Ĕçлĕ ушкăн — районти ФАПсенче
Çак кунсенче Вăрмар район больницин тĕп тухтăрĕ Олег Волков, тĕп тухтăрăн земестителĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Андрей Морозов, тĕп медицина сестри Ольга Сорокина, хуçалăх заведующийĕ Иван Законов ĕçлĕ çул-çÿревпе районти модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсенче пулнă.
Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр пирĕн районта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ йышши икĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă — Пинерте тата Энтриялĕнче. Вĕсенче тата маларахри çулсенче уçăлнă пур пунктсенче те халăха пирвайхи медицина пулăшăвĕ кÿрессипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Ĕçлĕ ушкăн ФАПсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулса кунти ĕçе лицензи ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн еплерех йĕркелесе пынине, кирлĕ оборудованипе тивĕçтернине тĕрĕсленĕ.
Кăкăр шыççин чирĕ çинчен
Хальхи вăхăтра онкологинче кăкăр шыççи чирĕ çав тери нумай калаçтарать. Мĕншĕн тесен çак чирпе тĕнчере кашни çулах 800 пинрен пуçласа 1 миллиона яхăн хĕрарăм нушаланать. Çавăн пекех Чăваш Енре те кăкăр шыççин чирĕпе кашни çулах 400 çын чирленине тупса палăртаççĕ. Рак чирĕпе чирлесси Чăваш Енре те ытти çĕрти пекех çулталăкне 2 процент таран ÿссе пырать. Çакна кура «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси» регион шайĕнчи проекчĕпе килĕшÿллĕн тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ.
Çак усал чир пур çулхи хĕрарăмсене те пырса лекме пултарать, уйрăмах 50 çултан пуçласа 70 çула çитичченхисен ытларах аталанать. Ăна вăхăтра тупса палăртсан кăна чире çĕнтерме пулать. Апла пулсан маммографи витĕр тухассинчен хăраса тăмалла мар. Ăна 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсене тăваççĕ. Çамрăк çулхисене ультразвук мелĕпе тĕрĕслеççĕ. Чир тин пуçланнă вăхăтра ыратмасть, пĕчĕк мăкăльсем кăна пулаççĕ. Çавăнпа та хĕрарăмсен хăйсен ÿт-пÿне куç кĕски /зеркало\ умне тăрса сăнамалла, кăкăра уйăхра пĕрре те пулин тытса пăхмалла. Кăкăра пусса пăхнипе пĕрлех хул айĕнчи парсене те ÿссе кайман-и тесе тытса пăхăр. Кăкăр пуçне пусса пăхсан шĕвек тухрĕ пулсан, ку ырă япала мар. Кăкăрăн форми те улшăнать, ÿт-тирĕ лимон хуппи евĕр те пулса кайма пултарать. Кăкăр шыçса хĕрелсе тăрать, тепĕр чухне кăкăр пуçĕнче пÿрленсе шăтса юхма та пуçлать.
Юлашки çулсенче кăкăр шыççин чирне малтанхи вăхăтра тупса палăртасси палăрмаллах лайăхланнă. Енчен те сирĕн кăкăрта мĕнле те пулин улшăнусем е мăкăльсем тупса палăртнă пулсан, тÿрех пăшăрханса ÿкмелле мар. Пур шыçă та рак чирĕ пулмасан та пултарать. Кун пек чухне сире специалистсем хăвăра кирлĕ эмелсем çырса параççĕ те сирĕн ăна тĕплĕн пурнăçламалла. Кăкăрăн хăш-пĕр чирĕсем эмелсемпех иртсе каяççĕ. Теприсем вара усал шыçăна куçса кайса çынна канăçсăрлантараççĕ. Кăкăра тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслемесĕр операци тумаççĕ, уншăн хăраса ÿкмелле мар. Кăкăра сыхласа хăварас тĕллевпех пĕр-пĕринпе çыхăнса тăракан процедурăсене пурнăçлаççĕ: малтанхи вăхăтра радиологи уйрăмĕнче пайăрка терапийĕпе /лучевая терапия/ сыватаççĕ, хими терапийĕ те тăваççĕ. Чирпе аптăракан кашни çыннах /чирне кура/ уйрăм сывату палăртаççĕ.
