IMG 6839

Хăш чухне пурнăçăн анлă çулĕ çинче хăвăн вырăнна тупасси ача чухне сăвă-калав çырнинчен пуçланать. Ан тив, творчествăри пĕрремĕш утăмсем хăюсăр та асăрхануллă пулччăр, вăхăт иртнĕçемĕн, опыт пухнăçемĕн çак утăмсем çирĕпленеççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума, Парнас тăвне парăнтарма çунат параççĕ.

Хăйсен пурнăçне журналистикăпа, массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăнтарнă çынсенчен чылайăшĕ ачалăхрах, шкул саккинченех сăвă-калав çырнине калаççĕ, ача-пăча валли тухакан хаçат-журналсенче пичетленнине аса илеççĕ. Апла вĕсен мĕн ачаран творчествăлла туртăм пулнă, малашлăх çулне маяк евĕр уçса пынă. «Лаша пуласси тихаран паллă», — тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Кĕтеснерти пĕтĕмĕш­ле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ăс пухакан ачасем хушшинче те творчество еннелле туртăнаканнисем сахал мар. Вĕсем шкулта тухса тăракан «Взгляд» хаçат ĕçне те активлă хутшăнаççĕ.

Юлашки вăхăтра республикăра шкул хаçачĕсен ĕçне лайăхлатассипе тĕл­левлĕн ĕçленине, шкулсенчи массăллă информаци хатĕрĕсене аталантарас тĕлĕшпе ятарлă проект хатĕрленине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Кĕтеснер шкулĕнчи «Взгляд» хаçат та палăрмаллах аталанса пырать. Акă, Раççей халăхĕсен культура еткерĕн çулталăкне халалланă мероприятисен шайĕнче районти ача-пăча творчество çуртĕнче иртнĕ шкул хаçачĕсен «Школа-пресс» конкурсĕнче «Шкул хаçачĕн чи лайăх иллюстрациллĕ материалĕ» номинацинче «Взгляд» лауреат пулса тăнă. Унта Мирослава Иванова тата Мария Иванова юнкорсем хаçат кăларас ĕç йĕркипе презентаци урлă паллаштарнă.

«Взгляд» хаçатăн тĕп редакторĕ пулса вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Валентиновна Данилова вăй хурать. Верстка ĕçне шкул директорĕ Альберт Рудольфович Ларионов тытса пырать. Паллах, вĕсем кăна мар, ытти вĕрентекенсем те хаçат кăларас ĕçрен айккинче юлмаççĕ.

«Шкул хаçачĕ — вăл шкулăн хăйне евĕрлĕ летопиçĕ, вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пĕрлехи ĕçĕ-хĕлĕ. Унта вĕсем хăйсен статйисене, заметкисене пичетлеççĕ, сăвăсемпе саламсем валли те вырăн пур. Изданинче ачасен сăнÿкерчĕкĕсемпе ÿкерчĕкĕсене те курма пулать. «Взгляд» — шкул пурнăçне сăнлакан хаçат, вăл икĕ тĕр­лĕ тухать: электронлă версипе тата хут çинче», — пĕлтереççĕ шкул хаçатне калăплакансем.

«Взгляд» хаçат ĕçĕпе тата унăн çамрăк корреспонденчĕсемпе паллашас тĕллевпе Кĕтеснер шкулĕнче тĕл­пулу ирттертĕмĕр. Унта ЧР писательсен Союзĕн членĕ, В.Алентей ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш ăс-хакăлĕн тава тивĕçлĕ ăсти Анатолий Иванович Иванов тата çак шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Юрьевна Николаева та хутшăнчĕç.

Хастар, çивĕч ăс-тăнлă, пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ — çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм Роберт Иванов, Иван Егоров, Ольга Викторова, Арина Петрова, Мирослава Иванова, Мария Иванова, Мария Казанцева, София Федорова, Диана Васильева, Милена Александрова, Яна Степанова, Владимир Иванов пирки вĕсемпе калаçнă май. Хаçата материалсем хатĕрлессипе вĕсенчен хăшĕсем активлăрах ĕçлеççĕ, корреспондент, фотограф ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, хăшĕсем аплах мар, анчах пурте вĕсем сăвă çырассипе маттур. Ачасем хаçат валли текстсем уроксем хыççăн, пушă вăхăтра хатĕрленине пĕл­терчĕç, чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисен йĕркисене вуласа пачĕç. Ачасене поэзи ăсталăхне хăнăхтарас тĕлĕшпе Анатолий Иванович Ивановăн тÿпи пысăк. 2021 çулта вăл «Пĕр­ремĕш утмăсем» ятпа çамрăк авторсен сăввисен пуххине те кăларнă. «Çак кĕнекере Кĕтеснерти шкул ачисен 2005-2020 çулсенче çырнă сăввисем, пурĕ 67 çамрăк авторăн 165 сăвви, пичетленнĕ», — çапла пĕлтернĕ кĕнекен умсăмахĕнче.

Тĕрлĕ темăпа çыраççĕ ачасем, тĕрлĕ шухăш ÿкерĕннĕ сăвăсенче — тăван тавралăх, тăван ял илемĕ, чĕрчунсене шеллени, атте-аннене юратни, туслăх пĕлтерĕшĕ тата ытти те. Шанас килет, тен, çамрăк талантсем хушшинче пулас журналистсем те пур. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрин пултарулăхĕпе паллашсамăр.

Роберт Иванов

В.Алентее — 100 çул

Василий Алентей çуралнă,

100 çул та иртнĕ унтанпа.

Нумай кĕнекесем вăл çырнă,

Пит интереслĕ вулама.

Кĕтеснере-çке вăл юратнă,

Вăрман пек ларакан яла.

Уншăн чи лайăх йывăç пулнă

Пÿрт умĕнчи ватă йăмра.

Тăван тавралăхпа савăннă

Яла килсен канма, курма.

Ачасене хушса хăварнă

Роман, калав, сăвă çырма.

Мирослава Иванова

Символы России воспеваю...

Люблю свой край, свой край родимый

За реки, горы и поля.

И за леса — здесь так красиво.

Россия — родина моя!

Здесь солнце ярче, небо выше,

Здесь благодать, покой и мир.

Царит любовь, есть дом под крышей,

Покой, уют для всей семьи.

Спасибо, Матушка — Россия,

Что бережешь наш сладкий сон.

Спасибо, милая Отчизна!

За нашу жизнь тебе поклон!

И пусть наш герб — орел двуглавый,

Свободно крылья распластав,

Стоит на страже, защищая,

Россию от беды и зла.

А флаг наш милый трехполосный

И яркий, бело-сине-красный,

Пусть гордо реет он везде.

И развевается во благо,

Во имя жизни на Земле.

Мария Иванова

Тăван шкул

Тăван шкул, юратнă шкул,

Яланах малта эс пул.

Эс вĕрентнĕ ачасем

Пулччăр чаплă ăстасем.

Шкула килччĕр ачасем

Юратса та савăнса.

Учителе итлесе

Илччĕр тарăн пĕлĕве.

Çултан-çул аталанса

Çĕкле эсĕ хăв ятна,

Ача сассипе эс тул,

Тăван шкул, ялан эс пул!

«Паллашар-и? Эп юнкор» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика