕчĕк хуласенчи шкулсене ĕçлеме килекен çамрăк педагогсем валли малтанхи 3 çул хушшинче укçа-тенкĕ парса хавхалантармалли тата пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли хушма мерăсем вăя кĕртнĕ. Çакă йăлтах учитель профессийĕн сумне ÿстерекенсем.
«Вĕрентÿ» наци проекчĕ пулăшнипе
2024 çулта районти вĕрентÿ учрежденийĕсене юсама федераци, республика тата вырăнти бюджетсенчен 20 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Вĕрентÿ учрежденийĕсен инфраструктурине лайăхлатмалли лайăх сумма ку. Иртнĕ çул Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул территорине хăтлăх кĕртнĕ, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул çумĕнчи ача садне тĕпрен юсанă.
«Кашни ачан çитĕнĕвĕ» проектăн тĕп енĕ — хушма вĕрентÿ программисене вĕренекен ачасен йышне ÿстересси. 5 çултан пуçласа 18 çулчченхи ачасен 81 процентне хушма вĕрентÿ программисене явăçтарма май килнĕ. «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Кашни ачан çитĕнĕвĕ» регионти проектăн тĕп тĕллевĕ — хушма вĕрентÿ валли çĕнĕ вырăнсем йĕркелесси. «Кашни ачан çитĕнĕвĕ» регион проекчĕ шайĕнче материалпа техника базине çĕнетме, вĕрентÿ тата воспитани хатĕрĕсемпе тивĕçтерме Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта туризмпа таврапĕлÿ /«Тăван ен тăрăхĕ»/, социаллă гуманитари енĕллĕ /«Çамрăк журналистсем» шкулти медиацентр\ ушкăнсем туса хунă, шкулта историпе таврапĕлÿ музейĕ йĕркеленĕ. Чупайĕнчи тĕп шкул никĕсĕ çинче физкультура тата спорт тĕлĕшĕнчен аталанма /шкулти спорт клубĕ, йĕлтĕр ăмăртăвĕсем\ тата туризмпа краеведени енĕпе хушма вырăнсем хатĕрленĕ. Арапуçĕнчи шкулта физкультурăпа тата спортпа туслă пулма /«Лидер» спорт клубĕ/, художествăлла пултарулăх енĕпе /«Веселая сцена» шкул театрĕ/ хушма вырăнсем туса хунă. Хушма вĕрентÿ илмелли çĕнĕ вырăнсем туса хума, вĕсене пурлăхпа техника, вĕрентÿ тата воспитани хатĕрĕсемпе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 550 пин тенкĕ ытла уйăрнă, пĕтĕмпе хушма вĕрентÿ илмелли 105 çĕнĕ вырăн туса хунă.
Шкул автобусĕсен паркĕнче 14 единица техника. Автобуссем пĕтĕмпе 42 маршрутпа 464 ачана турттараççĕ. Пурне те вĕсене ГЛОНАСС спутник навигацийĕн тытăмĕпе, тахографсемпе, çутатакан маяксемпе тивĕçтернĕ. Пĕтĕм шкулăн та пассажирсене турттармалли ĕçе пурнăçлама лицензи пур. Автобуссем ачасене илсе çÿремелли саккун тĕлĕшĕнчен пур енчен те тивĕçтереççĕ. 2024 çулхи сентябрь уйăхĕнчен «Ăслă шкул автобусĕ - 21» çĕнĕ республика проекчĕ старт илнĕ. Ку проект шкул автобусĕсемпе усă куракан вĕренекенсем валли. Унпа килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕ, ачасем шкул автобусĕн çул-йĕрне хальхи вăхăтра мобильлĕ приложени урлă пăхса-сăнаса тăма пултараççĕ.
Çамрăксем - çутă пуласлăх
Уйрăмах пултаруллă ачасене тупса палăртса вĕсене аталантарасси — вĕрентÿ тытăмĕнчи тĕп направлени. Муниципалитетра «Инженерипе техника класĕсем» проект пурнăçланать, профильлĕ классем, агроклассем ĕçлеççĕ.