Паянхи куна онкологи диспансерĕнче пысăк квалификациллĕ реабилитологсем ĕçлеççĕ. Вĕсем пациентсене сиплев курсне ăнăçлă тÿссе ирттерме тата чир хыççăн юлакан чăрмавсене çĕнтерме пулăшаççĕ.
Енчен те кăкăрта улшăнусем пуррине туйрăр пулсан тÿрех квалификациллĕ специалистсем патне пымалла. Тĕслĕхрен, харпăр хăй пурăнакан вырăнти поликлиникăна каймалла. Унта сире врач тĕплĕн тĕрĕслесе республикăри онкологи диспансерне кайма направлени çырса парать. Кунта врачсем тĕплĕн тĕрĕслесе консилиум тăваççĕ те кирлĕ сĕнÿсем параççĕ, сиплев курсне палăртаççĕ. Пациентсен вара çакна тĕплĕн пурнăçламалла. Харпăр хăй тĕллĕн сипленмелле мар, çакă чире шала ярса асаплантарма пултарассине асра тытăр.
С.АГАФОНКИН,
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Республиканский клинический онкологический диспансер» автономи учрежденийĕн 6 номерлĕ онкологи уйрăмĕн заведующийĕ.
Инсультран сыхланар
Хальхи вăхăтра инсульт çамрăкланса пынине палăртаççĕ - ăна пула инвалида тухакан, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каякан та сахал мар. Çак чиртен мĕнле сыхланмалли пирки тата ăна мĕнлерех паллăсем тăрăх пĕлмелли çинчен республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан больницăн медицина профилактикин пай пуçлăхĕпе Рената Владимировна Анюровăпа калаçрăмăр.
– Рената Владимировна, чи малтанах инсульт мĕнле чир пулнине каласа парăр-ха.
– Ку чире пула кашни çул çĕр çинчи 6 миллион çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каять. Шел те, нумайăшĕ инсульт хыççăн инвалид пулса юлать. Паллах, кун пек чух çынна вăхăтра васкавлă медицина пулăшăвĕ панинчен те нумай килет. Çавăнпа çак чир мĕнлерех палăрнине тата кун пек лару-тăрура мĕн тумаллине питĕ лайăх пĕлсе тăмалла. Инсульт тесе пуç мимин пĕр пайĕнче юн çаврăнăшĕ пăсăлнине калаççĕ. Хытнă юн чăмакки /тромб\ юн тымарне хупланипе е юн тымарĕ татăлнипе инсульт аталанать. Инсульт икĕ тĕрлĕ пулать - ишеми тата геморраги инсульчĕ. Иккĕшĕн те витĕмĕ пĕр пекех – пуç мимин клеткисем патне юн пырса тăрасси пăсăлни тата пухăннă юн пуç мимин тĕртĕмĕсене пусарни. Пуç мимин пĕчĕк пайĕ кăна сиенленсен, ал-ура вăйсăрланать. Мимен пысăк пайĕнче юн çаврăнăшĕ пăсăлсан вара шалкăм çапать, çын вилме те пултарать.
– Инсульт хăш ÿсĕмре ытларах аталанма пултарать-ха?
– Унччен ку чир аслăрах çынсен тĕл пулать тесе шутланă пулсан, халĕ инсульт чылай «çамрăкланнине» - 40 çула çитмен çынсен те, çамрăксен те тĕл пулнине палăртса хăвармалла. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси» проектпа килĕшÿллĕн çак чирпе чирлекенсен йышне чакарма тăрăшатпăр.
- Ку чире хăвăртрах аталанма май паракан сăлтавсене те асăнса тухар-ха?
