2025 çултан тытăнса Раççейри сывлăх службин аталанăвне çĕнĕ наци проекчĕсем тивĕçтереççĕ.
Харăсах виçĕ наци проекчĕ
Çынсен сывлăхне тата пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе, пурнăçăн вăтам тăсăмне ÿстерессипе ĕçлекен наци проекчĕсем пурнăçланнă май юлашки çулсенче пирĕн çĕршывра сывлăх сыхлавĕн сфери тĕпрен улшăнса пырать. «Сывлăх сыхлавĕ» тата «Демографи» наци проекчĕсем вырăнне 2025 çултан харăсах виçĕ наци проекчĕ, медицинăпа тÿрремĕнех çыхăннăскерсем, старт илнĕ: «Вăрăм тата хастар пурнăç», «Сывлăха упрама пулăшакан çĕнĕ технологисем», «Çемье».
«Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕн тĕллевĕ — Раççейре пурăнакансен пурнăçĕн вăтам тăсăмне 2030 çул тĕлне 78 çулччен ÿстересси, пуласлăхра — 80 çулччен те. Тĕп задачăсенчен пĕри — пуçламăш медицина пулăшăвĕн тытăмне модернизацилесси.
«Сывлăха упрама пулăшакан çĕнĕ технологисем» наци проекчĕ медицина облаçне инновацисемпе тивĕçтерессипе ĕçлет. Тĕп тĕллевсем — дистанци мелĕпе диагностика тăвас методикăна аталантарасси, инновациллĕ препаратсемпе биомедицина технологийĕсене ĕçе кĕртесси. Онкологипе ăнăçлă кĕрешме радиологин пĕрлехи службине йĕркелесси те малти вырăнта.
«Çемье» наци проекчĕ ачаллă çемьесене пулăшас тата вĕсен пурнăç шайне лайăхлатас тĕллевпе пурнăçланать. Çавна май амăшлăхпа ачалăха хÿтĕлес енĕпе анлă программа тата ача çуралассине стимул пама мероприятисем хута каяççĕ. Ача-пăча медицинине аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
«Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ, самаях çĕнелнĕскер, медицина ĕçченĕсене – чирсемпе мĕнпур тапхăртах ăнăçлăн кĕрешме, республикăра пурăнакансене вара хăйсене кирлĕ медицина пулăшăвне пурăнакан вырăнтан таçта аякка каймасăрах илме май парать».
Пурнăçланă ĕçсем курăмлă
Вăрмар округĕнче те медицинăпа çыхăннă наци проекчĕсене пурнăçлассипе активлă ĕçлеççĕ. Вăрмар округĕнче иртнĕ Чăваш Республикин Правительствин кунĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев пирĕн тăрăхра пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, малашнехи тĕллевсене уçăмлатрĕ, медицина сфери мĕнле аталанни çинчен каласа пачĕ.
2024 çулта округри темиçе ялта та çĕнĕ медицина учрежденийĕсем пациентсем валли хăйсен алăкĕсене уçнă. Саруй ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă. Ăна кирлĕ оборудованипе тата сĕтел-пуканпа туллин тивĕçтернĕ. Хăтлă лару-тăрура тĕрлĕ медицина процедурисем, вакцинаци тума, профилактика мероприятийĕсем ирттерме, диспансеризаци тухма пулать.
Тупах ялĕнче те çĕнĕ ФАП уçăлнă. Кунта 200-е яхăн çыннăн сывлăхне пăхса тăраççĕ. Унсăр пуçне Арапуçĕнче врач амбулаторийĕн, Энĕшпуç ялĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн строительствисене вĕçленĕ.
Тĕллевсем те пысăк
Пуласлăх тĕллевĕсем те пысăк. Вăрмарти тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх, çитес çулсенче Пысăк Енккасси ялĕнче çĕнĕ врач амбулаторийĕ, Чупай, Чулкас, Кавал, Кĕтеснер, Тикаш ялĕсенче çĕнĕ ФАПсем хăпартма планланă. Вăрмар поселокĕнче çĕнĕ больница комплексĕн строительствине пуçлама палăртнă, проект тăвассипе ĕç пырать. Çавăн пекех Вăрмар поселокĕнче васкавлă медицина пулăшăвĕн посчĕн строительствине пурнăçлас тĕллевпе 2025 çулта проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме йышăннă. 22,0 млн тенкĕлĕх строительство ĕçĕсем 2026 çулта пуçланĕç.
Кадрсенчен нумай килет
Вăрмарти тĕп больницăра пысăк опытлă, тăрăшуллă медицина ĕçченĕсем вăй хураççĕ. Вĕсенчен пĕри — Владимир Геннадьевич Иванов врач-травматолог-ортопед. Владимир Геннадьевич Кивĕ Вăрмар шкулĕнчен вĕренсе тухнă, И.Н Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина пĕлĕвĕ илсе дипломлă пулнă /1983 ç./. Нумай çулхи тÿрĕ кăмăллă ĕçне кура Вăрмар район администрацийĕн, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотисене, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн Тавне тивĕçнĕ. Кăçал вара, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Алексеевич Николаевăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн, Владимир Геннадьевича «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят панă. Пултаруллă тухтăра Вăрмар округĕнче иртнĕ Чăваш Республикин Правительствин кунĕнче савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăй наградăланă /сăн ÿкерчĕк çинче/. Саламлатпăр!
Çамрăк тухтăрсем те ĕçлеме килеççĕ Вăрмарти тĕп больницăна — 2024 çулта икĕ çын ĕçе пуçăннă. Вăрмарти поликлиникăра август уйăхĕнчен пуçласа Павел Вячеславович Яковлев врач-хирург пациентсене йышăнать. Вăл Карăкçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче тĕллевлĕ майпа вĕренсе пĕлÿ илнĕ, «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн ĕçе вырнаçнă.
Терапи уйрăмĕнче те çĕнĕ тухтăр — Дарья Олеговна Андреева. Çамрăк врач-терапевт та И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче тĕллевлĕ майпа вĕреннĕ. Пĕр хушă Шупашкарта хулари тĕп больницăра участокри врач-терапевтра ĕçленĕ, халĕ Вăрмарти больницăра вăй хурать.
Унсăр пуçне Вăрмар больницин кадрĕсем çĕнĕ медицина сестрисемпе пуянланнă. Шăхальти ФАПра заведующи — медицина сестри пулса Диана Евгеньевна Никитина ĕçлеме пуçланă. Педиатри уйрăмĕнче, стационарта, Наталья Валерьевна Филимонова медицина сестри ĕçе пуçăннă. «Земство фельдшерĕ» программăпа Пинерти ФАПа Алина Васильевна Сергеева, Тупахри ФАПа Елена Ивановна Кузнецова ĕçлеме килнĕ.
Ветерансене — тимлĕх
Ватăсен, ветерансен сывлăхне пăхса тăрасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак кунсенче Вăрмар округĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Прояви заботу — научи уходу» проекчĕн команди пулнă. Кăçал Чăваш Республикинче Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ пынă май вĕсем республикăри Аслă Отечественнăй вăрçă тата СВО ветеранĕсем патне килĕсене çитсе вĕсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Вăрмар округне килнĕ команда йышĕнче кардиологи, эндокринологи, офтальмологи енĕпе ĕçлекен специалистсем, гериатр тата гастроэнтеролог пулнă. Вĕсемпе пĕрле Вăрмарти тĕп больницăн тухтăрĕсемпе медицина сестрисем тата медик-волонтерсем ĕçленĕ.
Специалистсем Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ Георгий Павлович Павлов, тыл ĕçченĕ Мария Ивановна Павлова /сăн ÿкерчĕк çинче/ патĕнче пулнă. Ветерансене комплекслă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ: вĕсен сывлăхĕ мĕнле пулнине тĕпченĕ, куç вăйне, артери пусăмĕн, юнри глюкозăн шайне тĕрĕсленĕ, усăллă сĕнÿсем панă.
Çав кунах Вăрмарти тĕп больницăн поликлиникинче хăйсене хăйсем пăхайман граждансене мĕнле пăхассипе вĕрентÿ ирттернĕ. Унта 40 ытла çын хутшăннă, çав шутра сусăр çынсен тăванĕсем, фельдшерсемпе медицина специалисчĕсем. Вăрмар больницин ĕçченĕсем вĕрентĕве хутшăнса хăйсен опытне татах та пысăклатнă.
Ырă тĕслĕх кăтартаççĕ
Пациентсен сывлăхне тимленисĕр пуçне Вăрмарти тĕп больницăра ĕçлекенсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе те халăха сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантараççĕ. Мĕнле те пулин спорт мероприятийĕ иртет-и округра /«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ», «Наци кросĕ» тата ытти те/, ГТО юхăмĕн нормативĕсене пурнăçламалла-и — медиксем ялан активлă. Çуркунне çитнĕ май субботниксенчен те айккинче юлмаççĕ. Акă, çак кунсенче вĕсем больница территорине пĕлтĕрхи хыт-хураран, çÿп-çапран туслă йышпа тасатса тухнă /сăн ÿкерчĕк çинче\. Çапла пулмасăр, пирĕн сывлăх тасалăхран пуçланать. Йĕри-тавра таса, тирпейлĕ пулсан сывлăш та уçăрах, чир-чĕр сарăлассинчен те асăрханатпăр. Уçă сывлăшра ĕçлени, хусканусем туни вара сывлăхшăн çав тери усăллă.
Ирина ДАНИЛОВА