Экономикăри тĕп секторсене кадрсемпе тивĕçтерес тĕллевпе професси организацийĕсене шкулсемпе тата тÿрремĕнех ĕç вырăнĕсем сĕнекенсемпе пĕрле çыхăнтарасси стратеги пĕлтерĕшлĕ шутланать. «Шкул — колледж е аслă вĕрентÿ заведенийĕ» форматпа Чăваш Енре «УПК-21» проект пурнăçланать, унпа килĕшÿллĕн шкул ачисем хăйсен пĕрремĕш профессине илеççĕ. Çак проект шайĕнче шкулсем И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе, Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕпе пĕрле ĕçлесе пымалли килĕшÿсем тунă. Вăрмарти тата Пысăк Енккассинчи вăтам шкулсенчи 11-мĕш класра вĕреннĕ шкул ачисем 2024 çулта «Вожатăй» професси хатĕрленĕвĕн программипе ăнăçлă вĕренсе тухнă. Мăнçырмари вăтам шкул вĕренекенĕсем Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн никĕсĕ çинче çĕвĕç тата ял хуçалăх машинисемпе оборудованине юсакан слесарь профессисене алла илнĕ. Ку проектăн тĕп тĕллевĕ — шкул ачисем валли ĕç профессине алла илмелли условисем туса хурасси.
2024-2025 вĕренÿ çулĕнче Вăрмар округĕнчи 11 пултаруллă çамрăк ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. 2024 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 25 вĕренекене уйăхсерен Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн ятран паракан 500 тенкĕлĕх стипендине параççĕ. 2025 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çак стипенди 1000 тенкĕпе танлашĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене пахалăхлă тата тутлăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтересси уйрăмах пысăк тимлĕхре. 2023-2024 çулсенче шкулсен апат-çимĕç блокĕсем аутсорсинг тытăмĕ çине куçнă, вĕри апат çитерессипе Вăрмар райповĕн «Общепит» тулли мар яваплă обществăпа контрактсем алă пуснă. 2024 çулта В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкул республикăра иртнĕ «Ял шкулĕнчи чи лайăх столовăй» конкурсра çĕнтернĕ. Çак конкурсăн Пĕтĕм Раççейри шайĕнче Мăнçырма шкулĕ лауреат ятне тивĕçнĕ.
500 ытла доброволец волонтер ĕçне пурнăçлаççĕ, тĕрлĕ мероприятисене, акцисене хутшăнаççĕ. #ЭпирПĕрле акци шайĕнче волонтерсем граждансене адреслă пулăшу кÿреççĕ, апат-çимĕç продукчĕсем, эмелсем туянса параççĕ.
«Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕ шайĕнче Чăваш Республикипе иртнĕ икĕ кунлăх турсенче 2024 çулта 5-9 классенчи 30 ытла ача хутшăннă. Вăрмар муниципаллă округĕнчи шкул ачисем валли округри паллă вырăнсем тăрăх илсе çÿремелли кăсăклă та вĕрентÿллĕ 4 туризм маршручĕ йĕркеленĕ. Шкул шайĕнчи туризм маршручĕсен программисем ачасене Вăрмар округĕн историйĕпе, культурипе, экономикипе, пурнăçĕпе паллаштараççĕ, профессие суйлама пулăшаççĕ, тăван тăрăха юратма вĕрентеççĕ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пулăшаççĕ. Ачасемпе педагогсем маскировка сечĕсем çыхаççĕ, окоп çуртисем тăваççĕ, салтаксем патне çырусем çыраççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче СВО участникĕсем хутшăннипе Паттăрлăх урокĕсем иртеççĕ.
2024 çулхи май уйăхĕнче Вăрмарти «Зоренька» ача садĕнче агролаборатори уçăлчĕ. Паянхи кун тĕлне çакăн пек агролабораторисем Арапуçĕнчи шкулта, Вăрмарти «Родничок» ача садĕнче ĕçлеççĕ. «Березка» тата «Колосок», «Солнышко» ача сачĕсенче миниагролабораторисем ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Вăрмарти вăтам шкул çумĕнчи «Вăрман робинзонĕсем» çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Вĕсем Челябинск хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш ача-пăча экологи форумĕн пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр ăнăçлă тухма пултарнă, «Шыв объекчĕсене тасатмалли чи лайăх проект» номинацире призер пулса тăнă.
Эвелина МИХАЙЛОВА