Вăрмар муниципаллă округĕнче иртнĕ Чăваш Республикин Правительствин кунĕ пирĕн округри талантлă çамрăксен асĕнче нумайлăха юлĕ. ЧР Пуçлăхĕн уйрăмах пултаруллă çамрăксемпе студентсене паракан стипендине илме тивĕçнĕ ентешĕмĕрсене çак мероприятинче свидетельствăсем парса чысланă. Свидетельствăсене вĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен илнĕ.
Палăртмалла, конкурсра Чăваш Республикинче пурăнакан 1000 çынна суйласа илнĕ. Вĕсем — вĕренÿре, тĕпчев ĕçĕнче, наукăра, творчествăра, производствăра, управлени ĕçĕнче, спортра, обществăлла ĕçсенче, бизнес-проектированинче пысăк результатсемпе палăрнă 14-35 çулсенчи çамрăксем. Вĕсенчен кашниех 2025 çулта уйăхсерен 2500 тенкĕ илсе тăрĕ.
Вăрмар округĕнчен ЧР Пуçлăхĕн уйрăмах пултаруллă çамрăксемпе студентсене паракан стипендине кăçал 12 çамрăк илме тивĕçнĕ: Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ Дарья Валерьевна Алексеева, Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕ Мария Владимировна Чернова, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул вĕренекенĕсем Ольга Александровна Ананьева, Екатерина Андреевна Андреева, Арина Александровна Егорова, Маргарита Николаевна Зобова, Ангелина Владимировна Семенова, Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул вĕренекенĕ Марина Васильевна Кузьмина, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул вĕренекенĕ Никон Николаевич Мартынов, Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул вĕренекенĕ Владимир Сергеевич Николаев, В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта технологи вĕрентекенĕ Марина Николаевна Романова, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн участковăй уполномоченнăйĕ Надежда Геннадьевна Шестова. Пурте вĕсем тĕрлĕ енлĕ аталаннă çамрăксем, вĕренÿре, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.
Акă, В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта технологи вĕрентекенĕ Марина Николаевна Романова /сăн ÿкерчĕк çинче/ — хăйĕн ĕçне чунтан парăннă тăрăшуллă педагог. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн технологипе экономика факультетне пĕтернĕ. 2013 çултанпа Мăнçырма шкулĕнче технологи вĕрентекенĕнче, хушма пĕлÿ паракан педагогра, уроксем хыççăн юлакан ушкăнăн воспитателĕнче ĕçлеме пуçланă. Тепĕр 3 çултан директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕн тивĕçĕсене те пурнăçлама тытăннă.
Марина Николаевна — ачасене юратакан тата ăнланакан педагог. Вăл ĕçченлĕхпе, умри тĕллевсене пурнăçлама, йывăрлăхсене çĕнтерме пĕлнипе палăрса тăрать, ĕçре хальхи йышши технологисемпе усă курать. Унăн вĕренекенĕсем муниципалитет, республика, çĕршыв шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсенче /вĕренекенсен пултарулăхĕн «EXCELSIOR» конференци, «Эпĕ профессисен тĕнчинче», «Çамрăк дизайнер», «Тÿмесен мозаики», «Кĕмĕл çип», «Асамлă çутçанталăк», «Шкул пики» конкурссем, «Эпĕ тĕнчене тасарах тăватăп» видеороликсен конкурсĕ тата ытти те\ пĕрре кăна мар малтисен ретĕнче пулнă. Хăй те вăл тĕрлĕ конкурссене, акцисене хутшăнса ăста педагог пулнине çирĕплетет, унăн хастар ĕçне çулсеренех Тав хучĕсемпе, Хисеп грамотисемпе палăртаççĕ.
Марина Николаевна ертсе пынипе шкул коллективĕпе вĕренекенсем экологи субботникĕсене, массăллă спорт мероприятийĕсене хутшăнаççĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче ыттисене ырă тĕслĕх кăтартса сывă пурнăç йĕркине пропагандăлать вăл.
Чун суйланă ĕçĕнче те çитĕнÿсен çулĕпе утăмлать Марина Николаевна, çемье пирки те манмасть, вăл юратакан мăшăр тата амăшĕ. Ахальтен мар пĕлтĕр республикăри «Эпĕ — хĕрарăм» конкурсра «Манăн çемье — манăн пуянлăх» номинацинче 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
Ирина ДАНИЛОВА