- Инсульта аталанма паракан сăлтавсенчен пĕри вăл артери пусăмĕ хăвăрт ÿссе кайни, гипертони чирĕ, сахăр диабечĕ, холестерин шайĕ пысăк пулни, чĕре чирĕ пурри, çын тулли кĕлеткеллĕ пулни. Сахал хускану туни, сиенлĕ йăласем, тарăхни, стресла лару-тăрура пурăнни тата çывăх çынсен, тăвансен хушшинче камăн та пулин инсульт е инфаркт пулнă пулсан асăрхануллăрах пулмалла.
– Инсульт пулнине мĕнлерех паллăсем тăрăх пĕлме пулать-ха?
– Пуç мимин кашни пайĕ тĕрлĕ ĕçе йĕркелесе тăрать. Пĕрисем - хусканушăн, теприсем - туйăм-сисĕм органĕсемшĕн яваплă. Çавăнпа чир мĕнлерех палăрасси пуç мимин хăш пайĕ сиенленнинчен килет. Çыннăн чăтмалла мар пуç ыратса килме пултарать, пуç çаврăнать. Хускану координацийĕ çухалать, сăмахсене уçăмлă калаймасть, питĕ тăсса е питĕ хăвăрт, ăнланмалла мар калаçма пуçлать. Куçра тĕксĕмленсе килни, япăх курма тытăнни, япаласем иккĕллĕ е тĕтреллĕ курăнни те пулать. Кĕлеткен пĕр енĕ – сылтăм е сулахай енчен çывăрса ларни инсульт палли, çавна май пичĕ пĕр енне чалăшать, çын кĕлеткине тÿрĕ тытаймасть, тайкаланать. Аптăраса ÿкнĕ çынна шăлсене кăтартса сарлакан кулма ыйтмалла. Инсульт чухне питĕн пĕр енчи мышцăсем итлемен пирки кулă улшăнать. Малалла унпа калаçма тăрăшмалла, чирлĕ çын хăй ятне те уçăмлă калаймасть. Унтан икĕ аллине харăс çÿлелле çĕклеттермелле. Пĕр алă пачах çĕкленменни те – инсульт палли. Кун пек чухне «Васкавлă пулăшу» вăхăтра чĕнни пысăк пĕлтерĕшлĕ, инсульт пулнă çынна май килнĕ таран иртерех пулăшни кирлĕ. Инсульт хыççăн артерири юн çаврăнăшне йĕркелесе яма тата пуç мимин клеткисем вилессине чарма 3-6 сехет таран кирлĕ.
– Васкавлă пулăшу, тухтăрсем киличчен çынна мĕнле пулăшу пама пулать-ха?
– Васкавлă пулăшу бригади киличчен çынна тÿрĕ вырăна меллĕрех вырттармалла, пуçне çÿлерех хумалла, кĕпе тÿмисене, пиçиххине салтмалла, кантăка уçмалла. Юн пусăмне виçмелле, пысăк пулсан, хăй ытти чух ĕçекен эмеле памалла. Çын тăн çухатнă пулсан, айккăн вырттармалла. Кун пек чухне ниепле эмел те пама юрамасть. Васкавлă пулăшу киличчен вăл хăйне мĕнле туйнине сăнасах тăмалла.
– Инсультран мĕнле сыхланма тăрăшмалла-ха? Ку чиртен асăрханма май паракан профилактика мелĕсем пирки те калаçар-ха.
– Профилактика ĕçĕсем сывă пурнăç йĕркине тытса пынипе тачă çыхăннă. Юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла. Эрех ĕçме, табак туртма пачах та юрамасть. Инсульт аталанас хăрушлăх эрех ĕçнĕ хыççăнхи малтанхи сехетсенче уйрăмах пысăк. Ытлашши ÿт хушасран асăрханмалла. Пылак мар шĕвексем, симĕс чей, шыв кунне пĕр литр çурăран - икĕ литртан кая мар ĕçмелле. Холестерина ÿстерекен çимĕçсене çимелле мар. Апата тăвар май килнĕ таран сахалрах хушмалла. Стресла лару-тăрусенчен хăтăлма тăрăшмалла.
А.НИКОЛАЕВА калаçнă.
«Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.
Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА тата А.Николаева хатĕрленĕ.