2024 çулта пирĕн çĕршывра «Экологи» наци проекчĕ вĕçленнĕ, ун вырăнне кăçалтан «Экологи ырлăхĕ» нац­проект хута кайнă. Çĕнĕ наци проекчĕн ĕçĕ-хĕлĕ анлă та тĕрлĕ енлĕ, анчах тĕп направленисем çаксем: «Тавралăха тĕплĕн тирпейлесси», «Хупă циклăн экономики», «Таса сывлăш», «Раççей шывĕ», «Вăрмансене упрасси», «Çутçанталăк тĕрлĕлĕхне упрасси».

f N 6 9QOdQOsmzBn pnAQk74eEdh0YjY«Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче пирĕн çĕнĕ тĕллевсене, задачăсене тата программăсене пурнăçламалла, çав шутра Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче палăртнă хушусене те шута илмелле. Паллах, влаç органĕсен, муниципаллă пĕрлешÿсен, бизнесăн, общественноçăн тата ахаль çынсен мĕнпур вăйне пĕрлештермелле. Асăннă наци проекчĕ шайĕнче эпир çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе, ăна килес ăрусем валли упраса хăварассипе малалла ĕçлĕпĕр», — тенĕ ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов.

Тирпей-илем малти вырăнта

d87baef5b8b24321a10abedfec840f8dВăрмар муниципаллă округĕнче те «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлассипе активлă ĕçлеççĕ. Çуркунне çитнĕ май тавралăха тасатса тирпейлес ĕç мала тухать. Апрелĕн юлашки кунĕсенче, акă, Вăрмар округĕ Пĕтĕм Раççейри субботнике хастар хутшăннă. Хальхинче халăх Вăрмар поселокĕн­чи культурăпа кану паркĕнче ĕçленĕ. Администраципе территори пайĕсен, культурăпа вĕрентÿ сферин ĕçченĕсем, ырă ĕçрен айккинче юлма пултарайман ытти çынсем ĕç тумĕ тăхăнса парка хăрăк туратсемпе çÿп-çапран тасат­нă, тавралăха тирпей-илем кĕртес, çутçанталăка упрас ĕçре хастарлăх кăтартнă. Халĕ парк­ра унчченхинчен чылай тасарах та илемлĕрех.

«Уçă сывлăшра ĕçлени кăмăла çĕклет, савăнăç кÿрет. Субботник пирĕн поселока тасарах тума пулăшать кăна мар, çынсен пĕрлĕхне те çи­рĕп­летет», — тенĕ ырă ĕçе хутшăнакансем.

Палăртмалла, апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ма­йăн 31-мĕшĕччен пыракан çурхи икĕ уйăхлăха хутшăннă май округри предприятисемпе организацисен коллективĕсем те хăйсен территорийĕсене пĕл­тĕрхи хытхураран, çÿп-çап­ран тасатнă. Нумай хваттерлĕ çурт­сенче пурăнакансем те çуртсен территорийĕсене тирпейлесех тăраççĕ.

Вăрмар округĕсенчи ялсенче иртекен субботниксене те çынсем йышлăн пухăнаççĕ. Вĕсем культура çурчĕсен, ФАПсен, ача-пăча площадкисен тата, паллах, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене халалланă палăксен террторийĕсене тасатса тирпейлеççĕ, Аслă Çĕнтерÿ уявне тивĕçлĕ шайра ирттерсе яма хатĕрленеççĕ.

Вăрмансем кашлаччăр

Çуркунне — йывăç лартмалли чи лайăх вăхăт. Йывăç тымарĕсем папкасем тухичченех ÿсме тытăнаççĕ, çулла çитичченех активлă аталанаççĕ.

«Экологи ырлăхĕ» наци про­екчĕн «Вăрмансене упрасси» федераллă проекчĕ ша­йĕн­че Канаш лесничествин территорийĕнче йывăç лартассипе Пĕтĕм Раççейри «Вăрмансене упраса хăваратпăр» акци иртнĕ. Унта Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 10 «Е» класра вĕренекенсем, çавăн пекех «Вăрман робинзонĕсем» шкул лесничествин кружокне çÿрекенсем хутшăннă.

Канаш лесничествин Тă­вайĕнчи участок начальникĕ Юрий Петрович Емельянов тата «Вăрман робинзонĕсем» кружок руководителĕ Клавдия Анатольевна Николаева йĕр­келесе тата пулăшса пынипе ачасем шкул лесничествин территорийĕнче хыр йывăççин 600 çамрăк хунавне лартнă. Ĕçе пуçăниччен Юрий Петрович ачасене хыр хунавĕсене мĕнле лартмаллине ăнлантарнă. Ачасем ку ĕç йывăрах мар пулин те, çапах та яваплă пулнине ăса хывнă, нумай çĕнĕ япала пĕлсе хăйсен пĕлĕвне анлăлатнă.

Сăмаха май, «Вăрман робинзонĕсем» кружока çÿрекенсем Стратегиллĕ пуçарусен агентстви тата «Просвещение» АО йĕркеленĕ «Классная страна» проекта хутшăнаççĕ. Проект никĕсĕнче — ачасемпе çамрăксен вĕрентÿ туризмĕ. Шкул ачисем хăйсен наставникĕсемпе пĕрле çулçÿревсен программине йĕркелесе тестлаççĕ, ăна жюри умĕнче хÿтĕлеме хатĕрленеççĕ. Çавăнпа наставниксем ачасене валли Канаш лесничествин юманлăхĕнче экскурси ирттернĕ.

Чăваш Ен мĕн авалтан хă­йĕн юманлăхĕсемпе мухтавлă пулнă. Чăвашсен культуринче юман — паттăрлăх, çирĕп­лĕх, вăй-хал символĕ. Юман йывăççине Чăваш Республикин гербĕ тата ялавĕ çинче те курма пулать. Юманлăхсем — пирĕн наци мăнаçлăхĕ, Раççейĕн вăрман экотытăмĕн хаклăхĕ. Анчах санитари енĕпе лару-тăру çулсерен начарланни палăрать. Çавăнпа юманлăхсене упрани тата йывăç лартни пысăк пĕлтерĕш­лĕ. Çак ĕçе хутшăнса ачасем рес­публикăри вăрмансене сых­ласа хăварас ĕçе хăйсен тÿпине хываççĕ.

Паттăрсене асăнса

Палăртмалла, çулсеренхи пекех кăçал та йывăç лартас ĕç «Астăвăм сачĕ» акци шайĕнче те пурнăçланать. Энтрияль ялĕнче пурăнакансем, культура тата библиотека сферинче ĕçлекенсем, Энт­риялĕнчи территори пайĕнче тата ФАПра вăй хуракансем çак акци шайĕнче «Энĕш—Энт­рияль» автоçул хĕррипе хыр йывăççин 500 çамрăк хунавне лартса тухнă. Ыркăмăллăх мероприятине ватти-вĕтти пурте активлă хутшăннă, çав шутра Энтриялĕнчи ясли-садăн воспитанникĕсем те, ялти хисеплĕ ватăсем те — Прокопьев­сен çемйи.

Çырансем таса пулсан — канма та пит аван

8b3ca2001cbc49bba1b11a007b0788b4В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăн­çырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри «Раççей шывĕ» акцие хутшăннă. Акци тĕллевĕ — юханшыв­семпе кÿлĕсен çыранĕсене çÿп-çапран тасатасси, шывлă вырăнсене тасалăхра тытасси.

Директорăн заместителĕ Марина Николаевна Романова тата биологипе географи вĕрентекенĕ Эльвира Леонидовна Архипова ертсе пынипе 10-11 классенче вĕренекенсем экологи субботникĕ ша­йĕнче Мăнçырма ялĕнчи пĕве территорине çÿп-çапран, кĕленчесенчен, пакетсенчен тасатнă. Çурхи тапхăрта, çанталăк ăшăтсан, халăх пушă вăхăта уçă сывлăшра ирттерме кăмăллать, анчах çак вăхăтра тавралăх тасалăхĕ пирки те манмалла мар. Çырансем таса пулсан кăмăл-туйăм та çĕкленет, йĕри-тавра çÿп-çап вырт­ни вара аван мар. «Тасалăх хамăртан килет. Çавăнпа шыв хĕррине канма килекенсене хăйсем хыççăн çÿп-çап хă­вармалла маррине тепĕр хутчен аса илтерес килет. Пĕр-пĕр­не хисеплĕр, çутçанталăка упрăр!» — теççĕ акцие хутшăнакансем.

Кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика